Ăсмассерен аш турамĕ лекмĕ
Виçĕ уйăх каялла кăна-ха республикăри мĕн пур категорири хуçалăхра 202,9 пин сысна юлнă тесе çыртăмăр. Паянхи цифра тата пĕчĕкрех – 167 пин. Ял хуçалăх министерстви çулталăкра 36 пин пуç (18 процент) чакнине палăртать. Вăл шутран ял хуçалăх организацийĕсенче 11800 пуç катăлнă, ял халăхĕн – 21 пин, фермер хуçалăхĕсен – 3 пин. Иртнĕ çул туса илнĕ мĕн пур аш-какайăн 30 проценчĕ – сысна тÿпи. Юлашки виçĕ çулта сысна ашĕ туса илесси 7,7 процент чакнă.
Кăçалтан республикăри 6 районта – Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕмĕрле, Тăвай – ял хуçалăх предприятийĕсенче сысна тытмаççĕ. Мĕншĕн?
– Сысна шучĕ нумаях та пулман вĕсенче. Çавăн пекех фермăсем ветеринари йĕркисене тивĕçтереймен, – пĕлтерет ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ Светлана Мясникова. – Иртнĕ çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре сысна ĕрчетекен 79 хуçалăх пулнă, халĕ – 56. Ял хуçалăх надзорĕн çирĕп йĕркисене тивĕçтерейменнисем тухса ÿкнĕ те ĕнтĕ.
Тухса ÿкнисен йышĕнче – Тăвай районĕнчи «Шимкусский» хуçалăх ферми те. Хăй вăхăтĕнче унта пин çурăран кая мар сысна тытнă. Юлашки çулсенче йышĕ палăрмаллах чакнă, çапах ял халăхне сутмалăх та, хăйсене тăрантармалăх та çиткеленĕ темелле.
– Африка чуминчен хÿтĕленсе профлистпа 3 метр çÿллĕш карта тытмалла терĕç. Районтисем шутласа пăхнă – ытла хакла кайса ларать. Çитменнине пĕлтĕр тырă питĕ япăх пулчĕ. Унтан пĕр машина кÿрсе килетпĕр, кунтан ... Ĕне ферми пулмасан сысна ферми ăçтан тытăнса тăтăр ĕнтĕ, – чун ыратăвне пытармасть ферма заведующийĕнче ĕçленĕ Надежда Федорова.
Ĕне ферми Сергей Илларионов фермер аллине куçнăранпа хуçалăх енчĕкĕ пушаннă. Тырă гектартан 6 центнер çеç тухайнă. Халĕ ав сысна ферми те çук. Юлашки 136 пуçа йÿнĕпех сутса пĕтернĕ. Амăшĕсĕр тăрса юлнă çурасене вара – тÿлевсĕр тенĕ пекех.
– Надежда Дмитриевна, унччен сысна пăхнисем халĕ ăçта ĕçлеççĕ?
– Хупăниччен виççĕн кăна тăрса юлтăмăр. Пĕри пенсие тухса ĕлкĕрчĕ, тепри фермер патне пăру пăхакансене улăштарса тăма вырнаçам пекки турĕ. Хам çур ставкăпа хуралçăра, сысна фермине пăхса тăратăп. Пенсие тухма тата виçĕ çул юлнăччĕ...
Тăвай район администрацийĕн ял хуçалăх уйрăмĕн тĕп специалисчĕпе Елена Михайловăпа çыхăнсан «Красная Чувашия» хуçалăхра та сысна фермине хупнине пĕлтĕм. Хăй вăхăтĕнче кĕрлесе тăнă, хальхи район пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă хуçалăх ку. Унта та юлашки чушкасене 50-30 тенкĕпех (килограмшăн) парса янă-мĕн.
«Аграри секторĕн» сайчĕ иртнĕ çул Раççейри 12 регионта Африка чумипе çыхăннă 76 тĕслĕхе шута илнине хыпарлать. Тăкакне вун-вун миллиардпа виçеççĕ. 2012 çул пуçламăшĕнче хăрушă мур ернипе Кубаньри ăратлă сысна ĕрчетессипе ĕçлекен «Индустриальный» заводра 30 пин пуç пĕтернĕ. Çав çулах çулла Краснодарти «Данко» комплексра – 16 пине яхăн.
Нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи Истра районĕнчи сунарçă хуçалăхĕнче хир сыснисен хушшинче Африка чуми сиксе тухни лару-тăрăва пушшех çивĕчлетнĕ. Чумапа çыхăннă ыйтăва Раççей правительствин шайĕнче пăхса тухнă, хăрушă амакпа кĕрешмелли сĕнÿсем тăратма хушнă.
Специалистсемпе экспертсен шухăшĕпе – йывăр лару-тăрура пурне те тивĕçтерекен меслет тупма питĕ хĕн. Ирĕксĕрех анăçри çĕр-шывсем хыççăн кайма тивĕ-ши? Унта килти хушма хуçалăхра сысна усрама пачах чарнă. Сăмах май, Краснодар тăрăхĕ çак çул çине тăнă та ĕнтĕ. Килти хуçалăхра сысна тытма чарнипе пĕрлех ун вырăнне сурăх усрама сĕнеççĕ. Сурăх тытма килĕшекенсене 1 кг чĕрĕ виçе пуçне 40 тенкĕ парса хавхалантарма пăхнă.
Аналитиксем 2012 çулта сысна ашĕн хакĕ 20 процент чакнине çирĕплетеççĕ. Тĕп сăлтавĕсенчен пĕри – ютран килекенни хĕссе пыни. Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине (ВТО) кĕнĕ хыççăн аш хакĕ тăруках чакса кайрĕ. Сысна ашĕн хăй хаклăхĕ 67 тенкĕпе (килограмшăн) танлашнă чухне вырăн-вырăнпа вăл 65 тенкĕпе те аран-аран сутăнчĕ.
РФ Аш-какай туса илекенсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Мушег Мамиконян сăмахĕсем тăрăх – 2012 çулта Раççее 650 пин тонна яхăн сысна ашĕ, сысна ÿпки-пĕверĕпе пуç-уринчен хатĕрленĕ 500 пин тонна çимĕç, 570 пин тонна ĕне ашĕ тата 550 пин тонна кайăк-кĕшĕк какайĕ кÿрсе килнĕ. Иртнĕ çул та сахал мар турттарнă. Малтанлăха шутласа палăртнă тăрăх – сысна отраслĕнчи тăкак 50 млрд тенкĕ.
Унта та кунта сиксе тухакан Африка чуми кăна çитменччĕ пире!
– Чăваш Республикинче ку тĕлĕшпе хальлĕхе лару-тăру лăпкă, – пĕлтерет патшалăх ветеринари службине ертсе пыракан Сергей Скворцов. – Пысăк комлекссене сыхласа хăварассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр. Выльăх апатĕнчен пуçласа предприятие кĕрекен машина урапи таранах тĕрĕслетпĕр. Нимĕнле йĕке хÿре таврашĕ те чупмалла мар. Сыснасене хупă витере кăна тытмалла. Сыхă пулнине нимĕн те çитмĕ. «Çĕрпÿ беконĕ» пĕрлешÿре кăна 30 пин ытла сысна. Мур çакланас пулсан калама çук пысăк çухату пулать вĕт. Миллион-миллион тенкĕлĕх. Вĕсемшĕн кăна мар, таврари 100-150 çухăмрисемшĕн те. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Юрма» агрохолдинг, «Рассвет», «Сувар-2» тата ытти предприятире те сысна йышлă. Çакна та каласа хăварам: хальччен комплекссем тавра 5 çухрăмлă буфер зони пулнă-тăк, халĕ çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн чару чикки 500 метр юлнă.
Лавккари какайпа тăранма йывăр. «Буш урине» çисе куртăмăр – каялла тухать. Пасарта туяннă сысна ашĕ кăмăла каймасть, тирĕ те йĕркеллĕ сĕвĕнмест-çке. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен сысна усранă: тăранмалăх та, тупăш курмалăх та. Мĕншĕн тытмалла мар-ха? Сысна ÿстермелĕх 5 центнер тырă туянаймастпăр-и? Çĕр улми ахалех пур, апат-çимĕç юлашки те çук мар. Ветеринарсем сысна апатне лавкка çимĕçне яма хушмаççĕ. Калăпăр, кăлпассипе сосиска таврашне. Вĕсене мĕнрен хатĕрленине халĕ никам та тĕрĕс пĕлеймĕ. Бегемот какайĕнчен пуçласа шăши хÿри таранах пур-тăр унта. Хушасах тесен вара пĕçерсе ямалла. Африка чумин вирусĕ 70 градусра вилет. Турра шĕкĕр, çак мур çынна ерменни савăнтарать.
Ача чухне урама тухса кайнă сыснана хăваланă чух такамран илтнĕ сăвă йĕркисене каласа чупаттăмăр:
Çитĕнекен ăру кунашкал йĕркесене пĕлменни нимех те мар, вĕсем сыснине курма пăрахмасан та тем пекехчĕ.
Елена Николаева.