Эрешлĕ йывăç - кил-çурт илемĕ

2 Июн, 2016

Унăн килĕнче лавккара туяннă сĕтел-пукан çук, çавăнпа шифоньер, стенка, кухньăри гарнитур тата ытти те эрешпе илемлетнине кура куçа та, чуна та савăнтарать. Сахал мар вăхăт иртнĕрен сăнне çухатнине, кĕтесĕсем хăйпăннине кураймастăн. Вăрманта ÿсекен йывăçсенчен нимĕнле искусствăлла материал хушмасăр ăста алли вĕсене ĕмĕрлĕх тунă тейĕн.

Карапай Шăмăршăра пурăнакан Геннадий Анатольевич Деомидов паян шкулта ĕçлемест. 25 çул вăл ачасене "технологи", "черчени" предмечĕсене, ÿкерес ăсталăха вĕрентнĕ. Пĕрре - ĕçе хăнăхтарнăшăн, тепре илеме курма, туйма пулăшнăшăн сахал мар çамрăк тав тăвать арçынна. Ара, вăл ертсе пынипе ачасем хăйсен аллипе касса кăларнă тата илемлетнĕ ывăссем, шкатулкăсем кашни килтех упранаççĕ мар-и? Асăнмалăх ырă ят хăй хыççăн пайтах хăварнă Геннадий Деомидов. Вĕренекенсемпе тĕрлĕ шайри олимпиадăсене, ăмăртусене хутшăнсах тăнă.

Йывăçпа ĕçлеме пĕлни пурнăçра нихăçан та ытлашши мар. Арçын ачашăн - пушшех те. Мăлатук çапма, алла пуртă тытса хăма чутлама пĕлмен çынна чăн кил хуçи теме йывăртарах пулĕ. Геннадий Анатольевич вара ĕç урокĕсенче ачасене ытларах та панă, йывăçран касса кăларнă япала - пĕр кĕвĕллĕ, ăна эрешлесе илемлетни - вун-вун саслă. Ятарлă инструментпа хăй касса кăларнă эреше курсан ача пĕрре тĕлĕнет, тепре хĕпĕртет. Вĕсен чунне ĕçпе çапларах "юрлаттарнă" та вĕрентекен.

Карапай Шăмăршăсене йывăçпа ĕçлеме Турри пилленнĕ тейĕн. Хăй вăхăтĕнче ял çыннисенчен нумайăшĕ вăрман пунктĕнче тăрăшнă. Зинаида Николаевна Купташкина асăннă тăрăх - вăл 300 ытла çынна тăрантарнă, вĕсем виçĕ сменăпа ĕçленĕ. Халĕ лару-тăру улшăннă, паллах. Анчах халăхшăн вăрман пурпĕр çывăх, хушма укçа тума май парать. Тивĕçлĕ канăва тухнă кинемейсем çырлана, кăмпана çÿреççĕ. Татса килсенех сутма аслă çул хĕррине тухаççĕ. Пĕри çапла çырлапа кăна сезонра 25-30 пин укçа тунă. Кăçал вăрманта кăтра кăмпа нумай пулнăран ăна сутса та тупăш илнĕ. "Тăрăшса милĕк, шăпăр хатĕрлесен те укçаллă пулатăн", - теççĕ Карапай Шăмăр-шăсем.

Геннадий Деомидовăн мастерскойĕнче те вăрман май панипе паянхи кун вуншар илемлĕ пукан, ытти япала "çуралать". Хăшĕ-пĕри саккаспах тутарттарать. Акă Чĕмпĕр хулинчи пĕр çемьен интернетра курнă хатĕрлĕ пулас килнĕ. Ыйтнине Геннадий Анатольевич йăлт тивĕçтернĕ, унашкал тĕслĕ сăррине кăна шыраса тупайман, кăшт урăхлараххипе улăштарнă. Ĕç пахалăхĕпе кăмăла кайнăран лешсем туянма килĕшнĕ. Клиентсене çырлахтарма пур чухне те çăмăл мар иккен.

Ăстаçă тума пултарайман япала кăна мар, ĕç те çук тейĕн. Пахчара çитĕнекен çырласенчен тутлă сĕткенсем те хатĕрлет арçын. Алли ялан ĕçре е шыравра. Çуртра йывăçран касса кăларса эрешленĕ вун-вун япалана курса тĕлĕннĕ хыççăн пахчана çул тытрăмăр. Унта арçын ларса канмалли вырăн ?беседка% йĕркеленĕ. Вăл та - илемлĕ эрешсемлĕ.

Çынна ĕç ватăлтарать тенине илтме тивет тепĕр чухне. Татса калаймăн, мĕншĕн тесен йăлт ăна мĕнле кăмăлпа пурнăçланинчен килет. Ав, пуян чунлă, "ылтăн" алăллă, пуçа усма хăнăхман ăстаçă питĕнче яланах ăшă кулă вылять.

Ирина Никитина

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.