Пĕтĕмлетĕве маччаран илмен

22 Апр, 2016

Пурнăç чĕлхесĕр пулмасть, чăваша вырăс чĕлхипе пурнăç тутараймăн, чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ. Пур-ха вăл. Вăл кăна мар, Чăваш чĕлхи кунне те уявлатпăр. Ун пирки Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăну кăларнăччĕ. Çак кун тăван халăхăмăра пĕтĕм пурнăçне панă, ĕçне-хĕлне ăна çутта кăларассипе çыхăнтарнă çыннăмăрăн Иван Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр килет.

Чăваш чĕлхи кунне йышăнасси вăл самантшăн пысăк çитĕнÿ шутланнă. Чăвашлăх ĕçĕнчи пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿ.

Саккунпа çирĕплетнĕ куна мĕнлерех ирттермелле-ха? Çак çирĕм тăватă çул хушшинче тĕрлĕрен пулнă. Çутта кăларуçăн Иван Яковлевăн тĕп хулари палăкĕ умне йышпа кар çĕкленсе тухни те, Патриарха пысăках мар ушкăнпа пуç тайни те, шкулсенче, библиотекăсенче, республика тулашĕнчи йăхташăмăрсем патĕнче тăван чĕлхе эрнине йĕркелени те... Çакна калама пултаратăп: çулталăкра пĕр кун е эрне те пулин тăван чĕлхемĕр пирки аса илетпĕрех, хамăр чăваш пулнишĕн мăнаçланнине палăртатпăр. Те савăнмалла çакăншăн, те макăрмалла?

Кăçалхи уява мĕнле палăр-татпăр-ха? Вăл Наци кĕнекин фестивалĕпе пĕр килнинчен тĕ-лĕнме кирлĕ мар пулĕ. Фестиваль тĕллевĕ — наци литературине пропагандăласси, çамрăксене кĕнекене юратма йыхравласси — Тăван чĕлхе кунĕнче тапратакан ыйтусенчен пĕри-çке. Çак тапхăртах "Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи нумай вуланнă кĕнеке" конкурса та пĕтĕмлетĕç.

Чăн та, çак кунсенче тăван республикăмăр кăна мар, йăхташăмăрсем ăçта тымар янă — пур çĕрте те, урăхла каласан — пĕтĕм чăваш тĕнчи, Яковлев сывлăшĕпе сывлать, ăсĕпе тăнлать, ун кун-çулĕпе пурăнать. Ячĕшĕн кăна ан пулччăр вĕсем. Тăван чĕлхемĕршĕн, халăхăмăршăн тунă ĕçсен, каланă сăмахсен вăрлăхĕ тĕшĕллĕ, çимĕçĕ тĕхĕмлĕ пултăр.

Чĕлхе кун-çулĕ вăрăм пуласси çулталăкра пĕрре митинг ирттернинчен мар, унпа общество-политика тытăмĕнче, кил, вĕренÿ шайĕнче мĕнле усă курнинчен нумай килет. Чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ пулсан та, ăна аталантарма программа йышăннă пулин те — çивĕч ыйту татăлман-ха.

Темиçе çул каялла ЮНЕСКО хăрушлăхра тăракан — пĕтме пултаракан — чĕлхесен списокне пичетлерĕ. Унта пирĕн тăван чĕлхене те кĕртнĕ. Çакă халăхăн пĕр пайне шухăша ячĕ, тепĕр пайне — тарăхтарчĕ. Çакскерсем ЮНЕСКОна ятлама пуçларĕç: "Чăваша кураймаççĕ, вăл пĕтмест, малалла та пурăнĕ". Кунашкал пĕтĕмлетĕве маччаран илмен-çке, кăтартусене шута хурса пĕтĕмлетÿ тунă. Çакна çыравсем те çирĕплетеççĕ. Юлашки икĕ çырав хушшинче 200 пин йăхташăмăра çухатрăмăр. Юлнисенчен те самай пысăк пайĕ тăван чĕлхепе пуплемест. Çаксем пирки калаçмалла кăна мар, "чан çапмалла" пирĕн. Тăван республикăра, хулара, ялта, çемьере атте-анне чĕлхипе калаçма кам чарать пире? Хамăр несĕлĕмĕрсен ырă ĕçĕсемпе мухтанма, вĕсене малалла аталантарма кам ура хурать? Никам та. Хамăрăн сÿрĕклĕх, айванлăх, шиклĕх çеç мар-и?

Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.