Владимир Викторов: Кашни микрорайонтах поликлиника, шкул, ача сачĕ пулмалла

15 Июл, 2016

— Владимир Николаевич, эсĕ пурнăçăн чăн çулĕпе утни, çынри пахалăхсемпе хамăрăн, чăвашсен, йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнни çинчен ĕçтешĕрсенчен, юлташăрсенчен эпĕ пĕрре кăна мар илтнĕ, халĕ те илтетĕп. Вĕсем каланисенчен мана «Викторов питĕ тĕплĕ çын» тени уйрăмах кăмăла ларчĕ, чĕрем çине пĕр кашăк услам çу хунăнах туйăнчĕ. Кала-ха, çак тĕплĕлĕх мĕнрен е камран йăл илсе тымарланнă?

— Аттепе аннерен. Хамăрăн йăхран.

— Эсир, Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснисем, йăла-йĕркене, тăван чĕлхене упраса пурăнас, хаклăхсене килес ăрусем валли хăварас тĕлĕшпе ытти районсенчен палăрмаллах уйрăлса, çутă тĕссемпе çуталса тăратăр. Эпĕ кăна мар, республикăри пĕтĕм халăх çакăнпа килĕшсе алай тăвать. Мĕнлерех хăватсем сана витĕм кÿреç­çĕ: кĕрпеклĕ хура çĕр-и, çеçенхирти евĕр уçă сывлăш-и, ламран лама куçса пыракан ăс-тăн хăвачĕ-и? Е пачах урăх, эпир тумитлесе çитерме пултарайман вăй-и?

— Аваллăхри ырă пулăмсене мĕн ачаран ăша хывса пурăннăран. Атте-аннен, тăван-пĕтенсен вĕренĕвĕсене пуç тавра кăшăлласа пынăран. Хамăрăн йăла-йĕркене аслисем çирĕп тытса пурăннине витĕр курса тăнăран. Мăн асаттесемпе мăн асаннесен чĕлхине килес ăрусем валли те упраса хăвармаллине ăнланнăран.

Авал-авалтанах килекен йăласем, уявсем Елчĕк тăрăхĕнче сыхланса юлнă çеç мар, кулленхи пурнăçра усă куратпăр, пуç тайса, кĕрекене ларса сума-сăватпăр.

Елчĕк тăрăхĕнче сатур та пултаруллă ентешсем— çĕр, выльăх-чĕрлĕх, сывлăх сыхлавĕн, культура ĕçченĕсем, писательсемпе поэтсем, юрăçсем, художниксем... — нумай-нумай тухнăран, талантлă пулнăран хĕпĕртетĕп. Паллах, патак чиксен те патак чĕрĕлекен кăпăшка хура тăпраран, хăйма пек çăра та сиплĕ сывлăшран, тинĕс пек хумханакан тырă пуссисенчен, вун-вун çул хушши çĕр тĕпĕнчен тапса тухакан Патрекел çăлкуçĕнчен хавхаланса пурăнма хăват илетĕп.

— Ачалăхпа çунатлă çамрăклăху патне каялла таврăнса мана яланах кăсăклантарнă ыйтăва уçăмлат-ха: йăла-йĕркери хăш пулăм е уяв санăн чĕрÿнте ĕмĕрлĕхех хывăнса юлнă? Чи илĕртÿлли, хăна-вĕрле пуçтарса е кил-йышпа кĕрекене ларса çулсеренех палăртаканни хăшĕ?

— Вĕсем чылай. Çапах та ратнесемпе, ачасемпе пĕрле пуçтарăнса кĕрекене ларса калаçни, çут тĕнчерен уйрăлнисене аса илсе хисеп туни, унтан чăваш юррисене шăрантарни, чăваш ташшине саккăрла çаптарни нимрен те паха — вăл вĕт хăйнеевĕрлĕ воспитани: ачасене, ачасен ачисене ăша хывмалли, çак йăла-йĕркене малалла тăсмалли тĕслĕх. Унсăр пуçне ратнесем патне Мăнкунра килсерен çÿрени чун-чĕрене çĕклентерет. Унта пĕтĕмпех йăла-йĕрке культури, чăваш культурин иксĕлми пархатарĕ, капашлă палăкĕ.

— Владимир Николаевич, эсĕ çынсене питех те кирлĕ профессисенчен пĕрне — халăх сывлăхне упраканăн-сиплекенĕн пархатарлă ĕçне — суйласа илнĕ. Кала-ха, сывлăх сыхлавĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăру Чăваш Енре еплерех?

— Вунă çул каяллахипе танлаштарсан — улшăнусем курăмлă. Çакна «Сывлăх» наци проекчĕ, унтан тытăма модернизацилени çав тери витĕм кÿчĕ. Астăватăн ĕнтĕ, компьютер томографийĕ тума та Мускавах каймаллаччĕ. Халĕ вăл кашни больницăрах пур. Пысăк ăсталăхлă сиплеве Мускавра е чикĕ леш енче кăна тума пултараççĕ текен шухăшлав кивелсех пырать. Юлашки виçĕ çулта пĕтĕм çынна диспансеризаци ĕçне явăçтарнă. Çакăн валли 800 миллион тенкĕпе усă курнă. Кăтартăвĕ лайăх: чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе вилесси 14 процент чакнă, онкологи чирĕсене маларах тупса палăртасси 7 процента çити ÿснĕ. Çавна май çĕр-çĕр çынна упраса хăварнă. Кăçалхи авăн уйăхĕнче онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусĕ уçăлмалла. Унта 200 яхăн ĕç вырăнĕ йĕркеленет, операцисен шучĕ çулталăкне 12 пин таран ÿсмелле. Халăха кирлĕ ырă улшăнусене çырса пĕлтерме хаçат лаптăкĕ те çитмĕ — вĕсем вун-вун.

— Аптекăсенче йÿнĕ эмел тупмашкăн питĕ хĕн. Сăлтавĕ паллă — эмел туса кăларакан предприятисем йÿннипе, услам паманнипе аппаланасшăн мар. Çак лару-тăруран тухмалли çула ăçта тата мĕнре куратăн?

— Ку тĕлĕшпе лару-тăру кĕçех лайăхланĕ — патшалăх ертÿçисем предприятисемпе заводсене хамăрăн эмелсене туса кăларма хушу панă. Çакăн валли укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли ятарлă программа пулĕ.

— Совет самани вăхăтĕнче халăх медицинине çул паман, ăна тĕшмĕшлĕх вырăннех хунă. Унтанпа патшалăх медицини темиçе хут вăйланчĕ, хăватлăланчĕ. Апла пулин те хавшасах çитнисем, ним тăвайман енне, халăх сиплевĕпе аппаланакансем патнех çул тытаççĕ, йывăр чире вĕсем çĕнтерессе шанаççĕ. Ку феномен пирки мĕн каланă пулăттăн?

— Асăннă çынсем патне хăçан каяççĕ? Кирлĕ пулăшăва е сиплеве патшалăх поликлиникинчен илеймесен. Ытларах ялтисем çÿреççĕ. Çÿренĕ темелле-тĕр. Мĕншĕн тесен ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем 100 уçăлчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес виçĕ çулта тата 50 пункт тумалла терĕ. Тĕрĕс ĕнтĕ — вырăнта пулăшу панине нимĕн те çитмест.

— Владимир Николаевич, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тĕп врачĕнче эсĕ чылай çул ĕнтĕ ĕçлетĕн. Маларахрипе хальхи ĕç-хĕлĕре мĕнле хаклатăн: лайăххи, ырри, пахи мĕн-мĕн пулчĕ? Сирĕн тытăмра миçе филиал? Вĕсене хăватлă, Европа шайĕнчи оборудованипе тивĕçтерме санкцисем чăрмантармаççĕ-и?

 
ЦИТАТА
"Чăваш Ен — сывă регион! Эпир халăха хăйĕн сывлăхĕ çине пысăк яваплăхпа пăх ма кирлине ăша хывма пулăшатпăр".
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

— 2005 çулта пирĕн 4 поликлиникăччĕ. Халĕ — 8. Кăçал 9-мĕш уçăлать. Оборудованисем чаплă. Тĕнче шайĕнчи технологисем пуринче те пур. Сăмах май, шăл сиплеме тата лартма çынсем Мускавран та килеççĕ. Санкцисене пăхмасăр çыхăнусене анлăлататпăр. Тĕслĕхрен, пирĕн республикăра стоматологи установкисем кăларакан завод тума итальянсемпе калаçса татăлтăмăр. Çурла-авăн уйăхĕсенче вĕсем тепĕр хут килеççĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан завод пирĕн патра прописка илĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç. Вулакансене пĕлме: кун пек завод хальлĕхе Раççейре те çук.

— Кала-ха, сирĕн тытăмра миçе çын ĕçлет?

— Пин çын.

— Мĕнле ĕлкĕретĕр?

— Чи кирли — виçĕ заместителе лайăх ĕçлеттермелле. Вĕсем тивĕçлĕ шайра тăрăшсан — ыттисем те çанă тавăрса вăй хураççĕ.

— «21-мĕш ĕмĕрте ахаль шăлпа мар, «тимĕрпе» çÿремелле», — терĕ нумаях пулмасть сирĕн патра ĕçлекен специалистсенчен пĕри. Шухăшĕ аванах-ха та, анчах лайăххисене лартас тесен шăл хушшине нимĕн хумасăр икĕ-виçĕ çул пурăнма тивет. Хаçат вулакансем пĕлесшĕн: мĕншĕн хаклă? Ăçтан, мĕнрен пуçтарăнать çав хак?

— Материалтан /чĕртавартан/ тата доллар ÿснинчен килет. Материалăн 90 проценчĕ ют çĕршывăн. Малашне аплах пулмĕ — Раççей промышленноçĕ шăл лартма кирлĕ материалсем кăларма вĕренсе çитĕ. Вара хак та чакĕ. Каласа хăварам: кĕмĕл çитмесен ăна уйăхсерен татса памалли меслетпе усă курма май пур. Ку мел çынсене килĕшрĕ.

— Уйăх каялла-ши, ĕçсĕр тăрса юлнă арçынпа калаçма тÿр килнĕччĕ. Хăй çав-тĕр хытанка. Унтан та ытла — çăварĕнче икĕ асав шăлĕ кăна юлнă. «Укçа çук, шăл ларттараймастăп. Яла кайса пĕр-пĕр чăх е хур вăрласа тĕрмене лекес мар-ши, унта шăлсене тÿлевсĕрех лартаççĕ тенине илтнĕ», — терĕ çакскер. Чăнах та çапла-им?

— Унта мĕнле лартнине калаймастăп. Кăсăкланман. Вăрласси пирки мар, ĕçе вырнаçасси пирки шухăшламалла унăн. Ĕçпе тивĕçтерекен службăра çĕр-çĕр ваканси. Тĕрĕссипе, ĕçлесех текен çын валли ĕç яланах пур.

— Шăлсене мĕн ачаранах упрас, вăхăтра сиплес шăл культури Раççейре çаплах йĕркеленсе çитеймерĕ. Германире вара, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ку енĕпе тирпейлĕ ĕçлеççĕ. Палăртнă кунра тĕрĕсленме килмесен штраф пама та пултараççĕ. Çын сывлăхĕшĕн авă мĕнле тăрăшаççĕ нимĕçсем. Халĕ хускатнă ыйту пирки мĕн каланă пулăттăн, Владимир Николаевич?

— Тен, пурте пĕлмеççĕ: ку енĕпе эпир нумай ĕçлетпĕр. Шупашкарта «Волонтерсен юхăмĕ» виççĕмĕш çул ĕнтĕ пысăк мероприятисем йĕркелет. Студентсем, шăл тухтăрĕсем шкулсене, садиксене кайса шăлсене мĕнле тасатмаллине тĕплĕ вĕрентеççĕ. Ача сачĕсенчисене тĕрĕслеме кайма виçĕмçул пилĕк миллион тенкĕ тăракан ятарлă автобус туянтăмăр. Çÿретпĕр, тĕрĕслетпĕр, вĕрентетпĕр, ашшĕ-амăшĕ валли буклетсем паратпăр. Сывă ăру ÿстерес тесен ачасемпе ĕçлемелле, ашшĕ-амăшĕпе тата тухтăрпа пĕрле ĕçлемелле.

— Юрий Скворцовăн «Тухтăр патĕнче» калавĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «... табак туртни, эрех ĕçни, вăрлани — çынна пĕр пекех пĕтереççĕ». Тĕрĕсех-ши, пĕр пекех-ши? Манăн шухăшăмпа — вăрлани чылай пакăçрах. Çын вĕт хăйĕнне мар, тепринне е патшалăхăнне вăрлать.

— Кирек камăн та саккунсене пă­хăнса пурăнмалла. Çыннăнне, патшалăхăнне вăрласа нихăçан та малалла каяймастăн. Хăвăн пур­­­­нăçна çеç аркататăн: хăçан та пул­сан пурпĕр çакланатăн. Сигарет туртса, эрех ĕçсе хăвăн сывлăхна хавшата­тăн. Çитменнине, укçа тÿлесе тата. Çавăнпа та сиен кÿрекен япаласем пирки те ача чухнех каламалла.

— Тĕлĕнме пăрахаймастăп: хăрушă тăшмана, фашистла Германие, çĕнтерме пултарнă çĕршыв коррупцие çаплах çĕнтереймест. Унăн наркăмăшлă тымарĕ патне çитме пире мĕн чăрмантарать?

— Пĕтĕмпех çынран килет. Паянхи саманара вăрламасăрах, çаратмасăрах лайăх пурăнма пулать.

— «Чăваш Енре кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен уйăхра 3-4 пин çын тулаша ĕçлеме каять. Республикипе 100 пин çын», — тенĕччĕ пĕлтĕр аграри социологĕ Иван Ильин. Сăлтавĕ паллă: çемйисене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес тĕллевпе арçынсем тĕрлĕ региона кайса пилĕкĕсене аваççĕ. Ку аван-ха, анчах нумай вăхăт уйрăлса пурăнни çемье никĕсне хавшатать. Тĕслĕх вун-вун. Эсĕ республикăри Ашшĕсен канашĕн ертÿçи пулнă май кун пирки мĕн шухăшлатăн?

— Ашшĕсем ытти региона çÿрени йĕркеллĕ пулăм мар, паллах. Республикăра паян 162 пин çын ниçта та регистрациленмесĕр пурăнать. Çавна май Чăваш Ен бюджечĕ çулсерен 2 миллиард тенке яхăн çухатать. Урăх вырăнта ĕçлеççĕ, социаллă тÿлевсене вара республика бюджечĕ тÿлет... Килтен арçын тухса кайни, ачасем ашшĕсĕр ÿсни пушшех пăшăрхантарать. Унтан та ытла — çемьесем арканаççĕ. Ашшĕ умĕнче ача пулмалла, ашшĕ тĕслĕхĕпе ача ÿсмелле. Арçынсене киле илсе килмелле. Ку енĕпе ĕçлетпĕр. Строительство организацийĕсенче специалистсем çитменнине, шалу Мускавринчен, Чулхуларинчен кая маррине пĕлтеретпĕр. Шĕкĕр Турра, таврăнакансем, çĕнĕ ĕç пуçаракансем, массăллă мар пулин те, тупăнма пуçларĕç.

— Владимир Николаевич, вĕренÿ учрежденийĕсенче криминалогсем ыйтăм йĕркеленĕ. «Сирĕн кам пек пулас килет?» ыйту хуравĕнче ачасен 2 проценчĕ çеç ашшĕпе амăшне палăртнă. Ман шухăшпа, ку хăрушă цифра. Çакă та ашшĕпе амăшĕ ют çĕрте уйăхĕ-уйăхĕпе пурăннин çимĕçĕсенчен пĕри мар-и?

— Тĕрĕс. Çавăн çимĕçĕ. Мускав районĕнчи пĕр шкулта эпир те ыйтăм ирттертĕмĕр. Пĕлтернисенчен 67 проценчĕ амăшĕпе çеç пурăнаççĕ. Ăнланатăн ĕнтĕ, лару-тăру питĕ çивĕч. Çавăнпа та Михаил Васильевич Игнатьев патне çыру çыртăмăр. Шкулсенче «Çемье пурнăçĕнчи этика культури» предмет пулмаллине фактсемпе çирĕплетрĕмĕр. Михаил Васильевич килĕшрĕ, Вĕренÿ министерствине тивĕçлĕ хушу пачĕ. Мĕнле калас, ĕлĕк пулнă предмета шкула каялла илсе килтĕмĕр.

Асăнса хăварам. Виçĕ çул каялла Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем ман пата килчĕç те: «Атя пĕрле ĕçлетпĕр», — терĕç. Килĕшрĕм. Ара, арçынпа хĕрарăм пĕрле пулмасан пурнăç малалла каяймасть вĕт. Виçĕ çулта кашни шкулта, садикре, муниципалитетсенче Ашшĕсен канашĕсем йĕркелерĕмĕр. Вĕсем пурте ĕçлеççĕ, нумай-нумай мероприятисем ирттереççĕ.

— Владимир Николаевич, эсĕ Шу­­­пашкар хула депутачĕсен Пухă­вĕн депутачĕ. Эсĕ çине тăнипе пу­рнăçланă ĕçсенчен хăшĕсем чи курăмлисем пулчĕç тесе шухăшлатăн? Малашлăх тĕллевсем, ĕмĕтсем пирки те пĕлессĕмĕр килет.

— Халăхпа, администраципе, депутатсемпе пĕрле нумай ĕç турăмăр. Çуртсене, картишсене юса­рăмăр, тротуарсем, ачасем вылямалли вырăнсем, шкулсем çумĕнчи спорт площадкисем ăс­таларăмăр. Пĕрремĕш гим­назире бассейна çĕнетрĕмĕр. Элкер ура­мĕнче сиплев офисĕ, ача-пăча поликлиники уçрăмăр. Хулари тĕрлĕ мероприятие пин-пин çын хутшăнать. Тумалли, хăтламалли тĕллевсем нумай: шкулсем, садиксем тата кирлĕ. Кашни çĕнĕ микрорайонтах çĕнĕ поликлиникăсем тумалла.

— Халăхшăн пĕршухăшлăн вăй хурсан ĕмĕтленнисем пурнăçа кĕреççех. Малашне те ăнтăлуллă тăрăшăр!

— Çаплах пултăр!

 

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ

  • Санăн нумай çынлă йăхунта катăк шăл­па çÿрекен çак самантра пур-и?

Шел те, тупăнкалаççĕ.

  • Кунне миçе хут тата мĕн вăхăт шăл та­сататăн?

Ирпе каç. Тăватă-пилĕк минутран кая мар. Уй­рăмах каçхине, апат çинĕ хыççăн, тĕплĕ тасатмалла: шăл хушшинче юлнă апат юлашкисенчи микробсем çĕрĕпех вĕт хăйсен ĕçне тăваççĕ.

  • Шăлсем шап-шурă курăнччăр тесен мĕнле пастăсемпе тасатмалла?

Шăл пастисем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Сипле­кен­нисем, профилактика тăваканнисем, гигие­нăна тивĕçтерекеннисем. Хăшĕнпе усă курмаллине специалистсемпе канашламалла. Шăл щеткисем те темиçе тĕрли пур: хыттисем, вăтам хыттисем, çемçереххисем. Енчен те шăл тунинчен юн кайсан — хытă щетка юрăхлă мар. Вăтаммипе е çемçереххипе тата сиплекен пастăпа тасатмалла.

Шăлсем ялан çутă пулччăр тесен сигарет ан туртăр, кофе, çăра чей ан ĕçĕр. Шăлăрсене çутатас тесен пирĕн пата килĕр. Шăл тухтăрĕсем ятарлă технологисемпе тата хими препарачĕсемпе усă курса йăлкăшса тăмалла тăвĕç.

Шуратакан пастăсемпе асăрханăр, вĕсемпе тăтăш усă курсан вĕри тата сивĕ шыва туйма пуçлаççĕ. Шăл пасти вăл — эмел препарачĕ. Çакна шута илме ан манăр.

  • Арçынсем шăл сиплеме каясран ан хă­раччăр тесен мĕнле рецепт сĕнетĕн?

Пĕлетпĕр: республикăра пурăнакан халăхăн 20 проценчĕ шăл тухтăрĕ патне кайма хăрать. Вĕсем валли БСМПра ятарлă ксеногаз технологи пур. Унпа икĕ минут шăршлаттаратăн та — çын лăпланать... Енчен унпа та май килмесен малашне наркозпа сиплесшĕн. Вăл юрăхлă е юрăхлах маррине палăртма халĕ тĕрĕслевсем ирттеретпĕр.

Чи кирли — çын ан шиклентĕр тесен ăна ачаран хăнăхтармалла. Ку тĕлĕшпе эпир çине тăрсах ĕçлетпĕр — садиксенче, шкулсенче... Шăл — çынна питĕ кирлĕ. Вĕсем пĕтсен апата лайăх чăмласа çиейместĕн. Çавна пула вар-хырăм чирлеме пуçлать. Унтан иммунитет хавшама пикенет. Вара каять, пĕтĕмпех арканма тытăнать.

  • Кашни çыннăн чĕринче хăйĕн чиркĕвĕ пул­малла теççĕ. Санăн пур-и? Пур тăк — унта кĕр­сен мĕн çинчен шухăшлатăн е сăмахлатăн?

Пур. Унта лайăх шухăшсем кĕреççĕ. Чăн малтанах аннен, ачасен, тăвансен, юлташсен çирĕп сывлăх пултăр тетĕп. Хамăн коллективпа халăхăмăршăн, вĕсен сывлăхĕшĕн пархатарлă нумай ĕç тăвассишĕн, пирĕн пата килекен кирек хăш çын та сипленсе, малалла ăнтăлса пурăнма хавхаланса тухтăрччĕ тесе сăмахлатăп. Çаплах пуласса шантарса хăват илетĕп.

  • Арçынра чи пĕлтерĕшли мĕн пулмалла?

Чăн-чăн арçынлăх.

  • Вăйне çухатман хаклăхсем мĕнсем вĕ­сем?

Çын хăйне хисеплеттерес, юраттарас тесен вăл хăй малтан çав хаклăхсене тивĕç пулмалла.

  • Халăхра çакăн пек ăнлав пур: ял ачи­сем хăвăртрах çитĕнсе çитеççĕ. Мĕншĕн, мĕне пула?

Ĕçпе туслашса ÿсекен ача яланах ĕçчен пулать. Ял ачисем пурнăçăн тути-масине çамрăклах тутаннăран хăвăртрах çитĕнсе çитеççĕ те.

  • Юрату тата шăпа — икĕ тĕрлĕ «япала». Пурнăçра иккĕшĕн те тĕрлĕрен килсе тухма пултараççĕ. Анчах та çынсем шăпаран ытла­рах хăраççĕ. Мĕншĕн?

Çын хăйĕн шăпине хăй тăвать. Юратупа шăпа — вĕсем пĕр çыхăрах. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, çураçăнса, юратса, ыр сунса пурăнсан, хĕвÿнте чул чиксе çÿремесен шăпа питех те илĕртÿллĕ пулăмсем парнелет. Çапларах калаççĕ шурсухалсемпе шураппасем. Пĕтĕмпех хамăртан килет.

  • Эсĕ хăвăн вăхăтна итлетĕн-и? Мĕн ка­лать вăл сана?

«Пурнăçăн чăн çулĕпе çирĕп утмалăх ăсу-тăну, çынсене тĕрĕс ертсе пымалăх опыту, çанă тавăрса ĕçлекен ĕçтешÿсем пур чухне — малалла, тăвалла туртăн, Турă панă вăхăтупа халăхшăн та, хăвăншăн та туллин усă кур» тет.

  • Сирĕн, Викторовсен, пурнăç филосо­фийĕ мĕн?

Йăх ятне çĕре ÿкермесĕр таса та тĕрĕс пурăнмалла.

Кăларăма Геннадий МАКСИМОВ хатĕрленĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.