Комментировать

5 Фев, 2014

Иртнĕ çула хакласа Туллин усă курмалла

Республика Пуçлăхĕ Шăмăршă районĕн тĕп больницинче хирурги тата реанимаци уйрăмĕсене çитсе курнă, чирлисенчен медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ, тухтăр патне электрон мелĕпе çырăнни епле тивĕçтерни пирки ыйтса пĕлнĕ. Хуравсем савăнтарнă: сиплевçĕсен ăсталăхĕ пысăк, юлашки çулсенче больницăн пурлăхпа техника бази пуянланнă.

Ваттисен çуртне тунă çĕрте те пулнă М. Игнатьев.

Пĕлтĕр районта халăх шучĕ чакнă. Суранланса, эрех-сăра ĕçсе вилекен нумай.

Районăн иртнĕ çулхи тĕп кăтартăвĕсемпе администраци пуçлăхĕ Валерий Фадеев паллаштарнă. Çулталăкра 15 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, нумай хваттерлĕ 20 çурта тĕпрен юсанă. Йывăрлăхсем те пур. Вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче çамрăк кадрсем çитмеççĕ. Вĕсене пурăнма майсем туса пама тăрăшаççĕ, ĕç укçи çумне хушса тÿлеççĕ, анчах ыйтăва татса пама кăткăс.

Республика ертÿçисене район çыннисем нумай ыйту панă. Шкулпа ача сачĕсем, çулсем тăвасси, вĕсене юсасси, Чăваш наци телевиденийĕ районсенче кăтартманни тата ытти пăшăрхантарать Шăмăршăсене.

Культурăра, ял хуçалăхĕнче, спортра тухăçлă ĕçленĕшĕн Т. Долгова, А. Андреев, С. Галкин Тав хутне, сехете тивĕçнĕ. Г. Макаров фермер РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне илнĕ. Республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме ирĕк паракан свидетельствăсемпе çамрăксене чысланă.

Йĕрке пур чух – йĕркеллĕ

Вăрмар районĕнчи "Аванпром" пĕрлешÿ, 2012 çулта йĕркеленнĕскер, шăвармалли пилĕк тĕрлĕ шланг кăларать. Районта, республикăра çеç мар, Хусан, Пермь, Мускав хулисенче те хаваспах туянаççĕ Вăрмарсен таварне. Хальлĕхе 20 çын ĕç тупнă çак предприятире.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та кăсăклансах паллашнă производствăпа. Район экономика тĕлĕшĕнчен пĕтĕмĕшле епле аталаннине вырăнти активпа пĕрле хакличчен вăл Вăрмарти пенси уйрăмĕнче пулнă, халăха электрон пулăшăвĕпе тивĕçтересси мĕнле пурнăçланни çинчен ыйтса пĕлнĕ.

Историпе тавра пĕлÿ музейĕнче те республикăн тĕп çыннишĕн çĕнĕлĕхсем тупăннă. Районăн Культура çуртĕнче йĕркеленĕ куравра та Вăрмарсем тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартнă.

Пĕтĕмлетÿллĕ канашлăва М. Игнатьев пултаруллисене Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнинчен пуçланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне вĕренÿре, культурăра тăрăшакан Юрий Николаевпа Светлана Щербакова тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Шуйский тивĕçнĕ. Амăшĕн капиталне тивĕçлисем – патшалăх сертификачĕсем, çамрăк стипендиатсем свидетельствăсем илнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин палăртнă тăрăх – иртнĕ çул Вăрмарсемшĕн ăнăçлă килнĕ. Пĕтĕмĕшле бюджет та ÿснĕ, налук та ытларах пуçтарăннă.

Республикăри министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем те хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май район кăтартăвĕсене ырланă.

Тĕрлĕ ыйтăва хускатнă канашлура. Вăрмарта 145 вырăнлă ача садне хута ярасси, район больницине кадрсемпе пуянлатасси, республикăри смотр-конкурссене хастартарах хутшăнасси, хуçасăр çĕр пайĕсене муниципалитетсен харпăрлăхне куçарасси, Энĕшпуçĕнче Культура çуртне тăвасси çинчен тата ыттине.

"Пĕтĕмĕшле илсен, Вăрмар районĕ тăрăшать. Аталанма майсем пур унăн. Ĕçчен халăхăн малалла утмалла, пурнăç пахалăхне тата та лайăхлатмалла. Культура çулталăкĕнче кашни çемьен, кашни çыннăн йĕрке тăвасси çинчен шухăшласа вăй хумалла", – тенĕ М. Игнатьев. Район экономикинче агропромышленноç комплексĕн пĕлтерĕшне ÿстерме кирлине те асăннă.

 

Ĕнерхинчен лайăхрах пурăнасшăн

Çĕрпÿри "Южный-2" микрорайонта илемлĕ çуртсем çĕкленеççĕ. 2018 çул тĕлне пурăнмалли нумай хутлă 10 тата 16 уйрăм çурт тумалла. Вĕсенчен çурри йÿнĕ хакпа пулмалла. Хальхи вăхăтра 20 гектар çинче 16 уйрăм çурт тата 30 хваттерлĕ нумай хутлă çурт çĕкленет. Вĕсен пахалăхĕпе паллашнă та Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районне çул тытнă кун.

Çĕрпÿри 1-мĕш номерлĕ ятарлă шкул-интернатра (хăлха япăх илтекен е пач илтменнисен) Михаил Васильевич ачасем мĕнле условисенче вĕреннипе тата пурăннипе кăсăкланнă. Юлашки çулсенче шкул-интерната аталантарма республика бюджетĕнчен 12 млн тенкĕ уйăрнă. Çак вĕренÿ заведенийĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн республика ертÿçи Николай Сергеев учителе Тав хучĕ тата сехет панă. Р. Чабаев вĕренекен çамрăксене паракан ятарлă стипендие тивĕçнĕ.

Çĕрпÿсен тĕп больницине те çитсе курнă М. Игнатьев.

Культура çуртĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов иртнĕ çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май район пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма тăрăшнине палăртнă. Çулталăкра 12 çĕнĕ объект уçнă, 140 хушма ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Пысăк тата вăтам бизнес ÿсĕмĕ 21 процентпа танлашнă.

Канашлăва (унта республика министрĕсем те хутшăннă) пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев Çĕрпÿсен аталанăвĕ куç кĕрет пулнине асăннă. Вĕсем малалла туртăнасшăн, паян ĕнерхинчен лайăхрах пурăнасшăн.

Çĕрпÿ райповĕн çăкăр пĕçерекенĕ Людмила Иванова, 4-мĕш номерлĕ ача сачĕн музыка ертÿçи Эльвира Тимофеева ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен Тав хутне тата сехете тивĕçнĕ. Пуçаруллă çамрăксене те дипломсемпе хавхалантарнă.

 

Халăх ыйтнине тивĕçтересчĕ

Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешÿ чылай енпе республикăра лайăххисен шутĕнче. Уйрăмах çĕр улмипе чапа тухнă. Республика ертÿçи çĕнĕ те хăтлă хуралтăра çĕр улми, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ мĕнле упраннипе паллашнă. Иртнĕ çул хуçалăх виçĕм çулхинчен 1,7 хут ытларах тупăш илнĕ. Апла малалла аталанма, çăмăллăх кредичĕсем илме çул уçă.

Чăваш Ен ертÿçи районти Культура çуртĕнче РФ тата ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн М. Шакиров художникăн куравне уçнă çĕре хутшăннă.

Районăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне малтанах администраци пуçлăхĕ Николай Глухов пĕтĕмлетнĕ. Михаил Игнатьев Патăрьелсем социаллă пурнăçпа экономикăна вăйлатассипе, демографи кăтартăвне ÿстерессипе республикăра малтисенчен пĕри пулнине асăннă. Бизнес та аталанать. "Пытармасăр, уççăн ĕçлекен предприяти сахал мар. Çав хушăра хăш-пĕр предпринимательсем саккунран пăрăнса вăрттăн схемăсемпе ĕçлеççĕ. Ун пеккисенчен çирĕп ыйтăпăр, кирлĕ чухне йĕрке хуралçисене те явăçтарăпăр", – тенĕ республика ертÿçи.

Вырăнти халăх аван пурăнать. Малашне тата лайăхрах пурăнас тесе влаçран ытларах ыйтать. Çавăнпа влаçăн çакна шута илмелле.

Тав хучĕпе сехете Михаил Игнатьев культура ĕçченне М.Шакирова, "Батыревский" пĕрлешÿ трактористне Ю.Степанова, вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекен В. Антипова панă. Нумайăшне РФ Ял хуçалăх тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисен наградисемпе чысланă. Çамрăксем ятарлă стипендие тивĕçнине палăртакан свидетельствăсем илнĕ.

 

Ĕçченсен пурнăç шайĕ ÿсмелле

Тăвай районĕнчи С. Илларионов фермер хуçалăхĕ нумаях пулмасть йĕркеленнĕ. Кĕске тапхăрта кунта икĕ ĕне вити хута янă. Кăçалхи иккĕмĕш кварталта çĕнĕ пăру вити туса пĕтермелле. Республика пуçлăхĕ фермăна пăхса çаврăннă хыççăн фермер тăрăшăвне хакланă, выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсене паха чĕр таварпа тивĕçтернĕшĕн тав тунă.

Тăвай район больницинче Михаил Васильевич икĕ çул каялла пулнă. Пурлăх базипе паллашнă хыççăн больницăна юсама укçа уйăрма шантарнă. Сăмахне тытнă. Сиплев учрежденине тĕпрен юсанă, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. Вырăнти влаçăн халĕ медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла.

Канашлура тухса калаçнă министрсен чылай ыйтăва хуравлама, шута илме тивнĕ. Вырăнти муниципалитет ĕçне хакласа Михаил Васильевич район экономикинче агропромышленноç комплексĕ пĕлтерĕшлине палăртнă. Сухаласа акман çĕрсем юлмалла мар, çур акине тĕплĕ хатĕрленмелле, çамрăксене яла явăçтармалла. Ĕçчен çынсен пурнăç шайĕ ÿсмелле.

 

Майсем пур

Канашри металл шăратакан завода тума 230 млн тенкĕ ытла хывнă. Çакна палăртнă завод директорĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев строительство хăвăртлăхĕпе паллашнă вăхăтра. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта заводра тиемелли вакунсем валли саппас пайсем тата ытти хатĕр туса кăларма тытăнмалла. Çĕнĕ производство 120 çынна ĕçе вырнаçма май парĕ.

Михаил Васильевич Канаш районĕнчи патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтерекен центра та çитнĕ. Ку центр – республикăра ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри.

Шăхасанти вăтам шкулта иртнĕ пĕрлехи канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов асăннă тăрăх – экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ тытăмсем пĕлтĕр йĕркеллĕ аталаннă. Патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă курни (тĕслĕхрен, ял хуçалăх тытăмне 84,3 млн тенкĕлĕх пулăшнă) кăтартусене ÿстерме май панă.

Иртнĕ çул район халăхĕ 37,193 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă.

Канашлура коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн пуçтарăннă парăм виçи, управляющи компанисен ĕç пахалăхĕ, Çавал шывĕн юппине тÿрлетесси, Канашри чăх-чĕп фабрикин малашлăхĕ тата ытти ыйту калаçтарнă.

Чыслава тивĕçнисем те йышлă пулнă.

Республика ертÿçи асăрхаттарусемпе сĕнÿсене шута илнине пĕлтернĕ. "Эпир пурте пĕр ĕç тăватпăр – хамăр халăхшăн тăрăшатпăр. Чăваш Енре çирĕп те тĕреклĕ, сывă çемьесем ытларах пулччăр. Вĕсем – пирĕн малашлăх. Район аталанать, кăтартусене лайăхлатма малалла утмалла. Сирĕн майсем пур", – тенĕ М. Игнатьев.


Ирина ПАВЛОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.