Хваттер кама лекĕ?

12 Фев, 2014

Эпир упăшкапа тахçанах администрацирен хваттер илнĕ. Ăна ман çине çыртарнă. Упăшка пропискăра çеç тăрать. Эпĕ халĕ унран уйрăлатăп. Вăл каланă тăрăх – хваттерĕн пĕр пайĕ ăна лекет. Свидетельствăра ман ят çеç-çке?

Надежда ПЕТРОВА.

Ыйтăва Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕн право тĕлĕшĕпе тивĕçтерекен уйрăм пуçлăхĕ Татьяна Захарова хуравлать.

Саккун тăрăх – мăшăр пурлăхĕ пĕрлехи харпăрлăх шутланать. Кунашкал йĕрке пур. Енчен те мăшăрлану килĕшĕвне çирĕплетмен пулсан. Çемьене хваттере çурт-йĕр условине лайăхлатас тĕллевпе панă пулсан, вăл – пĕрлехи пурлăх. Кун пек чухне харпăрлăха кам çине çырнине шута илмеççĕ. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетме май пур.

Судра хваттер пайлакан мăшăр ыйтăвне пăхса тухрĕç. Кил хуçи Александров хваттерĕн пĕр пайĕ хăйне тивĕçнине çирĕплетрĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем ăна пĕрлешсен илнĕ. Çемье саккунĕпе кун пек чухне пуянлăха пайлама ирĕк пур. Анчах арăмĕ хваттер хăйĕн харпăрлăхĕ пулнине пĕлтерчĕ. Ăна хула администрацийĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çемье членĕсене шута илмесĕр панă. Çакна регистраци удостоверенийĕпе çирĕплетнĕ.

Ку хваттер муниципалитетăн çурт-йĕр фончĕн шутне кĕнине палăртрĕ суд. Хула администрацийĕ Александровсен çемйине – ун чухне çемье шутне икĕ çын çеç (арăмĕпе упăшки) кĕнĕ – çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас шутпа хваттерпе тивĕçтернĕ. Йышăну хучĕ çинче Александровăна çеç палăртнă, çапах та вăл хваттер хуçи пулнине пĕлтермест. Хирĕçÿллĕ хваттер мăшăрăн пĕрле ĕçлесе илнĕ пуянлăхĕ шутланать, çавна май пĕрлехи харпăрлăх йĕркипе пайланать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.