«Пурнăç сукмакĕпе суккăррăн ан утăр»

30 Авг, 2018

Ангелина ПАВЛОВСКАЯ çыравçăпа тĕл пулмашкăн мана редакцие килнĕ çыру хистерĕ. Хаçат урлă паллă çынсен шăпипе паллашас килни хавхалантарчĕ. Ангелина Ивановна патне хăнана хаваспах кайрăм. Ÿксе аллине хуçнă хыççăн пĕр уйăх ытла калем тытайманскер тунсăхласа çитнĕ пулмалла, мана çур кун ытла хăйĕн пурнăçĕнчи чылай вăрттăнлăха пĕр пытармасăр каласа пачĕ. Мĕнех, вулакан патне «Литературăллă Чăваш Ен» конкурсра 4 хутчен çĕнтернĕ çыравçă çинчен мĕн пĕлтерме юранине кăмăлпах çитеретĕп.

Вăхăт пушă пулаймасть

— Ангелина Ивановна, пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пĕччен пурăнма тунсăхлă мар-и сире? Пурнăç урапи те ав килес çул 80 çула кустарса çитерет...
— Мĕн вăл тунсăх? Пушă вăхăтра ним тума аптăрани. Манăн нихăçан та пушă вăхăт çук.
Ак тата! Калав-повеç çырнисĕр пуçне вăхăта мĕн туса ирттеретĕр тата?
— Тепĕр тесен, вăхăт пушă пулаять-и вара? Вăхăтăн кашни саманчĕ хăйĕн ĕçне тăвать: малаллах каять, хăш чух утать, хăш чух чупать е вĕçет... Кашни вăхăтăн хăйĕн ĕçĕ.
Вăхăта туйма пултаракан унăн чăн хакне те пĕлет апла пулсан!
— Ман шутпа, вăхăта ăнланман, туйман çын çук, анчах та ăна кашни хăйне май курать, хаклать, йышăнать.
Ан та калăр-ха, питĕ хăйне евĕрлĕ вăхăтра пурăнатпăр. Чылайăшĕ хăйне тупаймасть. Укçа çын пуçне касать, чуна пăвать, тĕрĕс çултан пăрать...
— Ыраттармалли çеç мар, савăнмалли, хавхаланмалли те сахал мар. Пĕтĕмпех хура сăрăпа сăрлар мар-ха. Çĕн кун пуçланать те... пĕтĕм тĕнче йăл кулать, хĕпĕртет. Лапка-лапка юр пĕрчи ÿкме пуçласан, пĕтĕм тĕнче çуталса çĕнĕлет. Çурхи хĕвел çиçме пуçласан тата... пĕтĕм тĕнче юрă юрлать. Вилнĕ çын та чĕрĕлсе тăрассăнах туйăнать.
Çыравçă чĕлхи – сăнарлă чĕлхе. Манпа тĕл пулас умĕн хăвăр инкекĕр çинчен пĕлтертĕр. Çав вăхăтрах шÿтлесе: «Алă хуçăлни – чĕлхе хуçăлни мар-ха», — тесе мана лăплантартăр. Афоризм шайĕнче пурте пуплеймеççĕ.
— Тавралăха сăнама, ăнланма пĕлни, тăван чĕлхене юратни – кашни чăваш çыннинче! Темле курнăçланма тытăнсан та чи кирлĕ сăмаха чăвашлах персе яраççĕ. «Эй, кĕрепле!» е тата урăх сăмах... Эпĕ ачаран чăваш ялĕнче ÿснĕ, пурăннă, чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Килте те чăвашлах калаçнă. Анне илемлĕ те пуян чĕлхепе калаçнине чарăнса тăрсах итлеттĕм. Эпĕ унран пĕр вырăс сăмахĕ те илтмен. Ялта 10 вырăс çемйи пурччĕ. Хĕр-туссем те вырăссемехчĕ. Чăвашлах калаçаттăмăр. Хальхи пек 3 чăвашпа 1 вырăс пухăнсан вырăсла калаçнине илтмен. Пирĕн пата кÿршĕ вырăс хĕрарăмĕ аçам ыйтма пынă. «Чапан надо! Ванька собрался ехать, холодно!» — тет. Анне унран: «Мĕн вăл чапан, чăвашла кала, вара паратăп. Чăвашла ыйтмасан памастăп», — тет. «Мне чапан надо, чăвашла не знаю», — тет хайхискер. «Юрĕ, атя, парса ярам, сана аçам кирлĕ пуль-ха», — хуравлать анне. Эпĕ 2-мĕш класра вĕренеттĕм ун чух. Паян кунччен те çак ÿкерчĕк асра. Хулана килнĕ чăваш хĕрĕсене троллейбусра тĕл пулсан вырăсла калаçнăшăн асăрхаттармасăр ниепле те чăтаймастăп. Çепĕç те илĕртÿллĕ чăваш чĕлхи — этем чунне сар çу пе-кех ирĕлтерекен чĕлхе.

Кирек ăçта кайсан та — чăваш

Мĕншĕн чăваш ялĕсенче паян ашшĕ-амăшĕ ачисемпе вырăсла калаçма тăрăшать-ши?
— Ку ыйтăва хурав пама паян эпĕ хатĕр мар.
Эпир Сироткинпа Горский профессорсен ачисем тетĕр.
— Пире, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра пĕлÿ пухнисене, тăван чĕлхене юратма, унпа мăнаçланма пысăк чĕлхе ăстисем С.Горский, М.Сироткин, А.Канюкова, В.Канюков, И.Павлов, И.Одюков вĕрентнĕ. Шел, халь пирĕн хушăра çук вĕсем. Анчах та ăсчахсем халалласа хăварни – халăх ăс-хакăлĕнче. 3-мĕш курс хыççăн Барнаул леш енне çерем уçма кайса куртăм. Пĕр уявра чăваш студенчĕсем пысăк вăйă картине тăнă. 10 купăсçă пĕр харăс купăс тăсса ячĕç. Чăваш кĕвви уй çийĕн, çерем тăрăх таçта çитичченех янраса кайрĕ. Кашни купăсçă умĕнче каччăсем ура хуçса ташлаççĕ. Халь те чун хумханса кайрĕ. Кирек ăçта кайсан та эпир чăваш пулнă.
— Эсир чылай повеç, роман, калав авторĕ. Вырăс чĕлхи вĕрентекенне пултарулăх çулĕ мĕнпе илĕртрĕ?
— Институтран вĕренсе тухсан Куславкка районĕнчи Карач шкулĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Ку ял – хăй тепĕр тĕлĕнтермĕш. Карач ялĕ Мария Ухсай, Трубина Мархви, час-часах хăнана килсе çÿрекен Ухсай Яккăвĕн ячĕсемпе паллăччĕ. «Манăн та пĕчĕккĕн çырма пуçламалла. Эпĕ Вăрмар районĕнчи Пĕчĕк Енкасси ялĕнчен Карача ахальтен лекмен», — тесе шухăшлама тытăнтăм. Тă-рăшсан шухăшлани пурнăçланатех. 1983 çулта «Ялав» журналта «Ярăм-ярăм явăнать тĕтре» ятлă пĕрремĕш повеçĕм пичетленчĕ. Çырасси çавăнтан пуçланчĕ. Вăл вулакана килĕшнĕ. Ăшă, ырă сăмах чылай илтрĕм, хавхалантăм. Унтан «Раштав саламĕ», «Ыраш шăркана иккĕ лармасть», юсаса çĕнетнĕ «Сапаскар хĕрĕ», «Саланнă кĕлте» повеçсем, «Вĕрене шывĕ те пылак» роман, калавсен кĕнеки тухрĕç. Комсомол райкомĕнче те, çутĕç пайĕнче те ĕçлерĕм, анчах хам вĕрентекен пулнине нихăçан та манмарăм. Мана яланах çамрăксен шăпи хумхантарать, пăшăрхантарать, шухăша ярать.
Сăнарсене пурнăçран илетĕр-и е шухăшласа кăларатăр-и?
— Кĕнекесенчи ĕç-пуç пурнăçпа тачă çыхăннă. Кашни этем çут çанталăк пайĕ, анчах чĕринче юрату пулмасан вăл мĕлке евĕр япала кăна, калаçакан катемпи эппин. Этем пурнăçĕнче юрату пархатарĕ — чи сăваплă кĕтрет. Хайлавсенчи тĕп сулăм çакă. Вĕсене, тепĕр тесен, чун асапĕпе çырнă симфониллĕ поэмăсем тесен те тĕрĕс пулать.
Эпĕ çул çÿреме юрататăп. Таçта та çитсе куртăм: Кавказ, Украина, Крым, Вăтам Ази, Молдова, Беларуç, Прибалтика, Атăл тăрăхĕнчи республикăсем. Тем те илтрĕм, тем те куртăм. Илемлĕ ăш-чиклĕ, таса та пысăк чун-чĕреллĕ çын нумай. Пурнăç вĕсем çинче тытăнса тăрать. Ырă çынпа хамăн та ырă пулас килет. «Ырра ырăпа тавăрăр», — тетчĕ анне. Кашни этем хăй пĕр тĕнче – унта ырри те, усалли те пайтах.
Эсир çемье çавăрма шут тытман. Хăвăр юратăвăра пĕр-пĕр хайлавра сăнарларăр-и?
— Çук, сăнламан. Ку вăрттăнлăха ыттисен пĕлмесен те юрать.
Тепĕр çын юратăвне çырса кăтартма çăмăлах мар-çке!
— Мĕн вăл пурнăç? Юратупа курайманлăх! Хурасăр шурă çук, шурăсăр – хура. Этем пурнăçĕ, шăпи, кун-çулĕ йăлтах юрату çинче никĕсленет. Юрату — куçа курăнман туйăм. Юрату тата савăшу. Вĕсем юнашар тăмалли сăмахсем мар. Савăшура юрату çук. Юрату – вырăн çине кайса выртни çеç мар, çавăнпа эпĕ юрату çинчен ытла тарăннăн калаçма юратмастăп.

«Пултăр» тесе çыратпăр

Аннĕр 9 ачине те: «Пÿртре ан ларăр, тĕнче курса çÿрĕр», — тесе вĕрентнĕ.
— «Тавра курăма аталантармалла, пурнăç сукмакĕпе суккăррăн ан утăр, куç хупса ан çÿрĕр, йĕри-тавра витĕр курăр», — тетчĕ анне. Атте вăрçа кайсан ачисемпе пĕччен тăрса юлнă вăл. Пурне те вĕрентме тăрăшнă. «Малтан техникума кайăр. Тĕрĕс çул суйланă-и эсир? Çавна тишкерĕр. Ĕç килĕшмесен урăх çул суйлама вăхăт пур. Унтан тин аслă пĕлÿ илĕр», — тетчĕ ялан. Хăй пĕр кун та шкула кайман. Эпĕ унпа хамăн хайлавсене сÿтсе яваттăм. Аннен 5 шăллĕ пулнă. Вăл асли. Унăн та вĕренес килнĕ. «Эсĕ вĕренме кайсан эпир 6 арçын юлатпăр. Кĕпе-йĕм çума та аннÿне çăмăл мар. Санăн ăна пулăшмалла. Шăллусене пăхмалла», — тенĕ кукаçи ăна. Анне 86 çулта çĕре кĕчĕ. Пурнăçа лайăх пĕлетчĕ. Кукаçи — вĕреннĕ çын, уес çыруçи, атте вĕрентекен пулнă. Шкулта вĕренмен аннене кукаçи аттене епле качча парайнă-ха тесе паян кун та тĕлĕнетĕп. Асатте 25 çул патша çарĕнче хĕсметре тăнă. Асанне — хресчен хĕрĕ. Аннепе асанне Пысăк Енкассинчен. Куккасем – чи юратнă çынсем. Ĕçмен, туртман, çапăçса çÿремен. Вĕсем маншăн идеал!
Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пур-и?
— Хăрамалли сăмах каларăр. Тепĕр 50 çултан юлать- ши?
Апла пулсан эсир çырни кама кирлĕ пулать-ши?
— Пĕтет тесе ларас-и-ха? Эпир «пултăр» тесе çыратпăр- çке! Чĕлхе аталантăр, малалла кайтăр тесе ĕçлетпĕр-çке-ха! Малалла вулас...
 

Ангелина ПАВЛОВСКАЯ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.