Суя сăмах çур пурнăç-ши?

25 Июл, 2018

Малтанхи вăхăтра пуху тесен клуб тулли халăх пуçтарăнатчĕ. Кирлĕ ыйтусене тĕплĕн сÿтсе яватчĕç.

Халĕ унта чăн малтанах налук пирки сăмах хускатаççĕ: мĕн чухлĕ пуçтармалла е пуçтарнă. Ыйту парсан нимĕн шухăшламасăр: «Ку пирĕн ĕç мар», — теççĕ.
Юлашки вăхăтра пухусен уссине курсах каймастпăр. Чылай чухне вырăнти пуçлăхсем мĕн тумаллине сăмахпа шантараççĕ, анчах ĕçне пурнăçламаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, хамăр ялах илер: урам ячĕсем, кил-çурт номерĕсем çук. Ял халăхне кун пирки 2013 çултах пулать тесе шантарнăччĕ, анчах халĕ те кĕтсе илеймерĕмĕр. 2014 çулта урама вĕтĕ чул саратпăр терĕç — вăл та пăчланчĕ. Вĕтĕ чул вырăнне çул çеремпе витĕнчĕ.
Кăçал ака уйăхĕнче лавккара пуху пулчĕ. «Макарова пуçăннă ĕçе туса пĕтермеллех», — терĕ унта ял старости. Ара, 2001 çулта мана ял старостине суйларĕç-çке. 67 çулта пулин те ĕçе кÿлĕнтĕм, 10 çул тăрăшрăм. Çав вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем çичĕ хутчен улшăнчĕç. Эпĕ, ял-йышпа ĕçлеме хăнăхнăскер, чăтрăм. Хам мĕн шухăшланине пĕтĕмпех пурнăçлама пултартăм.
2010 çулта масар тулса çитрĕ. Картасем туянтăмăр, çĕр илес тесе çÿрерĕм. Пире çĕр виçсе пачĕç, анчах хам ирĕкпе ĕçлеме пăрахрăм. Ватă çынна чупса çÿрени килĕшÿллĕ мар.
Çăва çĕрне тĕн енĕпе кĕлĕ туса тасаттармасăр çынна пытарма юрамасть тенĕрен Алманч ял тăрăхĕн ертÿçи патне пилĕк хутчен кайрăм. Усси пулмарĕ, документсем туман имĕш.
2012 çулта çав масара пирвайхи хут пĕр çамрăка пытарнă. Унтанпа 55 çын канлĕх тупрĕç унта, ытларахăшĕ çамрăксем. Сăмахран, иртнĕ ĕмĕрти 60-70 çулсенче çуралнисем — 21 çын, 80 çултан иртнисем вара — 9-ăн. Йăла-йĕркене пăхăнса масара тасаттарас килет манăн. Кун пирки старостăна, депутатсене те каларăм. Вĕсем вара: «Мускавран хут килмелле», — тесе хирĕçлеççĕ. Юмах-ши ку?
Çакна та палăртас килет: ял халăхĕнчен укçа пуçтараççĕ, ăçта, миçе пин тăкаклани пирки нимĕн те каламаççĕ. Хальхи вăхăтра пухусенче сăмах калакан та çук. Ун пек чухне шăплăх хуçаланать. Акă утă уйăхĕн пуçламăшĕнче лавкка умĕнче пуху иртрĕ. Вырăнти пуçлăх хăйĕн сăмахне вĕçлесен эпĕ калаçма пуçларăм. Ертÿçĕ тÿрех машини патне утрĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.