Сысна хыçкалансан
Сысна хыçкаланнин сăлтавĕ темиçе. Пыйтă ернĕ тăк ăна ахаль куçпах курма пулать. 5 мм яхăн сарăрах сăрă, лапчăк, ÿт çумне çыпăçса тăрать вăл. Чĕрчун тирне сăмсипе шăтарса юн ĕмет. Ытларах сыснан хăлхи таврашĕнче, аякĕсем, пĕçĕсем хушшисенче пулать. "Хуçинчен" уйăрсан пыйтă пĕр эрнене яхăн пурăнать, шывра — 2 талăк. Пыйтă талăкра 3-7 шăрка сапать, ăна сысна шăрчĕ çумне çыпăçтарса хурать. 4-5 кунран шăркаран пыйтă тухать, 12-15 кун тĕлне ÿссе çитет, хăй шăрка хума пуçлать. Пыйтă пĕр уйăх пурăнать, çав вăхăтра 50-100 шăрка хурать.
Сыснана пыйтă тепĕр чĕрчунран тата вăл пурăнакан вырăна тăкăннă пулсан ерет. Хĕллехи вăхăтра вăйлăрах ĕрчет.
Хыçкаланать тăк сыснана тимлĕ тĕрĕслемелле, пыйтă асăрхасан сиплемелле.
Сиплев препарачĕсем: севин суспензийĕ, креолин-х, 0,5% циодрин эмульсийĕ т.ыт. Суйланă препаратпа сыснана пĕрĕхмелле е пусма таткипе йĕпетмелле, çулла икĕ-виçĕ хутчен, 10-12 кун сиктерсе, хĕлле 14-18 кун сиктерсе сĕрмелле. Тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла.
Тепĕр сăлтав — кĕçĕ сăвăсĕ /саркоптоз/. Вăл сысна тирĕнче юн ĕмсе пурăнать, унтах ĕрчет те. Вăл вĕтĕ, çур миллиметра яхăн. Кĕçĕллĕ вырăн хытса кушăрхать, лĕкĕленет. Пĕр сăвăс ами кунне 20-30 çăмарта хурать, унтан икĕ эрнере сăвăс тухса çитĕнет те ĕçчеме пуçлать. Нÿрĕк çĕрте чир вăйлă сарăлать. Чĕрчунран уйăрнă сăвăс 10 куна яхăн пурăнать.
Кĕçĕ ернин палли — сысна хыçкаланать, хăшпĕр тĕлсем кĕсенленсе каяççĕ, хĕрелсе тăраççĕ. Çак паллăсене асăрхасан чĕрчуна ветеринара кăтартмалла, сиплемелле.
Сиплев. Амитразин е ивермектин, е креолин-х препаратсем юрăхлă. Валашкасене, витене дезинфекцилемелле. Чĕрчуна эмелпе икĕ эрне сĕрсе тăмалла. Сиплев курсĕ хыççăн та чĕрчуна сăнасах тăмалла.
Комментировать