Комментировать

14 Авг, 2017

Космонавтсен пурнăçĕ киленĕçе çаврăннă...

— 1961 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ шăрăх килчĕ. Аннесем хĕрсех тырă выратчĕç. Хĕрарăмсем ачисене хире пĕрле илетчĕç. Урапа айне е кĕлтесенчен тунă хÿшĕ сулхăнне лартатчĕç. Аслăраххисем кĕçĕннисене ас тăваттăмăр. Эпĕ те ача пăхаттăм вăл кун. Акă бригадир вĕçтерсе килни курăнчĕ. Хаваслă хăй. Аллипе хăлаçланни таçтан курăнать. Тем кăшкăрать. Пирĕн тĕле çитсен пĕр ачана пит çăмартинчен чуп туса çÿлелле ывăтрĕ, теприне... Мана та черет çитрĕ. «Чăваш космоса вĕçнĕ!» — кăшкăрать хăй. Халăх пĕр çĕре пухăнчĕ. Хĕрарăмсем савăнма та пĕлмерĕç-ха. Бригадиртан космонавт пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕç. Анчах радио хыпарланине хăлха хĕррипе çеç илтнĕскер нимех те калаймарĕ. Каç пуласса аран кĕтсе илтĕм — вăхăт ниепле иртмест. Киле таврăнсанах радио çывăхне вырнаçрăм. Андриян Николаев космоса вĕçнине урапа айĕнче ларса кĕтсе илтĕм çапла, — каласа кăтартать Петр Васильев.

 Йĕпреç районĕнчи Эйпеçре çуралса ÿснĕ, ĕмĕрĕпе Сыктывкарта строительте тăрăшнă чăваша тĕнче уçлăхĕпе, космонавтсемпе кăсăкланакан кашни çын пĕлет. Петр Иванович — паллă коллекционер. Космонавстсемпе çыхăннă кĕнекесен, маркăсен, паллăсен, медальсен, открыткăсен, сăн ÿкерчĕксен, хаçатри статьясен, теттесен... шучĕ те çук. Автографсем кăна 3 пине яхăн унăн. 100 ытла Раççей тата 30 яхăн ют çĕршыв космонавчĕсем алă пусса ятран саламланă ăна.

— Каярах радиопа уçлăха кам хăпарнипе пĕрлех хăш вăхăтра мĕнле тăрăхра космос карапĕ вĕçсе и р т н и н е к у р м а май пуррине пĕлтеретчĕç. Çанталăк уяр чухне юнашар вĕçекен икĕ çăлтăра пирĕн тăрăхран та асăрхама пулатчĕ. Терешкова карапне курма май килчĕ. Çапла çамрăксемпе урама тухса ларсан та пурте тÿпене т и н к е р е т т ĕ м ĕ р . Хаклине курасса шанаттăмăр-тăр, — Петр Ивановичăн пурнăçри пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çеç мар, кăмăл-туйăмĕ та асĕнчех.

Çапах та космонавтсен кун-çулĕпе кăсăкланасси ăçтан пуçланнă-ши? Ку истори те хăйне май питех те кăткăс.

— Пирĕн пионер отрячĕ Андриян Николаев ячĕпе хисепленетчĕ. Çиччĕмĕш класра чухне пĕрремĕш çур çулта вĕренессипе, дисциплинăна пăх ă н а с с и п е э п и р м а л а т у х р ă м ă р . Çĕнĕ çул çитсен, 1968 çулта, çакс е н е п ĕ л т е р с е Çăлтăрсен хулине Андриян Григорьевич ячĕпе çыру ятăм. К о с м о н а в т х у р а в п а р а с с а шанмарăм-ха. Вăл вăхăтра такам та çыру янă-çке, пурне те ăçтан хуравлăн? Çапах та шанчăка çухатмарăм. Почтăна кĕрсе час-часах кăсăкланаттăм: ман пата çыру пур-ши? Çур çултан хурав килчĕ. Питĕ савăнтăм. Почтальонсем те тĕлĕннĕччĕ.

Çыру вăрăмах та марччĕ. Лайăх вĕреннĕшĕн, ăна хисепленĕшĕн тав тунăччĕ. Малашне те тăрăшуллă пулма суннăччĕ. Унпа пĕрлех виçĕ открыткăпа сăн ÿкерчĕк те хунăччĕ. Пĕрин çине тăваттăн алă пуснăччĕ: Гагарин, Попович, Титов тата хăй. Ун чухне Юрий Гагарин вилнĕччĕ ĕнтĕ, шăпах темиçе уйăх маларах. Çапах та вăл алă пуснă открытка пурччĕ конвертра. Тен, шкула памалаччĕ пулĕ çак парнене... Каникулта пулнăран ун чухне çырăва та темиçе туса çеç кăтартрăм. Тĕрĕссипе, вĕрентекен мана кăштах ятланăшăн кÿреннĕччĕ, çавăнпах парне пирки шарламарăм-тăр /кулать -Авт./.

Саккăрмĕш класс хыççăн комсомол путевкипе Çурçĕре тухса кайрăмăр. Пĕррехинче юлташсемпе хупахра пухăннăччĕ. Шăпах унта ман пата çар пĕр летчикĕ пычĕ те: «Чĕлĕм туртиччен марка пуçтар», — терĕ. Эпир, чăваш ачисем, маркăсем пирки илтсех кайман. Вĕсене вара киоскра сутаççĕ-мĕн. Ĕç укçи илсен, чăн та, туянтăм вĕсене. Журнал та илтĕм. Çынсем вĕсене пухнине пĕлсе тĕлĕнтĕм те. Çапла эпĕ космонавтсемпе çыхăннă япаласене пĕчĕккĕн туянма пуçларăм. Кашни шалуран çĕнĕ маркăллă, кĕнекеллĕ пулаттăм. Ун чухне коллекци пухăп тесе пачах та шухăшламан. 20 çул марка çеç пуçтартăм.

1987 çулта пушăн 10-мĕшĕнче çуралнă ывăла Гагарина /вăл 9-мĕшĕнче çуралнă. — А в т . / хисеплесе Юра ят хутăм. Кун пирки пĕлтерсе каллех Андриян Григорьевич патне çыртăм, çиччĕмĕш класра янă çыру пирки те аса илтертĕм. Ун чухнехи открыткăсене упрайманшăн каçару та ыйтрăм. Эпĕ вĕсем чăнахах та çухалнă пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Ара, Коми тăрăхне тухса кайнă чухне парнене пĕрле илмен-çке. 1988 çулта тăван яла килсен Таиç аппапа /ама çури анне/ çав открыткăсем пирки сăмах пуçартăм. Вăл вĕсене тирпейлĕн арча тĕпне чикнĕ-мĕн. Парне пачах çухалман. Çав тери хĕпĕртерĕм.

Иккĕмĕш çырăва хуравланă май Николаев тÿрех посылка ярса пачĕ. Унта кĕнеке, сĕтелçи медалĕ, икĕ паллă чикнĕччĕ. Ун чухне манăн пухмачра маркăсем кăначчĕ-ха. Çак тапхăртан вара тĕрлĕ ытти япалана «куç хывма» тытăнтăм. Хамăн кĕнекене асăнмалăх алă пусмашкăн ярса патăм. Ăна тавăрнă май тата тепĕр паллă чиксе янăччĕ космонавт.

Андриян Гриорьевича çак парнесемшĕн тав туса çыру шăрçаларăм. Малашне космонавтсемпе çыхăннă япаласене çине тăрсах пуçтарасса каларăм. Пухсан-пухсан курав йĕркелесе космонавтсен сумĕпе чысне пропагандăлама шантартăм. Çапла пĕр-пĕрин патне çыру вĕçтересси йăлана кĕчĕ, — каласа кăтартать Петр Иванович.

Комире чăвашсем те йышлă пурăнаççĕ-çке. Космонавтсемпе çыхăннă музей вара — çук. Çапла Андриян Николаев космоса вĕçнĕренпе 30 çул çитнĕ ятпа Петр Васильев курав йĕркеленĕ, çынсене питех те савăнтарнă. Çакăн хыççăн куравсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Мĕн каласси, Сыктывкарти икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕ те музеях çаврăнса пынă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.