Эсĕ кайсан тĕнче пушанчĕ

24 Сен, 2015

"Виçĕ кунра 428 СМС-çыру..." статьяна вуласа тухнă хыççăн шухăша кайрăм. Чăннипех те, тĕлĕнмелли нумай. Надежда, юлташна тав сăмахĕ каламалла. Вăл сана йăнăш утăм тăвасран çăлса хăварчĕ вĕт. Ху та маттур, йăлтах ăнланса илнĕ. Мăшăрна, ачусене савса пурăн. Качча кайнă пулсан мĕн туса ларатăн-ха Интернетра, мĕншĕн тĕлпулусем шыратăн? "Виртуаллă тĕнчере йĕркеллĕ çынсем çук" тенипе килĕшместĕп, унта та лайăххисене тĕл пулатăн. Кÿршĕ ялти пĕр хĕр çавăн пек паллашса питĕ лайăх çынна качча кайрĕ. Икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ халĕ.

Эпир çамрăк чухне Интернет çукчĕ, пĕр-пĕрне курса паллашнă, калаçнă. Мĕн тери чаплă ташă каçĕсем иртетчĕç тата! Хĕрсемпе каччăсем шăпах унта тĕл пулатчĕç. Чылайăшĕн туслăхĕ юратăва куçатчĕ. Эпĕ вара хамăн чĕрен çуррине юлташ хĕрĕн туйĕнче тупрăм. Пĕрре курнипех пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине ăнланса илтĕмĕр. Июнĕн 1-мĕшĕнче пĕрремĕш хут курса калаçнă тăк августăн 3-мĕшĕнче чаплă туй кĕрлеттерсе пĕрлешрĕмĕр /темĕскер ан шухăшлăр, туйччен пирĕн хушăра арлă-арăмлă çыхăну пулман/. Пĕр-пĕринчен питĕ аякра пурăнма тиврĕ. Тунсăхлакан икĕ чĕрене 120 çухрăм уйăратчĕ. Вăл вăхăтра кĕсье телефонĕ çукчĕ, транспорт тĕлĕшпе те хĕсĕкчĕ, кашни ялах автобус та çÿремен. Пĕртен-пĕр çăлăнăç вăл вăхăтра - çыру кăначчĕ. Икĕ уйăх çапла майпа çыхăнтăмăр. Мĕнлерех çырусемччĕ!.. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах, çепĕç туйăм, чун йăпатмăш, тунсăх, юрату... Сăмахпа каласа пама та çук!

Çÿлерех асăннă статьяна вуланă хыççăн 30 çула яхăн упранакан çырусене туртса кăлартăм. Асаилÿсен авăрне кĕрсе ÿкнĕ май пĕрин хыççăн теприне савăнса та макăрса вуласа тухрăм. Чунтанах юратнă упăшкам 4 çул каярах манран ĕмĕрлĕхех вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çывăх çыннисене çухатнисем мана ăнланаççех пулĕ тетĕп.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.