Архив - Июн 2016 - Хыпар

июня 2nd

2 Июн, 2016

Ырă кун сунакан чечексем

Комсомольски районĕнчи Киров ялĕнче пурăнакан Тамара Денисовна Григорьева ÿкерес ăсталăхпа професси пĕлĕвĕ илмен, анчах унăн картинисене художникăннипе танлаштаратăн. Паллах, эпĕ ку енĕпе профессионал мар, анчах тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмăн ĕçĕсенче чун пурри сисĕнет.

2 Июн, 2016

Эрешлĕ йывăç - кил-çурт илемĕ

Унăн килĕнче лавккара туяннă сĕтел-пукан çук, çавăнпа шифоньер, стенка, кухньăри гарнитур тата ытти те эрешпе илемлетнине кура куçа та, чуна та савăнтарать. Сахал мар вăхăт иртнĕрен сăнне çухатнине, кĕтесĕсем хăйпăннине кураймастăн.

2 Июн, 2016

Яла суйланă тухтăр

Унта пĕрле вĕреннĕ хĕрсем пурте тенĕ пекех хулара тĕпленнĕ. Наталья хăй те Сĕнтĕрвăрринче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарти медицина институтне çул тытнă. Кунта лайăх ĕлкĕрсе пынă, ĕç тупасси те йывăрлăх кÿмен. Анчах... Пулать вĕт пурнăçра суйламалли. Ял каччипе паллашнă хĕр. Ăна питĕ юратнă пулас.

июня 1st

1 Июн, 2016

"Сывлăх" /Здоровье/, № 21 /889/, 01. 06. 2016

о Чтобы снизить уровень сахара в крови.
о Если мучает шум в ушах.
о От песка — сироп из сельдерея.
о Тибетская гимнастика.
о Кабачок выводит соли.
о О болезни предупреждает головная боль.
о Спецвыпуск "Удаленький ты мой".
о Виновник аллергии — цветочная пыльца.
о Дома — один.
о Когда ребенок маленький.
о Для иммунной системы.
о Гороскоп здоровья: "Что ждет в июне?"

1 Июн, 2016

"Сывлăх", 21 /889/ №, 1.06.2016

1 Июн, 2016

Хăйĕн ĕçне питĕ килĕштерет

Çĕнĕ Шупашкар хула больницин 2-мĕш поликлиникинче кăнтăрлахи стационарта ĕçлекен Оксана Петрова медсестра хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Ăна туслă коллективри ĕçтешĕсем те, пациентсем те хисеплеççĕ.

1 Июн, 2016

САХĂР ШАЙНЕ ЧАКАРМА

Юнри сахăр шайне чакарма аш арманĕпе 300 грамм петрушкăна, 300 грамм ыхрана, 1 килограмм лимона /хуппипе тата вăррисĕр/ авăртмалла. Тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла. Апат умĕн кунне 1-ер апат кашăкĕ çимелле.

1 Июн, 2016

СУЙЛАМАХ ТИВЕТ

Эмел курăкĕсемпе сипленнĕ чухне вĕсем хăçан мĕнле витĕм кÿнине пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, пĕрисене юрăхлă ÿсен-тăран теприсене сиенлĕ витĕм кÿрет. Çавăнпа суйласа сипленмелле.

Юна çăратакан курăксем: шатра курăкĕ /пастушья сумка/, сирень, чăрăш тăрри /хвощ/, шăнăр курăкĕ /подорожник/, кушак курăкĕ /валериана/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, чĕре курăкĕ /пустырник/, сарă кушак ури /бессмертник/, календула, çăка, лачака тип курăкĕ /сушеница/, сив чир курăкĕ /репешок/, вил шыв курăкĕ /манжетка/, пилеш курăкĕ /пижма/.

1 Июн, 2016

ПУÇ ЫРАТНИ СИСТЕРĔ

Пуç ыратни мĕн пирки систерме пултарать-ха? Вăл хăш тĕлте ытларах палăрнинчен пĕр-пĕр чир пуррине пĕлме пулать. Çак йĕркесене тимлĕрех вулама сĕнетпĕр.

1 Июн, 2016

СЫВЛĂХА ÇИРĔПЛЕТЕКЕН ХУСКАНУСЕМ

Тибет медицинин тĕп уйрăмлăхĕ — чир паллисенчен мар, унăн сăлтавĕсенчен сиплени. Вăл пулăшнипе сывлăха лайăхлатма пулать. Сире тибет гимнастикин ирхи зарядка валли меллĕ комплексĕпе паллаштаратпăр. Вăл кирек кама та юрать. Ăна вăрансанах вырăн çинче выртса тумалла. Хусканусене тунă чухне куçа хупмалла. Гимнастика япаласен ылмашăнăвне лайăхлатнипе пĕрлех мышцăсен тĕрлĕ ушкăнне ĕçлеттерет, хăйне евĕр сиплĕ витĕмпе палăрса тăрать.

Страницы