Тĕнче чемпионатĕнче Раççей командинче вылякан Сергей Игнашевич, Александр Головин, Артем Дзюбо йăхĕсем Чăвашран теççĕ, çыраççĕ. Юриех вĕсен чапне хамăра йышăнни мар-ши ку? Ăçтан-ши çак спортсменсем? Тăванĕсем, йăх-тымарĕ пирки пĕлес килет.
Пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕ Кÿкеç поселокĕнчи Смирновсемшĕн ахаль чухнехи пекех пуçланнă. Кил хуçи арăмĕ Валентина мăшăрне ĕçе ăсатнă, ачисем вылянă… Инкек килессе нимĕн те систермен.
Унăн алли манăнне лексен çакна ăнлантăм: пĕтрĕм… Савние каçхи клубра шырамаççĕ тенине пĕрре мар илтнĕ эпĕ. Тĕрĕс мар ку: юратăва таçта та, пачах палăртман вăхăтра, кĕтмен вырăнта, тупма пулать.