Комментировать

5 Фев, 2014

Энехметри йăмра туратне кам касĕ?

О. Сидорова

В. Петрова сăн ÿкерчĕкĕ.

"Энехмет тенине пач та илтмен-и вара? Тĕне кĕмен чăваш арçынĕн ячĕ-çке", – ăнлантарать мана Михаил Михайлович Александров. Ăнлантарать çеç мар, тăван ялĕн кун-çулĕ çинчен кĕнеке çырнă кăсăклă тапхăрĕсемпе, паллă çыннисемпе пĕр чарăнми паллаштарма хатĕр. Вĕрентекен пулнă темерĕн. Кунсăр пуçне комсомолра та, стройкăсенче те ĕçленĕ. Тавра курăмĕ анлă, шухăшлавĕ хăйне май. Урама юр хырма тухнă сакăр вунă çултан иртнĕ Ольга Сидоровна Сидорова çине тăрсах калаçтарчĕ мана унпа. Хăй те айккинче тăмарĕ. Каярах калаçăва Ольга Николаевна Егорова та хутшăнчĕ. Виç хĕрарăм пĕр пасар тени тĕрĕсех çав. Шуйттанĕ çулăхасран арçынĕ те пулчĕ хамăр хушăра. Çирĕм градус ытла сивве пăхмасăр ура шăнса хытичченех пĕр сехет ытла пуплерĕмĕр урам варринче.

Хăçан йышпа пуçтарăнччăр-ха тата Энехметсем? Клуб та, фельдшер пункчĕ те, лавкка та çук ялта. Юн кунпа шăмат кун райпо, тунти кун усламçă автолавккапа килсен кăна, тавар туяннă вăхăтра, пĕр-пĕринпе калаçса чуна йăпатаççĕ. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Матвей Михайлович Михайлов профессор, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Егорович Димитриев (Петĕр Эйзин) поэт, ЧАССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Гурий Егорович Егоров çуралса ÿснĕ ялта паян 18 килтен 10-шĕнче çеç хĕл каçаççĕ.

– Юр çунă та – ĕç хушăннă сирĕн. Аллăрти йывăç кĕреçе вылянса çеç тăрать. 83 çулти кинеми теме камăн чĕлхи çаврăнтăр?

О. Сидорова:

– Хапха умне юртан тасатăн-ха, ку темех мар. Ял варрипе иртекен аслă çула хырса тăни паха пирĕншĕн. Турра шĕкĕр, хыраççĕ-ха. Манăн ватлăха мĕн ăмсанмалли пур! Ав, хирĕçри Алексей Михайлович Михайлов 87 çулта, ĕне усрать. Ялти хĕрарăмсенчен чи асли – 88 çулти аппам. Арçынсенчен – 1923 çулта çуралнă Кирилл Иванович Иванов (хамăрпа пĕрле пуплекен М. Александровăн хреснашшĕ-мĕн вăл).

– Тăххăрмĕш теçеткене ура ярса пусакан арçын ĕне тытни сайра. Ăна усрама вăй кирлĕ.

М. Александров:

– Унăн тăванĕ пур, Муркаш районĕнче пурăнаканскер. Яла тракторĕпе килсен курăк çулса парать, ытти ĕçе тума пулăшать. Иван Башкиров теççĕ ачине. Çĕр сухалаттармалла пулсан та ăнах тилмĕретпĕр. Хурçă учĕпе нумай çынна пулăшать. Ĕне выльăхĕ ялта 5 пуç таран пуçтарăнать-и? Сурăх çук.

Пай çĕрне 2009 çултах сутса янă. Ялта 3-4 çын кăна юлнă пулĕ сутманни. Икĕ гектар çĕре йÿнĕпех парса ятăмăр-ши? Çĕрĕ таçта кайман, юнашарах, анчах усăсăр выртать. Унта е кунта хыт хура ÿснине курсан чун макăрать. Мĕншĕн халĕ капла-ши тетĕп. Хам ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Уйра улăм пĕрчи хăварми пуçтарттаратчĕç. Ĕне, сысна, чăх-чĕп фермисем пулнă. Юрать-ха халĕ Чăваш Сурăмри "Новый путь" хуçалăх аван ĕçлет, таврари çĕрсене сухаласа, акса, çулса тăрать.

– Ял çыннине мĕн çитмест-ши? Мĕншĕн йыш хушăнмасть? Çĕнĕ çуртсем сахал...

М. Александров:

– Пĕлетĕр-и, пирĕнни пек ырă ял çук. Эпĕ ас тăвасса, инçетрен килнисем Çĕпĕрти пек пурăнатăр тетчĕç (Çĕпĕрти пек тени хуторти тенине пĕлтернĕ-мĕн). Тĕрлĕ вăхăтра ял Çĕрпÿ, Красноармейски районĕсене те кĕнĕ. Историре юлнă Хурăнлă çул шăпах пирĕн ял витĕр иртнĕ. Анне (Михаил Александровăн амăшĕ) каланине ас тăватăп. Хамăр ял хĕрарăмĕ хурăн шывĕ юхтарнă тет. Çакна пĕр казак курнă та мĕншĕн çапла тунине ыйтнă. Лешĕ чĕнменнине кура хурăна çапса шыв чĕресне çĕмĕрнĕ.

– Ялăн кун-çулĕ пуян та вăрăм апла. Паян мĕнле пурăнатăр тетĕп-çке. Мĕн канăçсăрлантарать-ха?

О. Сидорова:

– Темĕн калама пĕлмелле. Ял çынни хăнăхнă йăлапа пурăнать. Чирлесен пульницана шăнкăравлама телефон пур, фельдшер пункчĕ юнашар ялта. Шыва килти çăлсенчен ăсатпăр. Пĕр Нина аппа çеç урамри çăл патне тухать. Çăлĕ кивĕскер ĕнтĕ, тахçантанпах юсаман. Нумайăшĕн килĕнче çут çанталăк газĕ çунать. Ĕлĕкрех ялта колхоз ĕçченĕсем пухăнмалли çурт пулнă, ăна темиçе çул каялла сÿтсе илсе кайрĕç. Социаллă объектсем урăх çук.

Çутăшăн тÿлесси кăткăс. Малтан вăл мĕн чухлĕ çуннине тепĕр ялти почтăна çитсе пĕлтермелле, ун хыççăн ятарлă хут килсен кăна тÿлемелле. Эй, пире, ватăсене, мĕн кирлĕ? Тавах патшалăха укçа панăшăн. Пенси илме почтальона ачана кĕтнĕ пек кĕтетпĕр.

Аса килнĕ чух çакна та калам-ха: йăмра турачĕсене сайралатмалла. Çиллĕ çанталăкра электричество пралукне лекеççĕ те çутă сÿнет. Татăлнă хыççăн миçе хут сыпрĕç пулĕ. Хăрушă çил-тăвăлра тем курмалла. Туратсене касма пулăшакан çук.

– Çамрăксем пачах та çук-и?

– Чи çамрăкки, Наталья Михайлова, 1967 çулхи. Упăшки çĕре кĕчĕ те – пĕччен пурăнать. Ялта ĕç çук, мĕн туса пурăнччăр кунта çамрăксем?..


Ирина Никитина. Элĕк районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.