Архив - Авг 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

Август 30th

30 Авг, 2018

«Пурнăç сукмакĕпе суккăррăн ан утăр»

Ангелина ПАВЛОВСКАЯ çыравçăпа тĕл пулмашкăн мана редакцие килнĕ çыру хистерĕ. Хаçат урлă паллă çынсен шăпипе паллашас килни хавхалантарчĕ. Ангелина Ивановна патне хăнана хаваспах кайрăм.

30 Авг, 2018

Чăваш ялне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ

Чăваш халăх артистки Светлана Михайлова халĕ 91-ре. Ÿксе пĕçĕ шăммине хуçнă хыççăн вăл тухса çÿреймест. Ăсĕ чиперех, ачалăхĕнчи, çамрăклăхĕнчи нумай саманта ас тăвать. Вăл сăвăсем те пăхмасăр калать. Пĕрне, ăна халалласа çырнине, вуларĕ.

30 Авг, 2018

Шупашкарти çуртсене Нарспи сăнĕпе илемлетесшĕн

Шупашкартан Хусана час-часах çÿрекен Ксения Кокель унти вокзал çурчĕ çинче тутар хĕрне сăнлакан фрескăна курсан шухăша путнă: «Пирĕн хулара унашкалли, хамăр культурăна кăтартакан ÿкерчĕк, мĕншĕн çук-ши?» Унăн шурă Шупашкарти çуртсем çинче чăваш орнаменчĕсене курас килнĕ.

30 Авг, 2018

Ял шкулĕсенче çамрăк учительсене кĕтеççĕ

Çĕршывĕпех шкулсенче вĕрентекенсем çитмеççĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн эксперчĕсем кăçалхи çу-утă уйăхĕсенче ирттернĕ ыйтăма пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухнă.

30 Авг, 2018

Кĕнеке çыракан депутат

Анна Спиридонова — Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ. «Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов çак ĕçе сĕнсен хăвăртах килĕшрĕм. Яваплăх пирки, пушă вăхăт пачах юлмĕ тесе шухăшламарăм. Халăхра депутата вăрăпа, ултавçăпа танлаштараççĕ. Эпĕ кун пирки чухламарăм.

Август 24th

24 Авг, 2018

Каска вырăнне — писев...

«Çак ĕçре пурнăç тăршшĕпе вăй хурса пысăк шалу илĕп-ха, анчах кирлех-ши ку мана? Сывлăх хавшать-çке», — шухăшланă инженер-геологра тăрăшакан Анастасия Шашкова. Вăл ĕçе тулли кăмăлпа утманнине тĕнче те илтнĕ ахăр: хĕр пуç, ура ыратнипе аптăрама тытăннă.

24 Авг, 2018

Пурнăç вĕçне çитсен…

Пациента сыватма çукки уншăн нимĕн те тумалла маррине пĕлтермест. Пурнăç вĕçне çитнĕ çыннăн ыратăвне ирттермелли, вĕсен кун-çулне кăштах та пулин тăсмалли майсем пур-ха. Йывăр чирлĕ пациентсене хулари тĕп больницăн паллиативлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăма илсе килеççĕ.

Страницы