Нимĕнле лару-тăрура та çухалса каймаççĕ
Нумай пулмасть студентсен 1-мĕш общежитийĕнче «Татьянăсен кунĕ» конкурспа вăйă каçĕ иртрĕ. Ăна общежитири судентсен совечĕ, Надежда Александровна Андреева, Валентина Ильинична Егорова тата Валентина Владимировна Калюканова воспитательсем йĕркелерĕç.
Иккĕмĕш курсра вĕренекен Владимир Прокопьевпа Станислав Андреев ыттисем валли конкурссемпе вăйăсем хатĕрленĕ, Сергей Есенин сăввисене те илемлĕн вуларĕç вĕсем. Кăрлач уйăхĕнче техникумран вĕренсе тухакансене ырă кăмăллăх, юрату, пур çĕрте те ăнăçу, тĕллевсене пурнăçлама чĕререн сунчĕç.
«Кам ларса ĕлкĕреймест, çав тухса ÿкет», «Бананпа апельсин çисе яр», «Камăн астăвăмĕ лайăхрах?» тата «Юратнă число» вăйă-сем питĕ килĕшрĕç пире. Чи хастаррисем те маттуррисем Иван Бойкин, Александр Волков, Александр Стенькин, Роман Филиппов, Сергей Осипов, Сергей Ершов пулчĕç. Вĕсем хаваспах хутшăнчĕç çав унта, çавăнпа çĕнтерчĕç те. Анчах пĕлтерĕшли акă мĕн: пирĕн пултарулăх ыттисене те савăнăç кÿрет, кăмăла çĕклет, апла — тĕнчене те кăштах лайăхлатать. Çакна ăнланса илтĕмĕр эпир.
«Халăх инструменчĕсен оркестрĕ» конкурсра студентсем хăйсен хăйнеевĕр ансамбльне йĕркелерĕç çеç мар, такмаксем те шăрантарчĕç. Музыка инструменчĕсем вырăнне — кил-çуртра усă курмалли хатĕрсем. Сăмахран, шăпăр — гитара, кастрюль хупписем — çапса каламалли инструмент, пластик кĕленчесем — параппан тата кашăксем. Ятарлă музыка хатĕрĕ çукки çамрăксене кĕвĕ калама пĕрре те чăрмантармарĕ.
Çапла, пирĕн тантăшсем чăн-чăн студентсем пулнине кăтартса пачĕç. Хаваслă, çĕкленÿллĕ кăмăллă, вăй-хал тапса тăрать вĕсенче. Маттурсем! Конкурс ертÿçисен заданийĕсене хăвăрт пурнăçларĕç.
Пур вĕренекене те çакна сунатпăр: студент пурнăçĕ хаваслă самантсенчен пуян, çутă, интереслĕ пултăр! Вĕренÿри çитĕнÿсем кунсеренех савăнтарччăр.
Иван БОЙКИН,
Рудольф СМИРНОВ,
«Çамрăк журналист»
кружок членĕсем.
Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕ.