Комментировать

20 Апр, 2016

ИНСУЛЬТ ХЫÇÇĂН

1. Калаçăва йĕркене кĕртме çур стакан пыла çур стакан сухан сĕткенĕпе хутăштармалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

2. Ал-ура чĕтресен сиплĕ саламат курăкĕн /купена аптечная/ 100 грамм тымарне вĕтетмелле, çур литр шурă эрехе ямалла, 10 кун тĕттĕм ăшă вырăнта лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1 апат кашăкĕ настойкăна сĕтпе сыпса ĕçмелле. Çак настойкăпах сиенленнĕ ал-урана сăтăрмалла, унтан ăшă чĕркенсе выртмалла.

3. Мышцăсен вăйсăрлăхĕнчен сипленме 100 грамм чăрăш тăррине /хвощ/ 100 грамм астрагалпа хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 150-шар миллилитр ĕçмелле.

4. Мышцăсен дистрофийĕ аталансан 100-шер грамм куккурус çÿçине, эмел шур курăкне /шалфей/, сысна курăкне /спорыш/, аир тымарне хутăштармалла. 3 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла. Ирхине сăрăхтармалла, шĕвеке 4 пая уйăрмалла. Кунне 4 хут апат умĕн пĕрер пай ĕçмелле.

5. Чĕре таппине йĕркене кĕртме 1 стакан пыла 1 стакан кишĕр сĕткенĕпе хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

6. Шалкăм çапсан 6 пай çăнăх пуличчен вĕтетнĕ лавр çулçине, 1 пай уртăш /шурă чăрăш, хыр е чăрăш/ йĕппине, 12 пай услам çăва хутăштармалла. Маçпа сиенленнĕ ал-урана кунне 2 хут сăтăрмалла.

* 100 грамм жасмин чечекне 600 грамм тип çăва ямалла, ăшă вырăнта 10 кун лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла. Çак çупа çĕрлене хирĕç ыратакан вырăнсене сăтăрмалла.

* 1 апат кашăкĕ тупă курăкне /мордовник/ çур литр шурă эрехе ямалла, ăшă вырăнта 21 кун лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 30-шар тумлам ĕçмелле.

* Чĕлхе хытсан /паралич/ кунне темиçе хут 10-15-шер минут хура йÿç кăшман /черная редька/ касăкне чăмламалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.