Архив - 15 Июл, 2016 - Хыпар

15 Июл, 2016

«Хĕрÿллĕ» тавăру

Арçынсем машина лартмалли вырăншăн тытăçаççĕ

Шупашкарти вузсенчен пĕрин студентки çав кун килне, Çĕмĕрле хулине, таксипе таврăннă. Нумай хваттерлĕ çурт картишĕнче пĕр машинăна вут-çулăм ярса илнине курах кайнă. Студентка пĕр тăхтамасăр пушара сÿнтерме ыткăннă. Хăйĕн автомобилĕ çук-ха, анчах ашшĕн опытĕнчен транспорт хатĕрне юсасси питĕ тăкаклине лайăх пĕлет вĕт.

15 Июл, 2016

Шăпăр кун-çулĕ

Икĕ пин çул каялла никĕсленнĕ пирĕн халăхăмăрăн музыка культури.

XIX ĕмĕр варринче чăвашсен пирвайхи писателĕ тата этнографĕ Çĕпритун Янтуш /С.Михайлов/ чăваш музыки çинчен çырнă статьяра шăпăр чăвашсен чи авалхи музыка инструменчĕ пулнине, чăвашсем шăпăрçа асамçă вырăнне хурса хисепленине палăртать. Н.Егоров çапла çырать: «Авалрах чăвашсем кирек мĕнле вĕрсе каламалли музыка инструментне те «шăпăр» тенĕ иккен. Каярахпа кăна «шăпăр» сăмах халь эпир пурте пĕлекен икĕ кĕпçеллĕ, какăрлă та хăмпăллă музыка инструменчĕн ячĕ пулса тăнă. Апла тăк шăпăрсен несĕлĕсене унăн кÿлепине пăхса мар, ятне кура шырамалла».

15 Июл, 2016

Таланцевсен тăхăмĕсем - Етĕрнере

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Етĕрнене ку тăрăхри паллă меценатсен тăхăмĕсем — Зиновий Таланцевăн мăнукĕ Ксения Безменова тата унăн ачисем Варварăпа Константин — килсе кайнă. Зиновий Таланцевăн ячĕ Етĕрне тăрăхĕнче паян та пысăк хисепре.

15 Июл, 2016

Владимир Викторов: Кашни микрорайонтах поликлиника, шкул, ача сачĕ пулмалла

— Владимир Николаевич, эсĕ пурнăçăн чăн çулĕпе утни, çынри пахалăхсемпе хамăрăн, чăвашсен, йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнни çинчен ĕçтешĕрсенчен, юлташăрсенчен эпĕ пĕрре кăна мар илтнĕ, халĕ те илтетĕп. Вĕсем каланисенчен мана «Викторов питĕ тĕплĕ çын» тени уйрăмах кăмăла ларчĕ, чĕрем çине пĕр кашăк услам çу хунăнах туйăнчĕ. Кала-ха, çак тĕплĕлĕх мĕнрен е камран йăл илсе тымарланнă?

— Аттепе аннерен. Хамăрăн йăхран.

Страницы