Тĕнче тăрăх чăваш чĕлхи ян кайтăр!
Яковлев тивлечĕпе, вăл тунă алфавит витĕмĕпе халăхăмăр вулама-çырма пуçланă. Чĕмпĕрти вăл уçнă шкулта пĕлÿ илнĕ пин ытла çамрăк Яковлев çине тăнипех Атăлпа Урал хушшинче уçăлнă 400 яхăн шкулта ĕçленĕ, тăван халăхăн хут пĕлменлĕхне сирнĕ.
Чăваш чĕлхи кунне кăçалхипе 25-мĕш хут уявларăмăр. Шкулсенче, вулавăшсенче вун-вун мероприяти ирттернĕ. «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» митинг-уяв яланхи пекех Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн тĕп хулари палăкĕ умĕнче иртрĕ.
Влаç, патшалăх, общественноç представителĕсем кăна мар, юрă-кĕвĕ тĕнчин ăстисем те хутшăнчĕç унта. ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, комитет председателĕ Петр Краснов тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Владимир Викторов, Чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементерпе Валери Туркай, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин хăйсен шухăш-кăмăлне, çак кун халăхăмăра мĕн калас тенине тăван чĕлхепе пĕлтерчĕç. Константин Геннадиевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн саламĕпе паллаштарчĕ. Чăваш эстрада артисчĕсем чăваш юррисене шăрантарчĕç. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн тăван халăхне панă халалĕ те Шупашкар урамĕсем тăрăх янăрарĕ:
— ...Эй тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем, чăвашсем!.. Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла; вĕсене ăçтан та пулин катаран пулăшу килĕ-ха тесе тăмалла мар. Ан манăр! Вĕсене вĕрентсе çутăлтарас ĕç пуринчен малтан ытла сирĕн çинче пулмалла. Эсир вĕсен хушшинчен тухса çуталнă çынсем...
Çак кунсенче пĕтĕм чăваш тĕнчи Яковлев сывлăшĕпе сывланăн, тăван чĕлхе шăпи пирки шухăшланăн туйăнчĕ. Ахальтен-и Шупашкарта е Кăнна Кушкинче, Чĕмпĕрте е Хусанта, Мускавра е Питĕрте Чăваш чĕлхи кунĕсем, эрнисем, Яковлев вулавĕсем иртеççĕ. Ÿсĕмсемпе пĕрлех туса çитерейменни те пур-ха. «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи», — тетпĕр пулин те ытти чухне ытла та хăюсăр илтĕнет-ха вăл Шупашкарта. Тĕп хулара çеç мар, чăваш ялĕсенче те хăйĕн ирĕклĕхне, вăй-хăватне çухатса пырать чĕлхемĕр.
Малашне палăк умĕнчи митинга йĕркелес тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем кирлех, ăна мĕнлерех ирттересси пирки халех шухăшламалла. Уява тухнă чăваш хастарĕсенчен чылайăшĕ те çакăн пирки палăртса хăварма ыйтрĕ.
Надежда СМИРНОВА
Комментировать