Олимп чемпионĕ Шупашкара килме хатĕрленет
Олимп чемпионне Юрий Борзаковские Раççейри çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Вăл спортсменсене кăçалхи июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Европа чемпионатне хатĕрлĕ. Нумаях пулмасть çĕнĕ ертÿçĕ çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулса калаçнă. «Хыпар» хаçат вулаканĕсене интервьюн хăшпĕр сыпăкĕпе паллаштаратпăр.
- Йывăр та яваплă ĕç Сире шиклентермест-и?