Вĕсен пахчинче – персик, киви, çĕр тĕрлĕ гладиолус…

19 Июл, 2018

Çулла тĕрлĕ витаминпа пуян, тутлăран та тутлă улма-çырла ытларах çиес килет. Ют тăрăхран кÿрсе килнисемпе сăйланиччен хамăр пахчара çитĕнтернине мĕн çиттĕр? Красноармейски районĕнчи Енĕшкасси ялĕнче пурăнакан Михайловсем çакна никамран лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа килĕнчи çĕр лаптăкне çăтмаха çавăрнă.

Ярмăрккăра сутаççĕ
Эпир пынă чухне кил хуçипе арăмĕ вĕлле хурчĕсене пăхатчĕç. «Малтан вунă вĕлле таран та тытнă. Пăхсах тăмалла вĕсене. Ĕçе пăрахăçланăччĕ те, халь пăхрăм та: пыл пур иккен», — терĕ Вячеслав Михайлович хурт пăхмалли тумтире хывнă май. Мăшăрĕпе Ольга Валентиновнăпа иккĕнех пурăнаççĕ вĕсем. Çапах хуçалăхри пур ĕçе те пурнăçлама вăй-хăват тупаççĕ. Ĕçĕ вара пайтах: çум курăкне тасатмалла, çырлине, пахча çимĕçне пуçтармалла, хунавсене касса тăмалла…
4 çул каялла çемьере инкек пулса иртнĕ: пÿрт тăррине витме хăпарнă Вячеслав Михайловича çил çĕр çине çапса антарнă. Çурăм шăммине икĕ хут операци тума тивнĕ, шурупсем вырнаçтарнă. Кил хуçи утса çÿрекен пулнă-ха, кайран пĕçĕ шăмми хуçăлнă… Унтанпа унăн кÿмепе çÿреме тивет. Çапах хуçăлман вăл, малалла пурăнма вăй-хăват тупнă. «Садри ĕçсене пурнăçлама юттисем килсе пулăшмаççĕ вĕт, хамăрăнах кăштăртатмалла», — терĕ 72-ри кил хуçи. Пĕр вырăнта ларма юратмаççĕ Михайловсем. Хăйсен аллипе туса илнĕ пахча çимĕçе, улма-çырлана сутма ют районсене çÿреççĕ. Кăçал Çĕрпÿри Тихвин ярмăрккинче 3 кун сутă тунă, Ишек ярмăрккинче та хапăл тăваççĕ мăшăра. Халĕ ав Етĕрне районне йыхравлаççĕ вĕсене, унта лашасен чупăвĕ иртмелле.
Пысăк сад ĕрчетесси çурт хăпартнинчен пуçланнă. Шупашкарта пурăнакан Михайловсем Енĕшкассине кашни çулла килнĕ, ачисем каникула кунтах ирттернĕ. Ку çĕр лаптăкĕ Вячеслав Михайловичăн ашшĕпе амăшĕн юлташĕн пулнă. Пĕччен пурăнакан кинемее нумай пулăшнă вăл. Чирлесен больницăна сиплеме илсе кайнă. «Паян-ыран вилет, хваттерне пурăнма илсе ан кай та», — сĕннĕ тухтăрсем. Ун хыççăн Вячеслав Михайлович кинемее пĕр çулталăк пăхнă. Ватăран тăрса юлнă çĕр лаптăкĕ çинче пурăна киле мăшăрĕпе çурт хăпартнă. Хăйсем тĕллĕн, никама та укçалла тытса ĕçлеттермен.
Мăшăрĕпе Ольга Валентиновнăпа, çак ял хĕрĕпе, вăл ачаранах туслă пулнă. Пĕр клуба çÿренĕ, кайран тĕп хулара кÿршĕлле ларакан аслă шкулсенче вĕреннĕ. Вячеслав Михайлович — ял хуçалăх институтĕнче, Ольга Валентиновна — педуниверситетра. Кил хуçи тĕрлĕ çĕрте — колхозран пуçласа Çут çанталăк, Ял хуçалăх министерствисенче — вăй хунă. Мăшăрĕ — биологи учителĕ. Тавралăха юратниех вĕсенче пысăк сад çитĕнтерме кăсăклăх çуратнă пулмалла.

Çуркуннех хăяр çиеççĕ
Малтанах çемье кунта çуллахи вăхăтра çеç килкеленĕ, пахча çимĕçпе сутă тунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 92-мĕш çулĕнче тĕппипех яла куçса килнĕ. Халĕ килĕнчи 18 соткă, уй-хирти 22 соткă çинче тĕрлĕ сортлă улма-çырла çеç мар, чечек те куçа илем кÿрет. Груша, слива, улмуççи кăна — 7-8 сорт. 3 сотăй çĕр çинче шултра йышши хăмла çырли çитĕнтереççĕ. Вĕсенчен инçех мар черешня сарăлса ларать. Персик тата! Ăшă тăрăхсенче çеç çитĕнекен çимĕçе Михайловсен садĕнче те курма пулать. Кăçал кил хуçи абрикос та лартнă. Вăл часах тухăç парасса шанать мăшăр. Лавккари сентресем çинче выртакан «йĕплĕ хурлăхан» пурри тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Ара, кивие Китайра шăпах çапла калаççĕ. «Хальлĕхе çимĕçне паман-ха вăл, 4-5 çул кĕтме тивет», — пĕлтерчĕ Вячеслав Михайлович. Хура хăмла çырли, иçĕм çырли ÿснинчен тĕлĕнме пачах кирлĕ мар. Часах сĕтел çине арпуспа дыня касса хурĕç. Çак çимĕçсем çеçкене ларнă ĕнтĕ. Вячеслав Михайлович аса илнĕ тăрăх, темиçе çул каялла вĕсем 8-9 килограмм таяканнисене çинĕ. Халĕ çанталăк сивĕрех-мĕн.
Кил картишне кĕрсенех картаран явăнакан клематис малтанах куçа илĕртрĕ-ха. Тĕрлĕ тĕслĕ çеçке питĕ илемлĕ курăнать. Кĕл чечексенчен куçа илейместĕн. Вĕсене Вячеслав Михайловича юлташĕсем парнеленĕ. Садра унта та кунта гортензи те лартнă. Лили, пион, нарцисс… Михайловсен пахчинче çук чечек те пур пек туйăнчĕ. Гладиолусăн кăна 100 сорчĕ ешерет садра! Кил хуçи темиçе çул каялла Мускава кайсан çак чечек суханне туяннине аса илчĕ. «Кÿкеçре дачăра та чечек нумай л а р т а т т ă м ă р . Пĕррехинче Минеральные Воды хулинчен килнĕ арçынран тюльпансем илсе юлнăччĕ. Пĕр оклад тухса кайрĕ вĕт ун чухне. Сортлисем, хитрисемччĕ вĕсем, çÿллĕ ÿсетчĕç. Пахчара нумай лараймарĕç — вăрласа пĕтерчĕç», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Кунашкал «хура ĕçпе» халĕ те тĕл пулма тивет Михайловсен. Паллах, куншăн кăмăл хуçăлать. «Сад ĕçĕпе сахал çын тăрмашать çав, ĕçлесшĕнех мар», — шухăшне палăртрĕ арçын.
«Тар тăкмасăр çăкăр пĕçереймĕн», — тесе ахальтен каламан çав. Михайловсем çут çанталăк ыйхăран вăраничченех ĕçе пуçăнаççĕ. Теплицăра хăяр, помидор лартаççĕ. Вĕсене çу уйăхĕнчех çиеççĕ вĕсем. Лавккаран чей туянмаççĕ: пахчара ÿсекен пĕтнĕкрен, матрÿшке курăкĕнчен хатĕрлеççĕ. Иçĕм çырлинчен, хура пилешрен хĕрлĕ эрех хатĕрлет мăшăр. Уйрăмах юлашкине кăмăллаççĕ — вăл юн пусăмне чакарать. «Çырласене пĕчĕккĕн пĕтерес шухăшпа пурăнатпăр. Пĕр-пĕр çĕре сутма кайсан пĕр кун иртсе каять. Çав вăхăтра пахчара çум курăк ашкăрать», — терĕ Вячеслав Михайлович пĕр вăхăт 30-шар витре иçĕм çырли татнине аса илсе. Малтанах кил хуçи сутă тумашкăн çÿреме машина рулĕ умне хăй ларнă. Халĕ ачисем леçеççĕ е водитель тупма тивет. Малалал вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.