Килте ăсталамалли инкубаторпа кăсăклантăм. Туса пăхасшăн. Хур çăмартине хума та юрăхлă-ши вăл? Инкубатора хунă чăх çăмартине кунне миçе хутчен çавăрмалла, температура мĕнлерех пулмалла? Сывлăш нÿрĕклĕхĕ миçе процент кирлĕ?
Петр КОНСТАНТИНОВ.
Шупашкар районĕ.
Инкубатора чăх е хур çăмарти хурасси çăмарта хумалли лотокпа çеç çыхăннă. Хур çăмарти пысăкрах, лампочкăпа çăмарта хушши 17 сантиметртан пĕчĕк ан пултăр.
Мăян лебеда. Çак курăкăн темиçе тĕсĕ ÿсет пирĕн тăрăхра. Ăна ятарласа акса çитĕнтерме те кирлĕ мар. Пулăхлă тăпрара аван çитĕнекенскерне пахчасенче час-часах курма пулать. Çырма-çатрара, çул хĕррисемпе, çÿп-çап куписем çывăхĕнче те ÿсет вăл, çумкурăк тесе чылай чухне тăпăлтарса пăрахатпăр.
Мăяна авалтанпах апатра анлă усă курнă. Çамрăк ÿсен-тăрана яшкана янă, вĕрилесе йÿçеклĕхне кăларсан салата хушма аван. Ăна хĕл валли пуçтарса тăварланă, йÿçĕтнĕ, типĕтнĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче Раççей çар мухтавĕн кунĕсене халалланă «Астăвăмăн сÿнми çулăмĕ» форум иртрĕ. Ăна Ленинграда блокадăран ирĕке кăларнăранпа 73 çул, Сталинград çапăçăвĕ пулнăранпа 74 çул çитнине халалланă. Тĕлпулăва çак хуласене хÿтĕленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеран-фронтовикĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннисем, хулари ветерансен союзĕнче тăракансем, вĕренекенсемпе студентсем хутшăнчĕç.
«Çĕр çинчи çынсем туслă пурăнсан пур çĕрте те мирлĕ пурнăç пулĕччĕ, хирĕçÿ-харкашупа ăнланманлăх валли вырăн пулмĕччĕ», — теççĕ уйрăлми туссем Милена Петровăпа Аня Михеева пĕр-пĕрин çине ăшă йăл кулăпа пăхса.
Нумай пулмасть студентсен 1-мĕш общежитийĕнче «Татьянăсен кунĕ» конкурспа вăйă каçĕ иртрĕ. Ăна общежитири судентсен совечĕ, Надежда Александровна Андреева, Валентина Ильинична Егорова тата Валентина Владимировна Калюканова воспитательсем йĕркелерĕç.
Чăваш çынни çĕр пин юрă çĕршывĕнче пурăнни хăех темĕнле асамлăх тĕнчин хăйнеевĕр ÿкерчĕкне куç умне кăларать. Чăваш уявра кăна мар, ĕçре те юрланă, ачи-пăчине уралантарнă чухне те пепкине унпа «ачашланă», хăйĕн хуйхи-суйхине юрă кĕвĕ-çемминче пусарнă… Ахальтен мар мĕн авалах ваттисем «Лайăх юрă кулач çине пыл сĕрсе çининчен те ирттерет», — тесе каламан пуль çав.
Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕ иртнĕ çулла «Чăваш Енри писательсен порт-речĕ» пултарулăх проектне вăя кĕртрĕ. Проект парт-нерĕсем — «Хыпар» Издательство çурчĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш наци библиотеки, Чăваш Республикин ача-пăча библиотеки.
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ — юратакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ кун. Çак уявра кашниех савнинчен парне кĕтет: чечек çыххи, шăккалат, «валентинка»… Хăшĕ-пĕри чун варлине хăйне евĕр парнепе тĕлĕнтерсе çак уява яланлăхах асра хăварма тăрашать. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене кăçал Юратакансен кунĕнче мĕнпе тĕлĕнтернĕ-ха? Вĕсен савăнăçĕпе сире те паллаштарар. Малалла вулас...