Çăмартана миçе çавăрмалла?

16 Фев, 2017
Килте ăсталамалли инкубаторпа кăсăклантăм. Туса пăхасшăн. Хур çăмартине хума та юрăхлă-ши вăл? Инкубатора хунă чăх çăмартине кунне миçе хутчен çавăрмалла, температура мĕнлерех пулмалла? Сывлăш нÿрĕклĕхĕ миçе процент кирлĕ?
Петр КОНСТАНТИНОВ.
Шупашкар районĕ.

Инкубатора чăх е хур çăмарти хурасси çăмарта хумалли лотокпа çеç çыхăннă. Хур çăмарти пысăкрах, лампочкăпа çăмарта хушши 17 сантиметртан пĕчĕк ан пултăр.

Инкубаторти температура 37,6-37,8 градус пулмалла. 38,2 градусран вĕрирех пулсан çăмартари чĕпĕ тĕрĕс аталанаймасть. Чăх çăмарти хурсассăн вĕсене малтанхи 10 кунра 3-4 хутчен çавăрмалла, 19-мĕш куна çитиччен кунне 2 çавăрсан çитет, юлашки 2-3 кунра çăмартасене пачах та çавăрмалла мар.

Малтанхи вăхăтра инкубаторти нÿрĕклĕх 60-75% пулмалла, 19-мĕш кунран — 75-80%.

Çăмартасене инкубатора пуклак енне çÿлелле туса е аяккăн хумалла. Вĕсене вăхăт-вăхăт уçăлтармалла. Кунне икĕ хутчен 5-шер минут инкубатор хупăлчине уçă тăратмалла. Çăмартасене алăпа çавăрни те уçăлтарниех пулĕ. 6-мĕш, 14-мĕш кунсенче çăмартана çутăпа тĕрĕслемелле. Чĕпсĕр /тăрă/ çăмартасем малтан хунă пекех çутă, шалти сарри те лайăх курăнса тăрать. Вĕсене илмелле. Иккĕмĕш хут çутатнă чухне пăсăлнă çăмартасене суйламалла.

Хур çăмартисене те кунне 3-4 хутчен çавăрмалла, 8-мĕш кунран уçăлтарма пуçламалла, малтан — 5 минут, кунсерен 4-5 минут ытларах тытмалла. 14 кунран уçăлтарăва 40 минута çитермелле. Çăмартасене инкубатортан кăларма юрать, каялла хунă чухне ăшă шывпа пĕрĕхмелле. Хур çăмартине 10 кунран овоскоппа тĕрĕслемелле. Иккĕмĕш хут — 27 кунран, çăмартасене çавăрма пăрахмалла, хур чĕппи 29-30 кунран тухать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.