Ÿнерçĕ, спортсмен

25 Июл, 2018

Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тени тĕрĕсех. Çак сăмахсем Йĕпреçре пурăнакан Вячеслав Михайлович Григорьев пирки тейĕн. Вăл йывăçран тĕрлĕ эреш, кÿлепе касса кăларма маçтăр. Чăн та, ку тĕлĕшпе ятарлă пĕлÿ илмен. Тăрăшулăхне пула ăсталăхне аталантарнă. Çапла çултан-çул ÿстерсе пынă ăна.
Паллах, малтан ытти ăстаран та вĕренме тивнĕ,
чылай литература вуланă, тĕрлĕ журналпа усă курнă.
Çаксем пурте унăн çул-йĕрне такăрлатма пулăшнă.
«Хамăн ĕçе чун-чĕререн юратса пурнăçлатăп», —
тет Вячеслав Михайлович. Унăн экспоначĕсемпе пал-
лашнă май çак сăмахсем чăна килеççĕ.
Ăста çут çанталăкра, уçă сывлăшра пулма кăмăл-
лать. Вăрмана час-часах çÿрет, кăмпа-çырла, чечек,
хăрăк турат пуçтарать. Пĕтĕмĕшле каласан, куç умне
тĕл килекен илеме пурне те илет. Вĕсене вара килĕ-
нче «чун» кĕртет. Тăрăшса ĕçленĕ май ывăнни те
манăçать унăн. Çавăнпах ĕнтĕ вăл ăсталанă ĕçсем
тĕлĕнмелле хитре пулса тухаççĕ. Ку ĕçпе вăл 20 çул
ытла тăрăшать.
Шăплăхра ĕçлеме кăмăллать арçын. Тепĕр чухне
чăваш юрри-кĕввине ярать. Йывăçпа тăрмашнă чух-
не васкани вырăнлă мар. Çавăнпа çиччĕ виçсе пĕрре
касать вăл.
Хăйĕн пĕрремĕш ĕçне Вячеслав Михайлович пăши
мăйракинчен ăсталанă. Ăна вăл вăрманта тупнă, кил-
не илсе таврăннă. Унран мĕн тумалли пирки чылай
шухăшланă. Юлашкинчен аллине инструмент тытнă,
юмахри сюжетсене касса кăларнă.
Ашшĕ-амăшĕн çуртĕнчен мастерской тунă арçын.
Кунта тĕрлĕ шухăш-ĕмĕт çуралать, тĕллевсем
пурнăçланаççĕ унăн.
Ылтăн алăллăскер спортпа та туслă. Çичĕ теçетке
çула кармашать пулсан та ирсерен çуран чупать. Сă-
мах май, спортпа вăл хĕсметре чухне туслашнă. Ро-
тăра спорт йĕркелÿçи пулнă.
Вячеслав Михайлович нумай çул çăмăл атлетика
енĕпе ветерансен хушшинче район чысне хÿтĕлет,
малти вырăнсене çĕнсе илет. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.