Комментировать

2 Июн, 2016

Ырă кун сунакан чечексем

Комсомольски районĕнчи Киров ялĕнче пурăнакан Тамара Денисовна Григорьева ÿкерес ăсталăхпа професси пĕлĕвĕ илмен, анчах унăн картинисене художникăннипе танлаштаратăн. Паллах, эпĕ ку енĕпе профессионал мар, анчах тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмăн ĕçĕсенче чун пурри сисĕнет. Кунашкалли вара асра юлать.

Пурăннă пулсан мăшăрĕ те ман сăмахсене çирĕплетĕччĕ. Кил-çуртри кашни пÿлĕмре - Тамара Денисовнăн картинисем, уйрăмах тĕрлĕ чечек сăнланни йышлă. Çывăрмалли пÿлĕмре те çаплах пулнă. "Ирсерен куç уçсанах эсĕ ÿкернĕ чечексем мана "Ырă кун пултăр!" - тесе сывлăх суннăн туйăнаççĕ", - аса илет çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă мăшăрĕн сăмахĕсене.

Мăкăне ытларах килĕштерет хĕрарăм. "Мĕншĕн?" - кăсăкланатăп эпĕ. "Ÿкерме çăмăлрах", - йăл кулса хуравлать сăпайлăскер. Чăннипе вара ансаттине шырамасть вăл. Ĕçе питĕ тăрăшса, тĕплĕ пурнăçлама хăнăхнă. Ÿкернĕ хыççăн пĕрре сăрланипе кăна çырлахмасть. Илемлĕ, паха курăнтăр тесе картинăна ик-кĕмĕш, килĕшмесен виççĕмĕш хут та сăрлать.

Чылайăшне открыткăсенчен пăхса ÿкерет. Ĕлĕк кăларнисене мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пуçтарса пынă. Вĕсене хальхисенчен ытларах кăмăллать.

Иртнĕ ĕмĕр варринче хатĕрлесе кăларнă сăрăсене те типтерлĕ упрать. Паянхи куна темиçе тĕсли кăна юлнă. Миçе çул сунтăхра выртнă? Анчах пурпĕр типмеççĕ. Хальхи сăрăсем пахалăхпа вĕсемпе танлашаймаççĕ.

Пиччĕшĕнчен юлнă сăрăсемпе усă курать Тамара Григорьева. Асанкассинчи Александр Денисович Исаев тĕлĕнмелле илемлĕ картинăсем çырнă. Çак ăсталăха йăмăкĕ унран вĕреннĕ. Ара, мĕн пĕчĕкрен курса ÿсни чунра юлсан вăхăт иртнĕ май пурпĕр алла куçать. Художник кăна мар, ăста баянист та пулнă пиччĕшĕ. Тамара Денисовнăна та шăпа пултарулăхпа тачă çыхăнтарнă. 35 çул Кироври культура çуртне ертсе пынă, "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ.

Ÿкерес ăсталăха хăй тĕллĕнех алла илни ăна кулленхи ĕçре нумай пулăшнă. Спектакльсем валли декораци хатĕрлеме никама та тилмĕрмен. Малтан ăна хутсенчен тунă, кайран пусма çине те хĕрарăм хăех ÿкернĕ.

"Ĕлĕк ялта çамрăксем нумай пулнă. Клубра вĕсемпе ĕçлеме çăмăлччĕ, интереслĕччĕ. Вĕсене спектакльсем урлă культурăна явăçтарма тăрăшнă. Кÿршĕ ялсене, районсене пайтах тухса çÿренĕ. Аслăраххисене çамрăксем улăштарсах тăнăран йыш çĕнелсе пынă", - палăртать Тамара Денисовна.

Чăн та, вăл вăхăтра спектакльсене хутшăннисем халĕ те культурăран ютшăнмаççĕ, мероприятисене хастар çÿреççĕ. Тĕрлĕ тематикăллă произведенисене сцена çине кăларнă май яш-кĕрĕме вĕсем воспитани тĕлĕшĕнчен те пысăк усă панă. Туслăха çирĕплетме, шухăшлама тата ытти ырă ене вĕрентнĕ.

"Пĕррехинче "Мĕншĕн куртăм-ши сана?" кĕнеке тăрăх спектакль лартма шухăшланă. Анчах унăн пĕрремĕш пайне ниçта та шыраса тупаймастпăр. Пĕр кинемейĕн мачча тăрринче выртнине пĕлсен питĕ савăнтăмăр, тÿрех ĕçе пуçăнтăмăр. Халăха çав тери килĕшнĕ спектакльпе 9 яла çитрĕмĕр", - каллех аса илчĕ Тамара Денисовна.

Вăл тăрăшнă вăхăтра Кировра ял уявĕ "Çамрăксен кунĕ" ятпа иртнĕ. Халĕ те çаплах-мĕн. Паян яш-кĕрĕм ялта ĕлĕкхи пек йышлă мар, анчах уяв вĕсен ятне упраса хăварнине шута илсен малашлăхăн çути пулмалла.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.