Архив - Июл 2018 - Хресчен сасси

июля 25th

Малтанхи вăхăтра пуху тесен клуб тулли халăх пуçтарăнатчĕ. Кирлĕ ыйтусене тĕплĕн сÿтсе яватчĕç.

Елена МАКАРОВА, Красноармейски районĕ, Нимĕчкасси ялĕ.

«Хресчен сасси» хаçатра Александр Леонтьев çырнă «Орлик» материала вуласан шкул çулĕсенчи пурнăç аса килчĕ.

60-мĕш çулсенче эпĕ, 5-6-мĕш класра вĕренекенскер, кукамайсем патĕнче пурăнаттăм. Шкултан килсенех Пуян лаша патне картишне тухаттăм. Витери тислĕке тасататтăм, апат параттăм. Шкула кайиччен, ирех, ăна Киреметри çăлтан шăварса таврăнаттăм. Çу кунĕсенче выртмана та çÿренĕ.

Анатолий МАКСИМОВ, Сĕнтĕрвăрри районĕ.

«Хăв тĕллĕн йĕркеленĕ хуçалăхшăн ытларах тăрăшатăн, чуна парса ĕçлетĕн», — тет Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнчи Зинетулла Санзяпов фермер.

Тыр-пул та тупăшлă

Валентина МИХАЙЛОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

июля 18th

«Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», — тенĕ халăхра. Çакна Шупашкар районĕнчи Мăн Марка ялĕнче пурăнакан Алина Яковлева фермер пирки каланăнах туйăнать. Пĕчĕк, имшеркке хĕрарăмăн вăй-хăвачĕ ăçтан тухать-ши?

Туслă çемье

Валентина ПЕТРОВА.

Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Çĕнĕ Сименкке чăвашĕ Борис Саврин кăмăс хатĕрлеме пуçланă. Иртнĕ çул фермер лаша ĕрчетес енĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Унпа утсем туяннă.

Валентина ПЕТРОВА.

Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче экологи ыйтăвне татса парассипе, çынсене ĕçлесе пурăнма хăрушсăрлăх тата лайăх майсем тăвассипе çыхăннă ыйту çивĕч.

Валентина МАКСИМОВА хатĕрленĕ.

Страницы