ÇĂМĂЛЛĂХ КŸРЕÇÇĔ

20 Апр, 2016

Сапаланчăк склерозпа /рассеянный склероз/ аптракансене çăмăллăх кÿрекен халăх рецепчĕсемпе паллаштарма ыйтатăп.

Петр ЦВЕТКОВ.

Шупашкар.

Халăх медицини склерозпа чирлĕ çынсене рациона хура пилеш, тăпăрчă, хĕрен, петрушка, панулми, шăлан çырли, хăмла çырли, абрикос, гранат, барбарис кĕртме сĕнет. Кашни ир выç хырăмла пĕр стакан вĕри шыв ĕçни юн тымарĕсене тасатма, организмран шлаксене кăларма пулăшать.

Сапаланчăк склерозран тата атеросклерозран сипленнĕ чухне пылпа пăтратнă чĕрĕ сухан сĕткенĕ усăллă. 1 стакан сĕткене 1 стакан пылпа хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах е апатсен хушшинче 1 апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 3 эрне. Кирлĕ пулсан сиплев курсне 2 уйăх таран тăсма юрать.

Хĕрлĕ клевер чечекне 40 грамм илсе çур литр шурă эрехе ямалла. 2 эрнерен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Апат умĕн е каçхине çывăрма выртас умĕн 20-шер грамм ĕçмелле. Кашни уйăх хыççăн 10 кунлăх тăхтавсем туса 3 уйăх сипленмелле. 6 уйăхран тепĕр курс ирттерме юрать. Çак рецептпа юн пусăмĕ йĕркеллĕ чухнехи атеросклерозпа, пуç ыратнипе, хăлха шавланипе аптрасан усă кураççĕ.

10-шар грамм вĕлтренпе /крапива двудомная/ шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ курăксен пуххине çур литр шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Çĕрлене хирĕç çур стакан ĕçмелле. Шĕвек тĕп витĕмĕсĕр пуçне япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать.

Кĕленчене пĕрре-виççĕмĕш пайĕ таран вакланă ыхра тултармалла. Хĕрринченех шурă эрех е 50-60 градуслă спирт ямалла. 14 куна тĕттĕм вырăна лартмалла, кашни кунах силлесе илмелле. Кунне 3 хут апат умĕн 1 чей кашăкĕ сивĕ шыва 5 тумлам ыхра настойки ярса ĕçмелле. Вăл юн тымарĕсене, хырăмлăха тасатать, юн пусăмне чакарать, пуç миминчи пĕрĕннĕ юн тымарĕсене сарать.

Ватлăхри склерозран çÿллĕ анăс курăкĕ /девясил/ лайăх пулăшать. 30 грамм типĕ тымарне çур литр шурă эрехе ярса 40 кун лартмалла. Апат умĕн 25-шер тумлам ĕçмелле.

200 грамм типĕ пилеш хуппине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 2 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла. Шĕвеке апат умĕн 25-шер тумлам ĕçмелле.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, уçă сывлăшра ытларах пулмалла. Рационра сахăр, пылак, выльăх çăвĕн виçине хытах чакармалла. Холестеринпа пуян çимĕçсене вара пачах кăларма сĕнеççĕ. Çак шута миме, çăмарта сарри, вăлча, çуллă какайпа пулă, Д витаминлă çимĕçсем, аш, пулă шÿрпи кĕреççĕ. Усăллă: тăпăрчă, лайăх ислетнĕ тăварланă селедка, треска, сĕлĕ пăтти, олива, куккурус, хĕвелçаврăнăш, йĕтĕн çăвĕсем. Ÿсен-тăран клетчаткипе пуян пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çиме тăрăшмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.