Комментировать

30 Авг, 2018

Кĕнеке çыракан депутат

Анна Спиридонова — Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ. «Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов çак ĕçе сĕнсен хăвăртах килĕшрĕм. Яваплăх пирки, пушă вăхăт пачах юлмĕ тесе шухăшламарăм. Халăхра депутата вăрăпа, ултавçăпа танлаштараççĕ. Эпĕ кун пирки чухламарăм. Ĕçе кÿлĕнсен çеç тăлăкĕпех çанă тавăрса тăрăшмаллине ăнлантăм. Халăх шухăшĕ майĕпен улшăннине сăнама кăмăллă», — пĕлтерчĕ Анна Александровна.
Юхăмсене пăхăнмасть. Нумаях пулмасть Шупашкар Хула кунне уявларĕ. Ÿнер аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пĕр мероприятие Анна Спиридонова йĕркеленĕ. Тĕп хуламăрта Пĕтĕм Раççейри пленэр иртнĕ. «Шупашкар — Атăл çинчи мерчен» ятпа хисепленнĕскере çĕршывăмăр тĕрлĕ кĕтесĕнчен 19 художник çитнĕ. Пĕр эрне ĕçленĕ ÿнерçĕсем Шупашкара 19 картина парнелесе хăварнă. «Ÿнерçĕсем ватăличченех пурăннин вăрттăнлăхне уçам-и? Вĕсем — психотерапевтсем. Художниксем илеме курма пĕлеççĕ. Маçтăр начаррине, япăххине шырамасть. Куракана та тавралăха юратма хистет», — терĕ Анна Александровна. Сăмах май, хăй те халĕ Санкт-Петербургри пĕр аслă шкулта куçăн мар майпа искусствоведа вĕренет, картинăсем çырать. Тĕплĕнрех...

КĔСКЕН
Талăкра миçе сехет çывăратăр?
— Ирхи 6 сехетре тăратăп. 6 сехет организма канма, вăй пухма çителĕклĕ.
Сире мĕн хавхалантарать?
— Хăйсен ĕçне тĕплĕ те килĕшÿллĕ тăвакан çынсем савăнтараççĕ. Бизнесра идейăна пурнăçа кĕртсе укçа ĕçлесе илекенсенчен тĕслĕх илетĕп.
Çул çÿревсене кăмăллатăр-и?
— Питĕ. 40 яхăн çĕршывра пултăм. Азие кăмăллатăп, Индире пурăнтăм.
Чикĕ леш енчи юратнă вырăн?
— Берлин, Дюссельдорф, Кельн... Германи – юратнă çĕршыв. Чылайăшне унта тунсăх. Вырсарникун лавккасем ĕçлемеççĕ, пурте канаççĕ: паркра уçăлса çÿреççĕ, тус-тăванпа тĕл пулаççĕ. Пирĕн вырсарникунсем пачах урăхла.
Чи хаклă тав сăмахне камран илтрĕр?
— Эпир çемьере пиллĕкĕн ÿсрĕмĕр. Эпĕ чи асли. Кĕçĕннисене пăхса ывăннăран манăн нихăçан та ача пулмĕ тесе шухăшлаттăм. Манăн хĕрĕм 12-ре. Кĕçĕнни — 1,5 уйăхра. Аслин тав сăмахĕ хаклă. Тахçан хирĕçнĕ туссем тав туни пĕлтерĕшлĕ. Пĕрре урамра унчченхи хĕр-тусăм чарчĕ: «Эсĕ çавăн чухне тĕрĕс турăн. Тавтапуç!» — терĕ.
Юрист профессине мĕнле суйларăр?
— Туризм енĕпе пĕлÿ илесшĕн пултăм. Вĕренме кĕтĕм. Анчах атте манăн шухăша ырламарĕ, юрист профессине алла илме сĕнчĕ. Эпĕ ăна итлерĕм. Халĕ хама килĕшекен специальноçа алла илетĕп.
Эсир чăваш эстрадине йĕрлетĕр теççĕ. Тĕрĕсех-и?
— Çапла. Пирĕн тăрăхри пултаруллă çынсенчен тĕлĕнетĕп. Видеоклипсене те çĕнĕлле ÿкереççĕ. Аякри тăрăха çитсе чаплă концертсемпе савăнтараççĕ. Анчах уйрăммăн никама асăнаймастăп. Халĕ симфони итлетĕп. Чĕрĕ кĕвве кăмăллатăп.

 
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.