Комментировать

14 Авг, 2017

Пуян арăм

— Куля, кур-ха: ку майра сана килĕштерсе пăрахрĕ пулмалла, кун сиктерсе килме пуçларĕ вит... — раствор витри йăтса килекен йĕкĕте тĕртсе илчĕ Илле.

— Килĕштерсен пăрахмаççĕ ĕнтĕ ăна, Илле тете, — теме çеç пултарчĕ каччă. Кирпĕч хуракансем те, вĕсен пулăшуçисем те, подсобниксем ĕнтĕ кашни чăваш ăнланмалла каласан, урам енчи стенана купалакан Иллесем патне чупса килчĕç: суту-илÿ центрĕ тутарттаракан хуçан хĕрĕ «Тойота Прадо» машининчен мĕнле тухнине курса киленесшĕн пурте. Тĕнчери чи хитре пикесен конкурсне хутшăнмаллискер пулсан тем пекехчĕ-ха... Çук, тĕрĕс мартарах каларăм: мĕнле тухнине курнипе кулса киленесшĕн чăвашсем.

Хуçан хĕрĕ пĕвĕпе çÿллех мар. Мĕн çÿллех мар тесе вăлтап-ши? Пĕчĕккĕ ĕнтĕ. Сарлакине вара самай сарлака, тăваткал теме те пулать пит йĕкĕлтешесех килсен: сарлакăш те, тăршшĕ те пĕр пек кÿлепене геометрире тăваткал теççĕ-çке; йывăрăшĕпе вунă пăта çитеймест пуль те çичччĕшне çăмăллăнах таймалла, саккăр пулмасан-ха. Вăт çак «тăваткал» «Тойота Прадо» машинăран /хăй çÿрет вăл унпа, пассажир мар/ мĕнле кусаланса тухни, чăн та, питĕ кăсăк. Кулăшла курăнать аяккин-чен сăнакана.

— Куля, чăнах, мĕн çухалса каймалли пур? Тыт та авлан. Вара раствор витри йăтса нушаланмалла та пулмасть, — çынран мăшкăллас, кулас тесен чаракĕ çук вара аслăраххисен.

— «Тойота Прадо» машинăпа çÿрĕн...

— Лавкка хуçи пулса тăрăн...

— Пире те ĕçлеме илĕн, юлташсем тесе ытларах та тÿлĕн...

— Тен, тата та тумалла пулĕ-ха çĕнĕ лавккасем, вĕсене вара эс хăв пĕлнĕ пек тутарăн...

— Ачасем, Куля шухăша кайрĕ пулас, курăр-ха, нимĕн те шарламасть, — каллех тĕксе илчĕ Илле.

— Ара, хăвăр çăвар уçма памастăр та, — пурте шăпланнă самантпа усă курса юлас терĕ Куля. — Тен, вăл ман пата мар, Сергей патне килет-ха. Манах, пысăк та усăк хăлхаллăскере, чăпар питлĕскере, куç хывман пулĕ-ха хуçа хĕрĕ? Вĕсене, пуянскерсене, Сергей пек илемлĕ те яштака каччăсем кирлĕ: хитре тетте вырăнне. «Тойота Прадо» машина пек. “Акă манăн упăшка мĕнле маттур”, — теме.

— Э-э-э, Куля, эс Сергее çылăха ан кĕрт- ха, вăл авланнăпа пĕрех ĕнĕ, ăна ялта Олеся кĕтет, — калаçу çиппине урăх енне кукăртма парас мар терĕ Илле, çавăнпа та çийĕнчех «тÿрлетрĕ».

Сергей ку ушкăнра иккĕмĕш авланман каччă. Куляпа иккĕшĕ пĕр çултисемех вĕсем: пĕр класра вĕреннĕ. Илле тĕрĕс калать: унăн савнийĕ пур. Тăван ялта çеç мар, таврарисенче те пĕлеççĕ-тĕр Сергейпа Олеся варлă пулнине. Шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнă вĕсем, хĕр качча салтака ăсатса янă, кĕтсе илнĕ. Кĕçех туй пуласси те пурне те паллă, кунне çеç палăртман. Ашшĕ-амăш паян тесен паян хатĕр кĕреке пуçтарма. Амăшĕпе кăна пурăнакан Сергей вара кăштах тăхтас терĕ: салтакран килнĕ хыççăн укçа-тенкĕ ĕçлесе илес килет, туйне те çынла, хитре тăвасчĕ.

Сăнĕпе те, кĕлеткипе те Сергей, ÿстерсе каламастăп, пĕр-пĕр артистран кая мар: енчен киностуди кăритурĕпе утса иртес пулсан ăна режиссерсенчен хăшĕ те пулсан чĕнсе илетех хăйĕн фильмĕнче ÿкерĕнме. Ытти хĕр те куç хывман мар ăна, çак каччăн чĕрине хăй майлă çавăрас тесе мĕн кăна хăтланман-шутласа тупман-ши пикесем? Анчах йĕкĕтĕн пĕртен-пĕр юратăвĕ — Олеся. Çак чиперккене пулах Сергей хуçан хĕрĕ пирки пыракан йĕкĕлтевлĕ калаçăва та хутшăнаймасть: мĕншĕн тесен кирпĕч хуракансенчен пĕри — унăн пулас хуньăшĕ. Унран вăтанать каччă: тем лаплаттарса хурĕ те шухăшламасăр — тÿрре тух вара кайран.

Аçынсем ĕçе пикенчĕç, анчах Куляран кулма çаплах пăрахмарĕç-ха.

— Тĕрĕссине кала-ха, Куля, нивушлĕ «Тойота Прадо» машинăпа çÿрес килмест санăн?

— Машинипе килет-ха, — йышăнать каччă. — Анчах уншăнах çав мăнтăрккана качча илмелле-и? Эпĕ вăл машинăна луччă хам ĕçлесе илсе туянăп.

— Мăнтăр та мăнтăр тетĕн, эс мăнтăр хĕрарăм мĕнле лайăххине пĕлместĕн-ха. Тÿшек çинчи пек туятăн хăвна, шăмă купи çинче выртасси мар, — йĕплет те йĕплет Илле. — А ун пек машинăна эс ĕмĕрĕпе Мускава çÿресен те туянаймăн. Так штă шутла, Куля...

— Эх, Илле тете, мăнтăрĕ кăна мар вит- ха, куçĕ чалăшрах пăхать. Пĕринпе сана пăхать, тепринпе — кÿршĕне, пĕчĕк куçĕпе мăч-мăч мăчлаттарнинченех кулас килет, — аслă юлташĕн йĕплевне пĕр шÿтсĕр хуравлать каччă.

— Куля, мĕн тума кирлĕ сана хитре арăм? Эс ăна илем конкурсне яратăн-и? Серванта хитре савăт-сапа вырăнне лартатăн-и? Нуши мăй таран вĕсенчен – илемлĕ арăмсенчен. Шукăль тумланасшăн вĕсем, хăйсене алă çинче йăттарса çÿреттересшăн... Тата вĕсене ют арçынсем куçласшăн кастарса тăраççĕ... Кирлĕ-и сана кунашкал телей? — хăйĕннех перет Илле.

— Илле тете, сан хăвăн арăму мĕнле хитре, Люда инке паян та хĕр пекех çÿрет- ха. Апла тăк эс ху ма илемлине суйланă? — хирĕç тĕксе илме май тупăннăшăн хĕпĕртерĕ Куля.

— Çамрăк пулнă — ухмах пулнă. Эп сана вĕрентнĕ пек ăс паракан пулман мана, — те шÿтлет, те чăнласа калаçать асли. — Эс мĕн тетĕн, халĕ манăн чĕре хăй вырăнĕнче тетĕн-и? Шухăшланипе кăлттин- кăлттин тапать вăл: ăçта-ши халь ман хитре арăм, кампа-ши?

— Ай, çаптарать Илле... — лĕх-лĕх кулса илчĕ Олеся ашшĕ, Володя тете, — ĕçлĕр- ха атьăр, атту Куля чăн та авланса ярасах тейĕ, вара подсобниксăрах тăрса юлăн.

— Владимир Иванч, эп ун чухне ĕçлеместĕп ĕнтĕ. Евчĕ пулнăскере мана пĕр-пĕр должнăç тупса паратех ĕнтĕ Куля, — Илле те кулса илчĕ.

— Ак мĕнле иккен, эс ман çинчен мар, ытларах хăвăн çинчен шухăшлан... — каччă хăй те калаçăва тата тăсас кăмăллă-мĕн. — Сана должнăç пама мар, ку ĕçрен те хăваласа ярăп эп. Мана мăнтăр арăм тупса панине кашни самантра аса илтерсе тăрса чунăма ыраттарнă ан пултăр.

— Чи малтанах, мăнтăр мар — пуян арăм. Ăт ырă ту çынсене... — терĕ те Илле, малалла тем каласшăн пулчĕ, анчах ăна пÿлчĕç.

— Здравствуйте, — хуçа хĕрĕ /хуçа хĕрĕ те хуçа хĕрĕ тетĕп-ха тăтăш, Мадина ятлă вăл/ никам курман-сисмен хушăра виççĕмĕш хута хăпарса та тăнă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.