ПУÇ ЫРАТНИ СИСТЕРĔ

1 Июн, 2016

Пуç ыратни мĕн пирки систерме пултарать-ха? Вăл хăш тĕлте ытларах палăрнинчен пĕр-пĕр чир пуррине пĕлме пулать. Çак йĕркесене тимлĕрех вулама сĕнетпĕр.

  • Куç улми ăшĕнче ыратни — хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк пулни.
  • Куç тĕлĕнче ыратни — гастрит палли.
  • Çамка тĕлĕнче ыратсан язва пулма пултарать.
  • Куç харшисен тĕлĕнче ыратать пулсан — хырăмлăхра шыçă процесĕ пырать.
  • Пуçăн мал енче, çамкаран çÿлерех, çÿç ÿснĕ вырăнта ыратать — пыршăлăх ĕçĕ пăсăлнă.
  • Лĕпке тĕлĕнче ыратать — хĕрарăмсен амалăх чирĕсем пур е фаллопи пăрăхĕсем шыçнă.
  • Пуç тÿпи тĕлĕнче ыратни пÿре чирĕсем пирки систерет.
  • Ĕнсере — шăк çулĕсен ĕçĕ пăсăлнă.
  • Мăйăн хыçалти, çÿлти пайĕнче — невралги аптратать.
  • Тăнлавсем тĕлĕнчи ыратни — пуç купташки-миме тата çурăм шăмминчи миме нервĕсен ĕçĕ пăсăлнин палли.
  • Ыратни аялти янах шăммине куçать пулсан шăл тунисемпе шăлсем шыçма, инфекципе сиенленме пултарнă.
  • Хăлха шăтăкĕ умĕнчи путăк ыратни катаракта аталанас хăрушлăх пысăк пулнине пĕлтерет.
  • Пуçăн сылтăм енĕ ыратать — тен, пĕвер ĕçĕ пăсăлнă.
  • Сулахай енĕ ыратни — сула ĕçĕ йĕркеллех маррин палли.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.