Çăтмахĕ пур, киленекенĕ шутлă
Хăйсен ĕçĕнче çав тери пултаруллă, ăслă пуçлăхсем пушă вăхăт тупăнсанах çут çанталăкра пулма тăрăшаççĕ, ытларах чухне – пĕччен, вĕсене никамăн та чăрмантармалла мар. Пуçлăхсене çеç-и, пурне те илĕртет тĕнче илемĕ. Малалла ĕçлеме çын çут çанталăкран вăй илсе шухăш-кăмăлне тасатать, пурнăç çине çĕнĕлле пăхать. Тамăкĕ те, çăтмахĕ те таçти леш тĕнчере мар, хамăр пурăнакан çĕр çинчех иккен. Элĕк районĕнчи Антоновка выççăлкки – çăтмах вырăнсенчен пĕри. Вăрман варринче вун икĕ çурт ларать, анчах унта Ивановсен çемйи кăна тавралăх илемĕпе киленсе пурăнать.