Чăваш ялне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ
Чăваш халăх артистки Светлана Михайлова халĕ 91-ре. Ÿксе пĕçĕ шăммине хуçнă хыççăн вăл тухса çÿреймест. Ăсĕ чиперех, ачалăхĕнчи, çамрăклăхĕнчи нумай саманта ас тăвать. Вăл сăвăсем те пăхмасăр калать. Пĕрне, ăна халалласа çырнине, вуларĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 30 çул ĕçлесе вăл 120 роль калăпланă. Светлана Никифоровна çынпа калаçма хапăл. «Капла ăс-тăн шĕвелмест», — тет вăл.
Пăрăнтăк пек чупнă
Эпĕ 2-ре чухне çемье Шупашкар районĕнчи Çарта Марка ялĕнчен Çĕпĕре çул тытнă. Аттепе пичче унта, Иркутск облаçĕнчи ялта, 2 çул маларах кайса кил-çурт çавăрма тытăннă.
Шкул ачисем тайгана хыртан сухăр кăларма çÿретчĕç. Мана аппасем вĕçĕм ача пăхтаратчĕç. Килте ларас килмен. Аппапа пĕрле вăрмана каятăп терĕм. «Эсĕ кунта мĕн тăвайăн-ши?» — иккĕленчĕ бригадир. 8 çулта пулнă ун чухне, шкула кайма тытăннă çеç. Ир-ирех тухаттăм та юр тăрăх пĕр йывăç патĕнчен теприн патне йăкăртатса чупаттăм, сухăр юхтармалли крампон лартаттăм. Кăнтăрлаччен юр путмастчĕ. Анне бригадира каланă: «Мĕншĕн ирех каять ара çав ача? Тĕрĕсле-ха, мĕн тăвать вăл?» Бригадир мана вăрттăн сăнанă. «Куртăм, пăрăнтăк пекех чупать», — тенĕ. Питĕ вăр-вар пулнă эпĕ. Каярахпа йывăçа чутласа лупашка тумалли хатĕр пачĕç. Касма йывăрччĕ, вăйăм çит-местчĕ. Çапла сухăр кăларнă çĕрте ĕçлесе 15 çула çитрĕм. Ун чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пыратчĕ ĕнтĕ. Шалу пама килсен аслисемпе тан плана ирттерсе тултарнăшăн чĕнтĕрлĕ кĕпе тата ал шăлли пачĕç. Маншăн питĕ паха кĕпе халĕ Шупашкар районĕнчи Ишекри тавра пĕлÿ музейĕнче упранать.
Ялта тĕрлĕ наци çынни пурăнатчĕ. Чăвашсем — 4 çемьеччĕ, поляксем — 7-8 кил, нимĕçсем те пурччĕ. Вăрçă тухсан çавсем таçта кайса çухалчĕç, никам та пĕлмесĕр юлчĕ.
«Ямасан — таратăп!»
16-ран иртнĕ хĕрсене медсестрасен курсне Зима хулине çулталăклăха вĕренме илсе кайма тытăнчĕç. Кайран вĕсене фашистсенчен ирĕке кăларнă хуласене яма палăртнă. Эпĕ 15-е кайнă анчах, мана вĕренме чĕнмеççĕ. Почта турттаракан аттерен ыйтрăм:
— Ял канашĕнче сана итлеççĕ, мана пĕр çул ÿстерсе документ çырса пама кала-ха. Кам килсе тĕрĕслет ара? — терĕм.
— Çамрăк-ха эсĕ.
— Юрă пуçламалла чухне ман чухлĕ пултараймаççĕ вĕсем.
— Юрă пуçлама пулĕ-ха…
— Ямасан таратăп! — хамăннех петĕм эпĕ.
Хĕрсем пурте кайнă. Манăн ялта мĕн туса ларас? Тухрăм та тартăм. Пирĕн патран Зима хулине çитме 72 çухрăмччĕ. Тайга урлă 2 талăк утрăм. Шăхăрса, картлатса ларать вăрман. Тарнă чухне кашкăра та тĕл пултăм. Хĕрсем вырнаçнă общежитие тупрăмах. Сырса илчĕç, ыталаççĕ. Эпĕ ялта юрă- ташă пуçараканĕ пулнă, кунта вĕсене кам савăнтарĕ? Атте ман хыççăнах тăрантасĕпе çитрĕ. Кĕпе, пушмак, çимелли илсе пычĕ. Тĕлĕнмелле атте пулнă пирĕн! Хĕрсемпе тан вĕренме пуçларăм. Кăнтăрла — занятире, каçхине — тревога. 1942-1943 çулсем. Зимаран иртсе каякан пуйăссем чарăнатчĕç, пирĕн аманнисене кĕтсе илмеллеччĕ, пулăшу памалла, эшелон пушатмалла. Эпĕ те ыттисемпе тан наçилкка çĕклерĕм, пуринпе тан юн патăм. Вĕренсе тухсан паспорта алла пачĕç. Асăрхаттарчĕç: киле кайăр, повестка кĕтĕр, вăрçа кайма хатĕрленĕр.
Почтальон-атте кунсерен повестка илсе килет. Ман валли çук. «Эсĕ пытаратăн ĕнтĕ, мана вăрçа ярасшăн мар», — макăрса аттене ятлатăп. Те атте, те анне Шупашкар районĕнче Анаткас Маркинче пурăнакан Нина аппана шалăп панă: «Çак пирĕн ухмаххи вăрçа каясшăн, хăвăн пата илсе кай-ха ăна», — тенĕ. Нина — учитель, офицер арăмĕ. Унăн пуйăса тÿлевсĕрех лармалли билет пурччĕ, çынсем пули-пулми тухса çÿреймен ун чухне. Аппа пирĕн пата çитрĕ. «Мĕн туса ларатăн çакăнта? Çĕмĕрт çисе-и? Пирĕн пахчара пан улми! Шуçса ÿкмелле, таптаса çÿретпĕр. Чие мĕнле ÿснине пырса кур хăть», — астарчĕ мана. Çĕпĕрте ун пек çырла ÿсмен, çĕмĕрт пурччĕ. «Мана килтен тухма хушман! Тĕрмене хупаççĕ!» — куççуль кăларса вĕчĕрхенетĕп эпĕ. «Мĕн ара пĕрмай макăран? Çакăн пек пçихланса фашистсемпе çапăçас тетĕн пуль-ха. Адресне хăваратпăр вĕт, кирлĕ пулсан таçтан шыраса тупĕç сана», — ÿкĕте кĕртрĕ аппа. Вăхăтлăха тесе ун патне Чăваша кайрăм.
Сăпайлă тытман
Яла çĕрле çитрĕмĕр. Тул çутăлнă-çутăлман тырă вырма илсе кайрĕç. Унччен эпĕ ыраша палламан, вăл мĕнле ÿснине курман. Тырă вырма вĕрентрĕç. Шкул заведующийĕ Анна Николаевна пуринчен нумай выраканниччĕ. Халăхпа тан эпĕ те ĕç кунĕ тăвассишĕн тăрăшрăм. Иккĕмĕш кунхине Анна Николаевнăран юлмарăм, унпа пĕрле выртăмăр. Кĕçех шкула кайма вăхăт çитрĕ. 7-мĕш класа Анаткас Маркинче парта хушшинче лартăм. Эпĕ пурнăçра чăваш кĕнеки, хаçачĕ пуррине, «Нарспие» мĕнпе пуçса çимеллине те пĕлмен. Чăвашла калаçнă-ха, анчах вуламан, çырман.
Каçхине вăййа тухаттăмăр. Ялти чи хитре хĕрпе паллаштарчĕç. Марина сăхман тăхăннă, патис шурă тутăр çыхнă, пичĕ шап-шурă. Вăйăра сăпайлă тăрать. Никам та ташлама тухмасть. Эпĕ, вырăнта тĕк ларайманскер, вăйă картине вăркăнтăм та тухрăм. Такмак каласа юрларăм, ташларăм… Кайран каччăсем тухрĕç. Çĕпĕрте çаплаччĕ та-ха. Нина итлесе тăнă та киле çитсен тустарчĕ анчах. «Чăвашра ун пек чарăнми сиксе ташламаççĕ! Кăштах ташлаççĕ те тăраççĕ, тепри тухасса кĕтеççĕ. Вăййа урăх тухмастăн. Кунта сăпайлăрах пулмалла. Кăшкăрса та калаçмаççĕ, эсĕ такмак çаптаратăн!» — ятларĕ мана. Ялти хĕрсем аппаран ыйтатчĕç: «Нина Никифоровна, Света мĕншĕн урама тухмасть?» Эпĕ вĕсемшĕн варкăш çил пулнă. Çавăнтанпа эпĕ вĕрентнĕ пек ташлаççĕ, юрлаççĕ.
Консерваторире
Вăрçă чухне те культура шайне ÿстерессишĕн çунатчĕç. Оперăпа балет театрĕн строительствине пуçарнă, унта валли кадрсем кирлĕ. Пирĕн шкула та çав хыпар çитнĕ. Çак класра питĕ хытă юрлаканни пур тесе мана Ишлее чĕнтерчĕç. Шупашкарти музыка училищине вĕренме йышăнчĕç. Саратоври консерватори çумĕнче чăваш студийĕнче çамрăксем 1 çул вĕренеççĕ ĕнтĕ. Меццо-сопрано саслă икĕ хĕр çитмен иккен. Унта каймашкăн 100-е яхăн абитуриентран мана тата Вăрнар районĕнчи Хапăс хĕрне Марина Морковкинăна суйларĕç. Пире музыка училищинче ĕçлекен Василий Воробьев композитор хăй леçсе ячĕ. Паянхи пекех астăватăп: Марина шап-шурă тĕрĕллĕ саппунпа, çап-çутă калушпа, хăмла çырли тĕслĕ нускипе… Эпĕ хура штапель саппунпа, украин тĕрриллĕ кофтăпа, çÿçе кăтралатнă. /Кам ирĕк панă-ши мана çÿçе кăтралатма?/
Консерваторипе паллаштарнă, общежитие вырнаçтарнă, столовăя илсе кайса апат çитернĕ хыççăн Воробьев Шупашкара кайрĕ. Кашни сасăн — хăйĕн педагог. Меццо- сопраносене Таисия Уткина вĕрентет. Çамрăк марччĕ вăл, опытлă темелле. Гаммăсене юрлаттарнă чухне мана 2-мĕш октавăна кĕртсе ярать. Эп тăрăшатăп. Мана хуш, эп вĕренме килнĕ! Кăшкăрнипе пыр шыçрĕ, температура хăпарчĕ. Больницăна вырттарчĕç, пыра çунтарчĕç, уколсем турĕç. Сипленсе тухсан пĕр вăхăт калаçма, юрлама хушмарĕç. Эпĕ çавах занятисене çÿрерĕм. Çапла çуркунне çитрĕ, студентсем киле кайма тытăнчĕç. Пĕрле вĕренекен юлташ Иван Охливанкин калать: «Выçăллă-тутăллă пурăнатăн, Шупашкарта академи театрĕ çумĕнче студи пур, атя çавăнта кайса пăхатпăр». Хамăр хĕрсен хушшинче эпĕ чи çамрăккиччĕ. Иван мана килĕштернине Шупашкара таврăннă чухне систерчĕ, сăн ÿкерчĕкĕме те упрать-мĕн. Акă мĕншĕн общежитири пÿлĕме килсен ман кравать çумне ларатчĕ те «Спи, моя радость, усни» юрлатчĕ. Хĕрсем ăна хăваласа яратчĕç. Иван 20-ре фронтран аллине амантса таврăннă. Вăл питĕ паллă юрăç пулса тăчĕ. Ăна чăваш Лемешевĕ тетчĕç. Вăл юрланине килĕштереттĕм. Анчах калама хăяйман…
40 çул иртсен…
Шупашкарта театр студийĕнче вĕренме тытăнтăм. Тÿрех 2-мĕш курса илчĕç. Сасă уçăлчĕ, пыр ыратни иртсе кайрĕ.
Рольсене валеçнĕ чухне режиссер тĕрĕслетчĕ: кампа выляма çăмăлрах? Сăнарсем вĕсем кирек кампа та лайăх калăпланаймаççĕ. Килĕштернĕ çынпа пĕрле вылянă чухне кăна çунат сарăлать.
Георгий Ефимов маншăн театрта чи культурăлличчĕ, модăпа килĕшÿллĕн тумланатчĕ. Унăн ялан укçа пурччĕ. Сăвă çырнăшăн аван тÿлетчĕç ăна. Театртисен укçа пĕтсе çитсен унран кивçен ыйтатчĕç, вăл гонорар илессе кĕтетчĕç. Георгий каччăсен общежитийĕнче пурăнатчĕ. Вăл авланнине никамах та пĕлмен. Хăйĕнчен 11 çул аслă хĕрарăмпа пĕрлешнĕ иккен. Пÿлĕмре çывăрман чухне тăвансем патĕнче çĕр выртрăм тенĕ. Ефимовпа выляма кăмăллăччĕ, эпĕ ун чухне 19-та пулнă. Эпир унпа сывлăх суннă, пĕрле вылянă — çавă кăна. Туйăмсене палăртман. Вăл мана ун чухнех юратнă-мĕн. Анчах шăпа пире 40 çул иртсен кăна пĕрле пулма çырнă. Эпĕ те — пĕччен, вăл та тăлăха юлнă чухне пирĕн сукмаксем пĕрлешрĕç. Чăваш халăх поэчĕ ята тивĕçнĕ Георгий Ефимов мана халалласа çырнă сăвăсене халĕ те пăхмасăр вулатăп.
Ура тапса вальса чĕннĕ
Вĕренсе тухсан мана та, Ефимова та театрта ĕçлеме хăварчĕç. Вăрçăра пулнă Александр Бубнов килсе кĕчĕ. Арçынсем театрта çитместчĕç, ăна хапăлласа кĕтсе илчĕç. Саша мана мĕнле курчĕ — хăпмарĕ.
Вĕреннĕ чухне Шупашкарта та çимелли енчен йывăрччĕ. Пĕрре Нина аппа килчĕ. Пĕр кутамкка купăста çулçи тултарнă. Малалла вулас...
Алина ИЗМАН.
Светлана МИХАЙЛОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.