Çурт-йĕр ыйтăвĕ, çăмăллăхсем тата кальян тавра...

26 Ака, 2016

Д.А.Медведевăн Чăваш Енри обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче кашни уйăхрах ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, министрсем йышăнаççĕ. Хальхинче, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ — Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Ку хутĕнче йышăнăва И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче 1-мĕш курсра вĕренекесем те хутшăнчĕç. Вĕсем йышăнăва епле йĕркеленине сăнарĕç, хăйсене интереслентерекен ыйтусене пачĕç. Пулас юристсем Олег Вадимовичпа çитес вăхăтрах Патшалăх Канашĕнче экскурси йĕркелеме, ЧР Патшалăх Канашĕн сессине хутшăнма калаçса татăлчĕç.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлтан килнĕ Людмила Ивановăна "хăватлă" кÿршин /унăн 6 машина иккен/ хăтланкаларăшĕсем пăшăрхантараççĕ. Вăл саккуна пăсса пускилсен çĕрĕ çине кĕрсе гараж лартнă-мĕн... Халĕ тата, Людмила Якимовна каланă тăрăх, вĕсен пÿртне ишесшĕн... Çурт таврашĕнче вара хуçисем улмуççисем лартса чаплă сад та ĕрчетнĕ иккен. "Сирĕн çуртăра пăсма никамăн та ирĕк çук. Гаража саккуна пăсса лартни вара куçкĕрет. Йăлтах тĕрĕсленĕ хыççăн вунă кун хушшинче сире тулли хурав парăпăр", — терĕ Олег Вадимович.

Çĕрпÿ районĕнчи Апакассинче пурăнакан Александра Федотовăна /çамрăк, тăлăх хĕрарăма/ та нуша тениех пĕчĕк ачине йăтсах йышăну пÿлĕмне килме хистенĕ. Александра Владимировна юхăннă çурта юсаттарас ыйтупа 2014 çултах Çĕрпÿ район администрацийĕнчен пулăшу ыйтнă. Анчах ĕç-пуç вырăнтан хускалайман-ха. Олег Мешков ăнлантарнă тăрăх — ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем валли юхăннă çурта юсама е пăсса çĕнĕ çурт çĕклеме бюджетран укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ку хутĕнче тăлăха çурта юсаса çĕнетсе пама шантарнă. Ĕç-пуç еплерех пынине тĕрĕслесех тăма шантарчĕ йышăнăва пынă хĕрарăма Олег Вадимович. Шупашкарта пурăнакан Владимир Элюков предприниматель вара республика бюджетне ÿстерме май паракан хăйнеевĕр сĕнÿсемпе килнĕ.

Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 14-мĕш çуртра пурăнакан III ушкăн инвалидне Галина Пакальнене вара ЖКХ тăкакĕсене саплаштарма паракан çăмăллăхсем чакни пăшăрхантарать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕччен вăл 700 ытла тенкĕ илнĕ-мĕн, халĕ вара 300 ытла тенкĕ кăна параççĕ... Олег Мешков ăнлантарнă тăрăх, халĕ ку тĕлĕшпе куçăм тапхăрĕ пырать. Утă уйăхĕнче укçа-тенке малтанхи уйăхсемшĕн те çĕнĕрен шутласа памалла. Галина Константиновнăна вĕсен çуртĕнче вырнаçнă "Клумба" кафере çамрăксем çур çĕр иртни пĕр сехетченех кальян туртни, шавлани пăшăрхантарать. "Алăкне уçаççĕ те — тĕтĕм-сĕрĕм кăвак пĕлĕт евĕр палкаса тухать. Сывлама çук, сывлăша пÿлет, чыхăнтарать. Шăрша пула пуç ыратакан пулать. Çавăнпа эпир форточкăсене уçаймастпăр. Анчах çуллахи вăхăтра форточка, чÿрече уçмасăр епле пурăнăн? Кафере "вытяжкăсем" те ĕçлемеççĕ пулас", — чун ыратăвне уçрĕ хĕрарăм. Галина Константиновна ку ыйтупа Шупашкар хула администрацийĕнче те пулнă-мĕн. Анчах уççи-хуппине тупса пĕтереймен. Хула ертÿлĕхĕ шантарнă тăрăх, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче кальян туртма чармалла пулнă... Çамрăксем вара паянхи кунчченех мăкăрлантарма пăрахман. Олег Мешков Роспотребнадзор ĕçченĕсемпе тĕрĕслев ирттерме шантарчĕ. Галина Пакальнене вара çитес вăхăтрах çырупа хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене пама шантарчĕç.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.