ШУРĂ АКАЦИ СИПЛĔХĔПЕ ПАЛЛĂ
Шурă акаци чечеке ларсан илемĕпе, ырă шăршипе илĕртет кăна мар, сиплĕхĕпе те палăрса тăрать. Чечекĕн шĕвекĕпе мĕн авалтан тĕрлĕ чиртен сипленеççĕ.
Вăл температурăна чакарма, манкана шĕветме, шыççа, хутлатнине, вар хытнине ирттерме, юн кайнине чарма, шăк хăвалама пулăшать.
Халăх медицининче унăн препарачĕсемпе çак тĕслĕхсенче усă кураççĕ:
- грипп, ÿслĕк;
- хырăмлăх, пыршăлăх ыратни;
- хырăмлăхра юн кайни;
- гипертонин пуçламăш тапхăрĕ;
- хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк пулни;
- хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви;
- амалăхпа ар кĕпçисем шыçни;
- шăк хăмпин, пÿре чирĕсем, шăк çулĕсен чул чирĕ.
Асăрханăр! Шурă акацире наркăмăшлă алкалоидсем пур. Вĕсем йывăçне касса тирпейленĕ чухне те пуçа ыраттарма, наркăмăшлантарма, ăша пăтрантарма, хăстарма, ыйхăлаттарма пултараççĕ. Çавăнпа шурă акаципе усă курса хатĕрленĕ препаратсемпе сипленнĕ вăхăтра виçене çирĕп пăхăнмалла, ĕçме пуçличчен тухтăрпа канашламалла.
Сиплев валли акаци чечекне тата çамрăк турачĕсен хуппине пухаççĕ. Чечекне, паллах, çеçке çурнă тапхăрта. Сапакасене секаторпа касса илмелле. Чечекĕсене иртсе çÿхе сийпе сулхăна типме сармалла. Лайăх уçăлтарма май пур аслăк çинче е хуралтăра типĕтме юрать. Чĕртавар сиплĕхне 1 çул çухатмасть.
Хуппине çуркунне папка сарăличчен сÿсе хатĕрлеççĕ. Чечекĕсене типĕтнĕ пекех типĕтмелле. Пир хутаçа хумалла. Управ вăхăчĕ — 2 çул.
Акаци пылĕ чи пахисенчен пĕри шутланать. Аллергие яманнине тата А витаминпа пуяннине кура ачасемшĕн питĕ усăллă.
Пыл вăйлă антисептик витĕмĕпе палăрса тăрать. Унпа вар-хырăм, пÿре чирĕсем аптратнă чухне, организма пĕтĕмĕшле çирĕплетме, лăплантарма усă кураççĕ.
Каçхине çывăрма выртас умĕн 1 чей кашăкĕ акаци пылĕ çини ыйхă вĕçнине ирттерет, ачасене шăк чаракĕ çуккинчен /энурез/ сиплеме пулăшать. Çак пыл нерв тытăмне лăплантарнипе пĕрлех шĕвеке организмра лайăх тытса тăрать.
Халăх медицини конъюнктивит, катаракта, глаукома чухне куçа 2 пай тасатнă шыва /дистилированная вода/ 1 пай акаци пылĕ ярса тумлатма сĕнет.
Шурă акаци чечекĕпе çулçинчен пит валли маскăсем хатĕрлеме пулать.
Çамрăклатакан маска. 10 чечеке вĕтетмелле, 1 апат кашăкĕ пылпа пĕрле сăтăрса пăтратмалла, 1 чей кашăкĕ çăра сĕт /сливки/ хушмалла. Пите сĕрмелле, 10 минутран шĕвĕ симĕс чейпе çуса тасатмалла.
Çуллă ÿт валли. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çулçа кăпăшлантарнă 1 çăмарта саррипе тата 1 чей кашăкĕ сĕтпе хутăштармалла. Пите сĕрмелле, 10 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Унтан пите сивĕ шывпа чÿхемелле.
Пĕркеленчĕксене якатма. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чечеке 1 чей кашăкĕ олива çăвĕпе тата 1 чей кашăкĕ хăймапа хутăштармалла. Пите сĕрмелле, 10 минутран петрушкăн ăшă шĕвекĕнче йĕпетнĕ мамăкпа шăлса тасатмалла. Унтан пите сивĕ шывпа çумалла.
Пите сĕриччен маскăна чавсан шал енчи ÿтне сĕрсе пăхмалла, аллерги палли /хĕрелет, кĕçĕтет/ пулмасан тин усă курма юрать.
Авал акаци вилĕмсĕрлĕх символĕ шутланнă. Кăнтăр Америкăри индеецсем вăл сиплеме кăна мар, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăшнине те ĕненнĕ.
Биоэнергетиксем çирĕплетнĕ тăрăх, акаци хăватлă энергетика донорĕ пулнипе палăрса тăрать. Унăн энергетики пуриншĕн те усăллă.