Комментировать

18 Июл, 2018

«Ял пурнăçне хуларипе улăштармастăп»

«Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», — тенĕ халăхра. Çакна Шупашкар районĕнчи Мăн Марка ялĕнче пурăнакан Алина Яковлева фермер пирки каланăнах туйăнать. Пĕчĕк, имшеркке хĕрарăмăн вăй-хăвачĕ ăçтан тухать-ши?

Туслă çемье

Яковлевсем малтан хушма хуçалăхра чылай сурăх, хур усранă. Вĕсене çитĕнтерсе, ăнăçлă вырнаçтарса тупăш тунă. 2014 çулта вара «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программине хутшăнса грант илнĕ хыççăн ĕне выльăх усрама тытăннă. «Грант укçипе малтанах ял халăхĕнчен вунă пуç ĕне туянтăмăр. Юлнă нухратпа вара — ял хуçалăх техники, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать КФХ ертÿçи Алина Николаевна. — Пирĕн паянхи куна мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 36 пуç, çав шутра сăвăнаканни — 14».
Паллах, выльăх шутне малашне те ÿстересшĕн вĕсем. Пĕлтĕр, сăмахран, ĕне выльăх шучĕ 29 пуç пулнă, кăçал 7 хушăннă. Пăруламаллисем татах та пур. «Тен, малашне «Çемье ферми» программăна хутшăнма та кăмăл пулĕ», — малалла сыпăнать сăмах çăмхи.
Кăçал сĕт хакĕ чакса кайнăран чылай фермер тупăш çухатни пирки сăмах пуçартăмăр. Яковлевсем ку çивĕч ыйтуран пăрăнса иртме урăх çул-йĕр тупнă иккен. Хăйсем туса илекен апат-çимĕçе Шупашкарти тĕп пасарта сутаççĕ, ытларах — сĕте. «Паллах, çынна паха продукципе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Унсăрăн епле? Тутлине, усăллине пурте юратаççĕ», — тет Алина Яковлева.
Паянхи кун ĕне выльăх усрани тупăшлăрах пулнине палăртрĕ вăл. Мĕншĕн тесен кашни кунах алла чĕрĕ укçа кĕрет. Унпа вара хуçалăха тытса тăмалла, çемьене тăрантармалла, техникăна юсамалла тата ыт. те. Кивĕскерсем часах çĕмĕрĕлеççĕ. Саппас пайсене тепĕр чухне хуларан хăех туянса каять. Çапла, кашни кун тĕп пасарта сĕт сутать хĕрарăм. Сиплĕскере часах туянса пĕтереççĕ. «Килтен машинăпа леçсе яраççĕ пулĕ?» — ыйтатăп кăсăкланса. «Мана леçсе çÿреме халĕ никамăн та вăхăт çук. Пурте ĕçлĕ, утă хатĕрлемелле. Ирхи сăвăм хыççăн эпĕ хамах çăмăл машинăна тапрататăп та пасара килетĕп», — пулчĕ хурав.
Чăваш хĕрарăмĕ черченкĕ пулсан та шăнăрлă çав. Пурне те тума ĕлкĕрет вăл. Çав вăхăтрах мăшăрне, хунямăшĕпе хуняшшĕне ырăпа çеç асăнать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.