Комментировать

24 Сен, 2015

Мĕнле çын пулнă вăл - Константин Иванов?

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕнĕ сезона И.С.Максимов-Кошкинский пьеси тăрăх лартнă «Вĕри юнлă çемçе чун» /Константин Иванов/ драмăпа уçрĕ. Ăна аслă поэтăмăр 125 çул тултарнине халалласа Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнă ятпа сцена çине кăларнăччĕ. Спектакле лартаканĕ тата режиссерĕ, художникĕ - СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев. Спектакль премьери мартăн 25-мĕшĕнче иртнĕччĕ.

Аса илтеретпĕр, драмăри ĕçсем 1906-1912 çулсенче Чĕмпĕрте тата Слакпуç ялĕнче пулса иртеççĕ. Чăваш шкулĕнчи вĕренÿ кунĕсем телейлĕ те хаваслă шăваççĕ. Пулас композитор Федор Павлов /Василий Иванов/ оперетта çинчен ĕмĕтленет, Иоаким Максимов-Кошкинский /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Иванов/ вара - чăвашсен театрĕ пирки. Константин Иванов çул юппинче тăрать тейĕн: вăл чухăнсенчен кулакан ашшĕпе те чĕрре кĕрет, ялсенче шкул та уçасшăн. Çав вăхăтрах «Нарспи» поэма çырать. Унта вăл хăйĕн телейсĕр юратăвне сăнланă. Константин Праские юратнă, анчах ăна пуян та усал ватă арçынна ирĕксĕр качча панă. Упăшкин пусмăрне чăтаймасăр Праски Кĕçтенттирен хÿтлĕх кĕтет. Анчах вĕсен телейĕ нумая пымасть, хĕрарăма килне тавăраççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.