Архив - Июл 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

июля 26th

Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ 23 çул каялла йĕркеленнĕ. Кăçал республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем, организацисем тăрăшнипе пухмача 7 миллиона яхăн тенкĕ кĕчĕ.

Вĕсем патне шанчăка çухатнисем пулăшу шыраса çитеççĕ. «Çын хуйхине ăнланса йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕр шыратпăр», — тет Чăваш Енри «Ырăлăх тĕнчи» организаци ертÿçи Татьяна Бочкарева. 2014 çулта йĕркеленнĕ пĕрлешĕвĕн ĕçĕ курăмлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хастарсем çын пурнăçне çăлаççĕ, ачасене йывăр чирпе кĕрешме пулăшаççĕ, тÿрĕ çулран пăрăннисене ал параççĕ.

Шывăн турачĕ çук теççĕ. Шел те, кăçалхи çуллахи уйăхсенче пирĕн республикăра 20 çын путса вилнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — ачасем. Иртнĕ çул шывра 12-ĕн пурнăçран уйрăлнă, вĕсен хушшинче çул çитменнисем çук.

Алена АРСЕНТЬЕВА радиожурналиста, юрăçа курсан чунра яланах хĕвел çутатма пуçлать. Мĕншĕн тетĕр-и? Унра ăнланса çитереймен темĕнле хăват тапать, тути çинче йăл кулă вылять, куçĕ савăнăç хĕлхемне сирпĕтет, кĕлеткин кашни пайĕ ытарлăхпа, сапăрлăхпа тулнă… Аленăри ырă та çепĕç вăй тÿрех тыткăна илет.

июля 19th

Ушу секцине лекиччен сăпайлă, лăпкă, ытлашши сăмах ваклама юратман, вăтанчăк хĕрача пулнă вăл. Чун çирĕплĕхĕпе хастарлăха аталантарас тĕллевпе унта çул тытнăскер хусканусене кăмăлтан пурнăçланă.

Йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансене пулăшар-и? «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ «Кĕнеке — ачасене» акци пуçарать.
Кашнинех вуласа тухнă хыççăн çÿлĕк çинче ахалех выртакан кĕнеке пур. Вĕсене мĕншĕн пĕчĕккисене парнелес мар? «Хыпар» ИÇ ĕçченĕсем командировкăна тухса çÿренĕ май вырăсла, чăвашла кĕнекесене йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансем патне илсе çитерĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» журналисчĕсем пурне те акцие хутшăнма чĕнеççĕ. Вăл 1 уйăха тăсăлать. Кĕнекесене Пичет çуртне, 609-мĕш пÿлĕме илсе килмелле.

Çулла тĕрлĕ витаминпа пуян, тутлăран та тутлă улма-çырла ытларах çиес килет. Ют тăрăхран кÿрсе килнисемпе сăйланиччен хамăр пахчара çитĕнтернине мĕн çиттĕр? Красноармейски районĕнчи Енĕшкасси ялĕнче пурăнакан Михайловсем çакна никамран лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа килĕнчи çĕр лаптăкне çăтмаха çавăрнă.

Страницы