Атнер ХУСАНКАЙ: Чăваш пурнăçĕн хăшпĕр моделĕ кивелнĕ
Тăван кĕтес, çĕршыв, халăх пуласлăхĕ чĕлхепе çыхăннă. Унсăр нимĕн те — халăх та, çĕршыв та пулас çук. Унăн шăпи мал ĕмĕтлĕ çыннăмăрсене, поэтсемпе ăсчахсене уйрăмах кăсăклантарнă. Акă Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай тăван чĕлхи пирки çапла шăрçаланă: «Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп, шухăшлама вĕрентрĕн эс мана». Çулăмлă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши «Йывăр шухăшсем» сăввинче чĕрине ыраттарать: «Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ? Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ?..