ÇЫВĂРСА ТĂРАНАТĂР-И?

27 Апр, 2016

Çак тест ыйтăвĕсене хуравлани эсир çителĕклĕ е çителĕксĕр çывăрнине палăртма май парĕ.

1. Телекăларăм пăхнă чухне час-часах çывăрса каятăр.

2. Ирхине будильник сассине илтменни те пулкалать.

3. Ирсерен ытти вăхăтринчен вĕчĕрхенÿллĕрех.

4. Вăраннă-вăранманах çак кун нимĕнпе кăсăклă мар пулассăн туйăнать.

5. Общество транспортĕнче ларса пынă чухне час-часах тĕлĕретĕр.

6. Кунне виçĕ чашăкран ытларах çăра кофе е чей ĕçетĕр.

7. Ирхи апат хыççăн ыйхăлаттарать.

8. Ирсерен зарядка тума та вăй çук.

9. Машина рулĕ умĕнче те вăранса çитейместĕр.

10. Кулленхи ĕç йывăр та кăсăклă мар туйăнать.

11. Ĕçре сисмесĕрех çывăрса кайни те пулать.

12. Канмалли кунсенче ытти вăхăтринчен ытларах çывăратăр.

13. Канашлу вăхăтĕнче тĕлĕрсе илес килет.

14. Кăнтăрлахи апат хыççăн хытах ыйхăлаттарать.

15. Хаçат, журнал, кĕнеке вуланă чухне тăтăшрах çывăрса кайма пуçларăр.

16. Ытларах вăхăт çывăрма будильнике каярах куçаратăр.

17. Эрех кăшт кăна ĕçни те ыйхăлаттарать.

 

Пĕтĕмлетÿ

Кашни “çапла” хуравшăн — 1 балл, “çук” хуравшăн 0 балл лартмалла.

4 тата сахалрах балл. Сирĕн ыйхăпа пĕтĕмпех йĕркеллĕ, çителĕклĕ çывăратăр.

5-6 балл. Хăш чухне çывăрса тăранаймастăр, анчах ку хальлĕхе сывлăха тата ĕçлес хастарлăха витĕм кÿмест-ха.

7-9 балл. Çывăрса тăранаймастăр, çавăнпа тимлĕхсĕр, вĕчĕрхенÿллĕ.

10-12 балл. Эсир ывăнсах çитнĕ. Канмалла, çывăрса тăранмалла. Тен, эмел курăкĕсемсĕр /пĕтнĕк, кушак курăкĕ, чĕре курăкĕ/ пуçне тухтăрпа канашласа çывăратакан эмел ĕçмелле.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.