Çуркунне вĕрĕлекен чирсен шутне час-часах аллергие, вар-хырăм, сыпă чирĕсене, радикулита кĕртме хăнăхнă. Анчах гипертони те çак йĕркерех пулма пултарать. Шăпах çуркунне юн пусăмĕ улшăнса тăрас хăрушлăх ÿсет. Кунта çанталăк тата иммунитет вăйсăрланни айăплă. Унсăр пуçне — витаминсен çитменлĕхĕ аталанни. Диетологсем рациона юн пусăмне йĕркере тытса тăма пулăшакан витаминсемлĕ çимĕçсем кĕртме сĕнеççĕ.
Апат çинĕ хыççăн хăвăра япăхрах туйма пуçлатăр. Çимĕçĕсем те пахалăхлă, апачĕ те тутлă темелле. Апла-тăк сăлтавĕ мĕнре-ха?
1. Апат хыççăн пуç ыратма тытăнать. Сăлтавĕ икĕ тĕрлĕ пулма пултарать. Чи малтанах, хăш-пĕр çимĕç мигрене хĕтĕртет. Çак шута сыр, шăккалат, кукăль-булка, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, алкоголь кĕреççĕ. Вĕсене çинĕ хыççăн пуç ыратнине асăрхарăр пулсан çак çимĕçсене менюран кăлармалла.
Иккĕмĕшĕнчен, апатсен хушшинчи вăхăт ытла вăрăм пулсан та пуç ыратма пултарать, мĕншĕн тесен юн пусăмĕ чакать. Хăвăрт тата нумай çисе лартни ăна тăрук ÿстерет.
2015 çулта Раççей Общество палати халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне ĕмĕрлĕх упрас тĕллевпе регионсенче «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи хуралçă салтак» акци ирттермешкĕн пуçару туни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн шалти ĕçсен çĕнĕ министрĕпе Сергей Неяскинпа паллаштарнинчен пуçларĕ. "Сергей Дмитриевич профессири çул-йĕрне çул çитменнисемпе ĕçлекен участок инспекторĕн должноçĕнчен пуçланă. Йĕркелĕхе тивĕçтерес ĕçе шалтан пĕлет", — терĕ Михаил Васильевич.