«Хĕрÿллĕ» тавăру

15 Июл, 2016

Арçынсем машина лартмалли вырăншăн тытăçаççĕ

Шупашкарти вузсенчен пĕрин студентки çав кун килне, Çĕмĕрле хулине, таксипе таврăннă. Нумай хваттерлĕ çурт картишĕнче пĕр машинăна вут-çулăм ярса илнине курах кайнă. Студентка пĕр тăхтамасăр пушара сÿнтерме ыткăннă. Хăйĕн автомобилĕ çук-ха, анчах ашшĕн опытĕнчен транспорт хатĕрне юсасси питĕ тăкаклине лайăх пĕлет вĕт.

Таксист вара çак самантра пушар хуралне шăнкăравланă. 14-мĕш ВАЗа сÿнтернĕ хыççăн МЧС специалисчĕсем автомобилĕн хуçине тĕлĕнтерсех янă: транспорт хатĕрне такам ятарласа чĕртнĕ иккен. Эппин, малалли, айăплине тупасси — полици ĕçĕ.

Пăтăрмах вырăнне тĕпченĕ май Çĕмĕрле полицийĕн оперативникĕсем çуннă машинăран инçех те мар лартнă тенкел патĕнче пушă сăра кĕленчисем выртнине асăрханă. Апла тăк çĕрле кунта темле ушкăн сăйланнă. Кĕленчесене илнĕ, экспертсем тĕпченĕ. Унти пÿрне йĕрĕсем тăрăх хайхи ушкăнри çынсене тупса палăртнă та.

Владимир Вушняков следователь каланă тăрăх — машинăна чĕртнĕ тесе шутлакан çынсенчен пĕри шăпах çав «сăра юратакансен» йышĕнче пулнă. Картишĕнче хăмлаллă шĕвеке кăмăллăн ĕçсе ларнă май çывăхри çуртра пурăнакан арçын тусĕсене инçех мар ларакан çăмăл машина çине тĕллесе кăтартнă. Вăл унăн хуçипе ятлаçса та йăлăхнă имĕш. Çулланнă çынна ют вырăна ан йышăн тесе пĕрре кăна мар каланă, анчах лешĕ ниепле те ăнланасшăн мар иккен. Йĕкĕлтешсе «санăн вырăну тăк — карта тытса çавăр!» теме те хăйнă.

Ушкăнри çамрăксенчен пĕрне мучи хăйĕн юлташне çапла кÿрентерни килĕшмен: «Апла тăк ăна вĕрентсе илмелле!» Вăрах шухăшласа тăмасăр вăл «ют вырăнта» ларакан машина патне утнă. 14-мĕшĕн «дворникĕсене» вĕçертсе илнĕ. Тусĕсем унăн çак хăтланăвне ырламан-ха, ятласа та илнĕ. Анчах лешĕ вĕсен сăмахне хăлхана чикмен. Çийĕнчен сăра пĕтсен ушкăнпах тепре лавккана кайма хускалсан вăл ВАЗ-2114 патне таврăннă, хут чĕртнĕ те ăна транспорт хатĕрĕн малти сулахай кустăрми айне пăрахнă...

Тĕпчеве вĕçленĕ май следователь шар курнă çынпа тепре тĕл пулнă. Çулланнăскер кÿршипе парковкăри вырăншăн урлă пулнине çирĕплетнĕ. Анчах совет саманинче воспитани илсе çитĕннĕскер çапла кăштах ятлаçса илнĕшĕнех машинăна чĕртсе яма пултарнине ниепле те ĕненесшĕн пулман. Автомобиль юсавĕ самай хакла кайса ларнă — 160 пин тенкĕлĕх. Кузова реставрациленисĕр пуçне машинăна сÿнтернĕ чух сиенленнĕ электропроводсене те тĕпрен улăштарма тивнĕ вĕт. Айăпланакан сиене туллин саплаштарма шантарать. Ют пурлăха ятарласа тĕп тунăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе суда тишкерме панă.

Шел те, çыннăн транспорт хатĕрĕ тавăру объекчĕ пулса тăнă тĕслĕхсем юлашки вăхăтра çине-çинех. Вăрмар поселокĕн 27 çулти çамрăкĕ те тавăру çулĕ çине тăнă. Савнине кĕвĕçнĕ те — унпа хирĕçнĕ хыççăн хĕрĕн ашшĕн автомобильне вут чĕртнĕ. Юрать-ха, вут-çулăм вăй илсе ĕлкĕреймен. Кÿрши çĕрле урама пирус туртма тухсан пушара асăрханă, хуçине чĕнсе кăларнă. Иккĕн пĕрле машинăна часах сÿнтернĕ. Çапах транспорт хатĕрĕ пурпĕр самаях сиенленнĕ — 15 пин тенкĕлĕх.

Полицейскисем вара преступлени пулнă вырăнта çунакан шĕвек юлашкиллĕ пластик савăт тупнă. Вăрмар полицийĕн следователĕ Сергей Корнилов пĕлтернĕ тăрăх — айăплине преступлени тунă хыççăн талăк иртичченех тупса палăртнă. Маларах та судпа айăпланнă кĕвĕç каччă тунса тăман — пĕтĕмпех йышăннă.

Ольга ПАВЛОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.