Комментировать

20 Апр, 2016

МĔНЛЕ СĔТКЕН КИЛĔШЕТ?

Çын кăмăл-туйăмĕ, тыткаларăшĕ мĕнлине палăртма психологсем экспресс-тест ирттерме сĕнеççĕ.

Панулми сĕткенне ки­лĕштеретĕр-и? Эсир тăрăшуллă, шухăш-кăмăлăр консервативлăрах, ĕлĕкхине ытларах хаклатăр.

 Çĕр çырли сĕткенĕ. Эсир илеме курма пĕлетĕр, хитре япаласен хушшинче пурăнатăр.

 Хурăн çырли сĕткенĕ. Чунра мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех йĕркипе палăртса тухатăр.

Кишĕр сĕткенĕ. Эсир ытла та ачаш туйăмлă, хăвăрт кÿренетĕр, пăшăрханатăр. Кишĕр сĕткенĕ лăплантарать, кăмăла лайăхлатать.

Купăста сĕткенĕ. Тавлашуллă лару-тăрура чĕрре кĕместĕр, кирек мĕнле ыйтăва татса панă чухне те çынсемпе килĕшме хатĕр, анчах нихăçан та укçа кивçен памастăр.

Çĕрулми сĕткенĕ. Сирĕн вăйлă енсем - сипетлĕх, ыттисен шухăшне хисеплени.

Томат сĕткенĕ. Сирĕншĕн пурнăç шăнăрĕ - çемьепе ачасем.

Пылак сĕткенсем /иçĕм, банан, груша, ананас, персик, абрикос/. Эсир - романтик, ыттисене пулăшма яланах хатĕр.

Йÿçĕ сĕткенсем /чие, хур­лăхан, лимон/. Асăрханăр - сирĕн чунра эгоизм çуралнă!

Апельсин сĕткенĕ. Сире оптимизм, уççăнлăх, хăвăр вăй-хала шанни çитмест. Час-часах шăнса пăсăлатăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.