Комментировать

12 Фев, 2014

«Манра асатте юнĕ чупать»

Пултаруллă çынсем ялта пурах. Вĕсен вăй-хăвачĕ çăл куç пек тапса тăрать. Çав хастарсем тăван тăрăха пĕтме парас мар тесе чылай ĕçлеççĕ. Акă Элĕк районĕнчи Тури Хурасанти Надежда Афанасьевăнах илер. Çичĕ теçеткерен иртнĕ хĕрарăма çынран ытлашши мĕн кирлĕ-ши? Юрăхсăра тухнă клуба вăл хăй шучĕпе юсанă! Ял-йыш кунта халĕ тĕрлĕ уяв ирттерет.

Самана сăпкара сиктермен

Ку çуртра маларах аслашшĕн, Ефим Тимофеевăн, ампарĕ пулнă. Вăл ялта çил арманĕ тытнă. Унта ял-йыш та çăнăх авăртнă. Уншăн арман хуçине кашни çăнăх е укçа панă. Çавна май Тимофеевсене 1930 çулта «кулак» тесе айăпланă: хуçалăхне «раскулачить» тума, хăйсене ссылкăна яма йышăннă. Икĕ çуртран пĕринче – канцеляри, тепринче ферма тунă. Тырă ампарĕ клуб пулса тăнă. Кунтах кино кăтартнă, вулавăш уçнă, çамрăк мăшăрсене те çырăнтарнă.

Тимофеевсен çемйине вара пуйăспа Свердловск облаçĕнчи Анат Тагил хулине виçĕ çуллăха ăсатнă. Камсем-ха вĕсем, айăпсăр айăпланнисем? Кил хуçи Ефим (1875 çулта çуралнă), арăмĕ Ирина (1873), ывăлĕсем Димитрийпе (1909) Иван (1916) тата кинĕ Вера (1909). Хĕрне Пăраскине ссылкăна каяс умĕн яла качча панă. Ун чухне вăл 16 çул çеç тултарнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна нуша кăтартас темен.

Ссылкăран таврăнсан та Тимофеевсем «кулак» ятран хăтăлайман. Ефим Тимофеевича Улатăр тĕрмине илсе кайнă. 1939 çулта ăна çак хуларах персе пăрахнă. Кĕçĕн ывăлĕ Иван Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Димитрий те фронтра пулнă. Вăл çапăçăва 1941 çулхи утă уйăхĕнче тухса кайнă. Яппун вăрçине те хутшăннă, çартан 1946 çулта çеç таврăннă.

Надежда Димитриевнăн ашшĕпе амăшĕ хастар çынсем шутланнă: колхозра та, кил-тĕрĕшре те тăрăшса ĕçленĕ. Ахальтен мар вĕсем ссылкăран таврăннă хыççăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă, пĕчĕк çеç çурт çĕклеме мехел çитернĕ.

Ефимовсем утмăлмĕш çулсенче ялта чи капмар çурт хăпартнă. Пуринчен малтан телевизор туяннă. Ĕçченлĕхе пула каллех лайăх пурăнма тытăннă. Ахальтен мар Вера Титовна чи малтан «Хисеплĕ колхозница» ята тивĕçнĕ. Димитрий Ефимовича та пуçлăхсем асăрханă: вăл пĕр вăхăт колхоз председателĕнче, ферма заведующийĕнче вăй хунă. Тимофеевсем ачисене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Ашшĕпе пĕрле Надя ачаранпах лашасем пăхнă. 4-мĕш класс хыççăн сысна ферминче ĕçленĕ, кайран ĕне сунă.

 

Улашка – чăн-чăн тус

Мĕн хистенĕ-ха ăна клуба юсама? «Эпĕ ун пирки тахçанах шухăшланă, – терĕ Надежда Димитриевна. – Юхăнса ларнăран чун ырататчĕ. Маччи йăтăнса анчĕ, алăкĕсем çĕрĕшрĕç, урайне хăйпăтса кайрĕç. Кино кăтартакан будкăна выльăх-чĕрлĕх кĕрсе çÿретчĕ. Унтан-кунтан саплакалаттăмăр, анчах усси çукпа пĕрех. Асатте-асаннерен, атте-аннерен юлнă хуралтă маншăн çав тери хаклă. Вĕсен ырă ячĕ халăхра пурăнать. Манăн та пурнăçра çакнашкал йĕр хăварас килет. Эпĕ ăна хама валли мар, халăх валли юсаттарнă».

Кивĕ çурта «сиплеме» кинемей тăватă тĕрлĕ кредит (200 пин ытла) илнĕ. Ку та çитменрен ĕнипе пăрушне сутма тивнĕ. «Эпĕ хальччен ĕне выльăхсăр пурăнман, – малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи. – Çынсем ирпе кĕтÿ хăваланине курсан татăлса йĕреттĕм. Çу каçипе канăç тупаймарăм. Çĕнĕ çул умĕн ĕнепе пăрушка туянтăмах. Каллех кредит илме тиврĕ. Каярахпа сурăхлă та пултăм».

Улашкапа (ĕнине çапла чĕнет) калаçса чунне йăпатать халĕ. Ку тăрăхра сĕте «Новый путь» хуçалăх пуçтарать: пĕр литрĕ 21 тенкĕ. Ял-йыша кашни вунă кунра укçа парать. Выльăх тытакансене икĕ тĕркем улăмпа, тырăпа тивĕçтерет.

Кредит тÿлеме халĕ Улашка та пулăшать. Ара, уйăхсерен патшалăха пилĕк пин тенкĕ памалла-çке, электроçутăшăн та тÿлемелле: клуб хальлĕхе ун вăйĕпе хутăнать. Кунсерен икĕ электрокăмака çунать унта. Çавна май тÿлев те самаях. 10 пин тенкĕ пенсипе пурăнакан кинемейшĕн çакă сисĕмлĕ. Унсăр пуçне кил-çурта та пăхса тăмалла, унтан-кунтан тÿрлетмелли тупăнсах пырать. «Манăн халех вилмелле мар, кредитпа татăлмалла», – тет кинемей шухăшлăн.

Шел, клуб çурчĕн хальлĕхе хуçи çук. Ăна никам та хăйĕн балансĕ çине илессишĕн çунмасть: ял тăрăхĕ те, район администрацийĕ те. Çакăншăн чунĕ ыратать ватă çыннăн. «Документсене йĕркелесе çитерме укçа çитĕ-ши? Хам çинех куçармалла пулĕ. Платниксем тытса ĕçлеттертĕм, вĕсене апат çитертĕм», – пăшăрханать ватă.

Клуба кĕрсе тухмасăр чăтаймарăм. Унăн ăш-чиккине юсаса çĕнетмех 30 пин тенкĕ расхутланă Надежда Димитриевна. Урайне линолеум сарнă, стенасене евроматериалпа хитрелетнĕ. Вăрăм саксем çинче – тĕрленĕ çи витти. Кунтах кĕнеке, хаçат-журнал пур. Сцена та илемлĕ. Çи-пуç улăштармалли пÿлĕм те пысăк.

«Маларах кÿршĕри Шĕмшеш çамрăкĕсем те килчĕç, – сăмах ваклать кинемей. – Вĕсен те клубĕ йăтăнса анать-çке. Музыка центрне ÿкерсе çĕмĕрнĕ хыççăн кĕртместĕп çамрăксене».

Вăл хăех клуб пуçлăхĕ те, тирпейлÿçĕ те, илемлĕх ертÿçи те. Ял-йышпа концерта хатĕрленеççĕ вĕсем. Ун валли купăс та тупнă.

 

Ĕмĕтсем, шухăшсем..

Валентина Димитриевна мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ача çитĕнтернĕ. Икĕ хĕрĕ, Эвелинăпа Валентина, аслă пĕлÿ илнĕ. Ывăлĕ Андрей Афганистанра хĕсметре тăнă. Тĕпренчĕкĕсем паянхи кун пурте ĕçлĕ, çемьеллĕ. Шел, упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

– Çак паттăрла ĕçе пурнăçлама ачăрсем хирĕç пулмарĕç-и? – ыйтрăм кăсăкланса.

– Пĕри те усал каламарĕ. Ывăл та ман шухăшпа килĕшрĕ, – пулчĕ хурав.

Тури Хурасанра 71 кил. Хальхи вăхăтра çурринче çеç çын пурăнать. Çулла вара чылайăшĕ хуларан яла куçать. Ял урамĕ те ача-пăчапа тулать. Лавкка çукки çеç ял-йыша самай чăрмав кÿрет. Малашне ăна тума палăртаççĕ. Çавăн пекех ял çынни кĕпер хывасшăн. Чăваш Сурăмне çити автобус çÿреттересшĕн. Совет саманинче асăннă яла кунне тăваттă хутланă вăл. Ку ыйтусем Надежда Афанасьевăна та кăсăклантараççĕ. Унсăр пуçне вăл аслашшĕ-асламăшĕн çырмари çăлĕсене тасатма шухăшлать.

Аслашшĕн çил арманне вăхăтра юсаса çĕнетейменшĕн пăшăрханать. Унран палăк музей уçма ĕмĕтленнĕ. Кунтах кафе йĕркелеме палăртнă. Шел, район ертÿçисем те, вырăнти тÿресем те ырă шухăша пурнăçа кĕртме мехел çитереймен. Аваллăх палăкĕ хуçасăр темиçе çул юхăнса ларнă. Халĕ вăл текех çук.

Тепĕр пысăк ĕç вăл – клуб çуртне пысăклатасси.

– Каллех кредитпа-и? – тĕлĕнсе ыйтрăм ватăран.

– Çук, ку хутĕнче унсăрах майлаштарăпăр, – терĕ Ленин орденне тивĕçнĕ хĕрарăм. – Манăн стройматериалсем пур.

73 çулти ватăран тĕлĕнме пăрахаймастăп. Тепри пулсан ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне те юсама васкамасть. Юхăннăскере пăта та çапмасть. Надежда Димитриевна вара ишĕлнĕскере ял халăхĕ валли çĕнетнĕ. Унра ыр кăмăллăх та, тăванлăх туйăмĕ те пысăк.

Валентина ПЕТРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.