Иркутск облаçĕнчи чăвашсем черетлĕ хутчен чикĕ леш енче пулнă савăнăçлă хыпар пĕлтереççĕ. Вĕсем Китайри Хулумбир хули çывăхĕнчи Хайлар провинцийĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери эрешсемпе тумсен фестивалне хутшăннă.
АПШра иртнĕ лингвистсен конференцийĕнче Александр Савельев чăваш чĕлхин историйĕ çинчен тухса калаçнă. Çакăн хыççăн чăваш чĕлхин ăслăлăхри витĕмĕпе наци юхăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ăсчахран Idel.Реалии интернет кăларăм ыйтса пĕлнĕ.
Нумай ачаллă çемьесене патшалăх çĕр лаптăкĕ уйăрса пама тытăннăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Унта çемье е çурт туса лартма, е дача пек усă курма, е хушма хуçалăх йĕркелеме пултарать.
Апат-çимĕç лавкки умне икĕ ачаллă хĕрарăм пырса чарăнчĕ. Пепкисенчен пĕри — кÿмере, теприне алăран çавăтнăччĕ вăл. Тăватă-пилĕк çулта теме пулакан ывăлне çывăракан йăмăкне асăрхама каласа хăварчĕ те шалалла кĕрсе çухалчĕ амăшĕ. Унччен те пулмарĕ — лавкка умĕнче парковка вырăнĕ хĕсĕккине пула пĕр çăмăл автомашина кÿмене ярăнтаркаласа тăракан арçын ачапа çуммăнах пырса чарăнчĕ. Вăл килнине курсан хайхи шăпăрлан шикленнипе айккинелле пăрăнма хăтланчĕ. Кĕрĕс-мерĕс урапаллă кÿме чалăшса кайрĕ, тайăлса ÿкмех пуçларĕ. Вăраннă хĕр пĕрчи çари! çухăрса сасă пачĕ.
— 1961 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ шăрăх килчĕ. Аннесем хĕрсех тырă выратчĕç. Хĕрарăмсем ачисене хире пĕрле илетчĕç. Урапа айне е кĕлтесенчен тунă хÿшĕ сулхăнне лартатчĕç. Аслăраххисем кĕçĕннисене ас тăваттăмăр. Эпĕ те ача пăхаттăм вăл кун.