Комментировать

24 Сен, 2015

Каникулта укçа ĕçлесе илеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май «Студентсен утравĕ» рубрика та хăйĕн ĕçне малалла тăсать. Аслă шкулта вĕренекенсене хамăр тĕпеле чĕнĕпĕр. Хаваслă çу вĕçленчĕ, студентсен каллех парта хушшине вырнаçма вăхăт çитрĕ. Хаваслă тенĕрен... Вĕсен каникулĕ интереслĕ иртнĕ-и? Паллах, чылайăшĕ ялти «курортра» тар тăкса ĕçленĕ, теприсем кану кунĕсем пулнине шута илсе нухрат пухма та ĕлкĕрнĕ-тĕр. «Студентсен утравĕн» паянхи хăнисем те çуллахи каникула интереслĕ, усăллă ирттерсе вĕренÿ çулне çĕнĕ тĕллевсемпе, савăк кăмăл-туйăмпа пуçланă.

Велосипедпа - Сочие

Тĕп хулари электромеханика колледжĕнче ăс пухакан Виталий Пагуновшăн кăçалхи çулла ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ. Ара, вăл кăнтăр енне кайса Хура тинĕсре чăмпăлтатма вăхăт тупнă. Яш çулçÿреври интереслĕ самантсене пирĕн вулакансене те пĕлтерме килĕшрĕ.

Виталие ашшĕ Краснодар крайĕнче пурăнакан тăванĕсем патне çитсе килме сĕннĕ. Çулçÿреве Канашран пуçланăскерсем Новороссийск хулине 2 талăк кайнă. Тумтир, апат-çимĕçсĕр пуçне вĕсем пĕрле велосипедсем илнĕ. Палăртнă вырăна çитсенех ашшĕпе ывăлĕ икĕ кустăрмаллă «тимĕр ут» çине куçнă та хула тăрăх çÿренĕ. Асра юлнă чи интереслĕ самант - «Малая земля» плацдарма çитсе килни. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çакăнта çапăçу пынă.

- Заливра ярăнса çÿренĕ чухне атте тăвансем пурăнакан Кабардинкăна илсе çитерекен серпантин çула кăтартрĕ. Вăл çÿлелле, аялалла пырать. «Кун пек Кабардинкăна çитейместпĕр пулĕ», - тесе шухăшланăччĕ. Çапла 30 çухрăм парăнтартăмăр, - пĕлтерчĕ 2-мĕш курсра ăс пухаканскер. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.