- Чăвашла верси
- Русская версия
«Кĕçĕтнипе çывăраймастăп»
Хисеплĕ редакци. Хама канăç паман ыйтупа чăрмантаратăп сире. Кутана кĕçĕтнипе нушаланатăп, çывăрайми пултăм. Уйăх ытла асапланатăп. Тухтăрсем çырса панă супрастина та ĕçетĕп – усси çук. Этемĕн тем мурĕ те пур пулĕ. Чунтан тархаслатăп, пулăшсамăр.
Петрова. Вăрмар.
Сирĕн ыйтăвăра медицина наукисен кандидачĕ Василий Средняков хуравлать:
– Кутана тăтăшах кĕçĕтни тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнма пултарнă. Калăпăр, нерв тытăмĕ пăсăлнипе, апат ирĕлтерекен орган чирĕсемпе, диабетпа, веществосен çаврăнăшĕ пăсăлнипе, тÿрĕ пыршă чирĕсемпе (геморрой, кутана шăтăкĕ çуркаланни, шыçă чирĕ, шăтан-юхан), инфекци чирĕ е шĕвĕрĕлчен ернипе. Ӳт-тир чирĕсемпе (крапивница, экзема, псориаз, кĕçĕ чирĕ) тĕрлĕ тĕслĕ аллерги те кĕçĕттерет. Пыршăлăх микрофлори улшăннипе е геморрой пуçланипе те çыхăнма пултарнă.
Апат-çимĕçе питĕ уяса çимелле. Пăрăçлă та тăварлă апатпа эрех-сăра пачах юрамасть. Сахал çеç çимеллисен йышне сахăр, пыл, шăккăлат, çăмарта, цитрус çимĕçĕ, консервăсем кĕреççĕ. Кутана кĕçĕтнĕ чух полькортолон, флуцинар, бетаметазон, синалар пулăшĕ. Шала ĕçме кларитин, гисталонг, димедрол, тавегил çырса параççĕ.
Таса пурăнмалла. Пысăккипе тула тухмассерен кутанана шывпа çумалла. Хаçатпа ытти чĕркемелли хутпа шăлма юрамасть. Вар хытасран асăрханăр. Кĕçĕтни шĕвĕрĕлчен чирĕпе çыхăнсан пиперезин, левамизол, комбантрин усă курмалла. Левамизол е декарис текеннине пĕр хут çеç ĕçмелле (çитĕннисен 150 мг).
Ытти сăлтава та асăнма пулать. Калăпăр, порошок, дезодорант таврашĕ, синтетикăран çĕленĕ тăвăр тумтир, ытла самăр пулни...
Шăши тикенекĕ (череда), салтак тÿми, хурăн кăчки хушса 20-25 минут ванна кĕни кĕçĕтнине ирттерме пулăшĕ. Çавăн пекех çак рецептсемпе те усă курма юрать.
1 пай шĕпĕн курăкĕ (чистотел), 3-шер пай мулкач курăкĕ (тысячелистник), сар çип ути (зверобой) илсе хутăштармалла. Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва курăк хутăшне 2 кашăк ярса ăшă вырăнта 2 сехет тытмалла. Кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Пĕр тан виçепе салтак тÿми, мулкач курăкĕ, пĕтнĕк курăкĕн çулçи, çăка чечекĕ илсе хутăштармалла. Вĕреме кĕнĕ 1 стакан шыва курăк хутăшне 2 кашăк ярса 5 минут вĕретмелле, икĕ сехет тăрăлтарса лартмалла. Сăрăхтармалла, кунне 3 хут, çуршар стакан ĕçмелле.
Кĕçĕтекен вырăна вĕретнĕ тип çупа сĕрни вăхăтлăха лăпланма пулăшĕ.
Комментировать