«Кĕрен парăс» чуна тыткăнларĕ...»
«Хальхи шкул ачисем Интернетра кунĕ-пе те çĕрĕпе ларма хатĕр. Вĕсене чармасан çав ешчĕкрех кун-кунлаççĕ», - тет нумайăшĕ. Вăйăсемсĕр пуçне хайхискерсене нимĕн те кăсăклантармасть иккен. Паллах, ун пеккисем сахал мар. Анчах та Интернет «капкăнне» çакланманнисен йышĕ ытларах. Çапла мар-и? Çапла.
Акă сăмахран, улттăмĕш класра ăс пухакан Настя Кольцова кĕнеке вулама çав тери юратать. Компьютер умĕнче ларма унăн вăхăчĕ те çук. Вăл яланах шкулти вулавăша çĕнĕ кĕнекепе паллашма васкать. Литература урокĕсене юратаканскер çыравçăсен хайла- вĕсене кăмăлтан вулать. Тĕрлĕ халăх юмахĕ- сем, фантастика произведенийĕсем те Настьăна яланах илĕртеççĕ. Вĕсене тирпейлĕ вырнаçтарнă çÿлĕксем патĕнчен вăл лăпкăн ниепле те иртсе каяймасть-çке. Алла илсе çавăнтах вулама пикенет. «Манăн чи юратнă кĕнеке - Александр Гринăн «Кĕрен парăсĕ», - тет Настя телейлĕн çиçекен куçĕ- семпе. - Пурнăçра пулма пултарайманни çинчен çырса кăтартни, хайлав ырăпа вĕçленни чăннипех те тыткăнларĕ чуна. Тĕп сăнарсем - Ассольпа Грэй - пĕр пĕринпе тĕлпулни еплерех савăнтарчĕ тата!»
Кĕнекепе мĕн пĕчĕкренех туслăскер тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене хаваспах хутшăнма кăмăллать. Шкулта йĕркелекен «Выразительное слово» конкурсра кашнинчех палăрать вăл. Акă кăçал Михаил Лермонтовăн «Мцыри» поэминчи пайсене пăхмасăр илемлĕн вуласа иккĕмĕш вырăна та тухма пултарчĕ.
Юлташĕсем те Настьăран тĕслĕх илеççĕ. Ара, вăл вĕренÿре лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать-çке! Тантăшĕсене пĕр сăмахсăрах пулăшать. Тусĕсемпе пĕрле виççĕмĕш класранпах «Изюминка» ташă кружокне çул такăрлатаканскер: «Питĕ килĕшет мана кружокра! - тет хаваслăн. - Эпир унта тĕрлĕ халăхăн авалхи тата хальхи вăхăтри, эстрада ташшисене ташлатпăр. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса шкул чысне хÿтĕлетпĕр. Нумай пулмасть кăна-ха пĕрремĕш вырăн çĕнсе таврăнтăмăр».
Каникулта та, пушă вăхăтра та Настя ахаль ларма пултараймасть. Пур çĕрте хăйне тĕрĕслесе пăхма хăнăхнăскер вăл. Хĕлле конькипе е йĕлтĕрпе ярăнас кăмăл çуралать çеç - тÿрех вĕсем çине тăрать те çил пек вĕçтерет. Çыхма та, тĕрлеме те ăста. Алĕçĕсен конкурсĕсенче те пĕрре мар палăрнă. Пултаруллă хĕрача хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн амăшне чунтан тав тăвать. Вăл шкул директорĕ, çав вăхăтрах вĕрентекенре те тăрăшать. Амăшĕ, чи çывăх çынни, хĕрачашăн тĕслĕх вырăнĕнче. Настя та шкултан вĕренсе тухсан аслă пĕлÿ илсе учительте ĕçлес ĕмĕтпе çунатланса пурăнать.
«Тантăш» вулаканĕсене вара вăл юратнă хаçата нумайрах çырусем çырма, аслисен сăмахне яланах итлеме сĕнет.