- Чăвашла верси
- Русская версия
Саспалли те ăс парать-и?
Ача-пăча пĕчĕкренех нумай пĕлме ăнтăлать. Çавăнпа вулама та часрах вĕренесшĕн. Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Василий Кервенĕн 1500 тиражпа пичетленсе тухнă «Ăс парать сас палли» (редакторĕ - В.Н. Алексеев) хитре ÿкерчĕксемлĕ алфавит кĕнеки ăна çак кăткăс ĕçре лайăх пулăшĕ. Акă, сăмахран:
Авăнса илсе аван
Авăтать ирех автан.
Йĕркесем «а» саспаллисемпе пуянран тÿрех асра юлаççĕ.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,
Шăнкăрч савăнса юрлать, -
йышши шалти састашсем (рифмăсем) те пĕчĕк вулакана килĕшĕç.
Кĕске те савăк çакăн пек сăвăсем шăпăрлансен тавракурăмне аталантарма пулăшаççĕ кăна мар, анлăлатаççĕ те:
Зебра - зоопаркра пурнать,
Зебра - çул çинче пулать.
Ырă кăмăллă, сăпайлă пулма ăс паракан йĕркесем те чылай кĕнекере. Вĕсем пире пĕчĕкренех аслисене хисеп- леме, кĕçĕннисене хÿтĕлеме хистеççĕ:
Ватă çын пырса кĕрсен
Вырăн васкаса сĕнсем.
Тирпейлĕхпе тасалăха вĕрентекен сăвăсем вара ача-пăчана яланах типтерлĕ пулма, хăйне пăхма хăнăхма пулăшĕç:
Щеткăпа кашни кунах
Тасатсам ботинкуна.
Алфавитри кашни саспалли кĕнекере чĕрĕлсе тăнăн туйăнать, кашнийĕ мĕнле те пулин пулăма сăнлать, ыррине вĕрентет. Саспаллисен анлă тĕнчи кĕçĕннисемшĕн çеç мар, чăваш чĕлхине вĕренме шут тытнисемшĕн те питĕ усăллă пулĕ. Страницăсенчи илемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕксем вара вулава пушшех те кăсăклатаççĕ (художникĕ - С.А. Бритвина).
Геронтий НИКИФОРОВ.
Комментировать