Комментировать

19 Мар, 2015

Кунтах юнгăсем... Спецназсемпе кадетсем

Калинино шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова кунта вĕрентекен пулса килнĕренпе нумай шыв-шур юхнă. Ун чухнех вăл: «Ачасен лайăх енĕсене аталантарма вăй-халăма хĕрхенмĕп», - тесе хăйне хăй сăмах панă. Чăн та, çав сăмаха çилпе вĕçтермен хастар педагог. Кунтан вĕренсе тухнисем чылайăшĕ хăйсен пурнăç çулне тупса çĕршывшăн ырă ĕçсем тăваççĕ.

Паян та ку шкулта пурнăç вĕресе çеç тăрать. Юнгă, космонавт, спецназ, кадет, пограничник класĕсене хастар та пултаруллă ачасем çÿреççĕ. Педагогсем пулăшса, хавхалантарса тăнăран районпа республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче те палăраççĕ. Ачисен те, педагогĕсен те пĕр пушă вăхăт çук. Тĕрлĕ ăмăртура çитĕнÿ тăвас тесе тăхтавсенче те, урок хыççăн юлса та репетици, тренировкăсем ирттереççĕ. Вĕренекенсенчен пĕри те: «Ывăнтăм, пултараймастăп», - тесе каламасть. Ара, кашниех хăйсен отрячĕсен ячĕсемпе хисепленекен паттăрсем пек пулас тĕллевлĕ-çке.

Акă нумай пулмасть шкула Валерий Андреевич Федоров контр-адмирал çитрĕ. Ахальтен мар. Ара, пиллĕкмĕш юнгă класĕ унăн ячĕпе хисепленет вĕт-ха. Хаклă хăна пушă алăпа килмен. Тĕлпулура класс ертÿçипе çирĕм икĕ ачана тельняшка парнелерĕ. Унсăр пуçне кĕнекесемпе хавхалантарчĕ.

Вăрнар районĕнчи Услапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Андреевич контр-адмирал сăмахне кашниех тимлĕ итлерĕ. Унтан пиллĕкмĕшсем пĕри те тепри сăмах илме пуçларĕç.

- Манăн та сирĕн пекех ырă кăмăллă та пысăк çын пулас килет. Кирек хăш вăхăтра та пурне те пулăшнă пулăттăм. Ÿссе çитсен кам пуласси пирки пĕрре мар шухăшланă эпĕ. Çапах та тухтăр ĕçĕ кăмăла каять. Мĕншĕнне те калама пултаратăп. Пĕррехинче чирлесе вырăнпах выртрăм. Аппа сыватрĕ. Çакăн хыççăн çуралчĕ те манăн пысăк ĕмĕтĕм, - палăртрĕ хăй шухăшне Ульяна Иванова.

- Истори предметне чунтан килĕш-теретĕп. Йăлтах Тăван çĕршыва, атте-аннене, вĕрентекенсемпе тус-юлташа юратнăран çакă, - терĕ Аня Дмитриева.

Ушкăн ертÿçин Артем Яковлевăн пĕтĕмлетÿ сăмахĕ те кашнин чунне пырса тиврĕ.

- Хисеплĕ Валерий Андреевич! Эсир шкула килни - пирĕншĕн уяв! Чаплă уяв... Чыслă уяв. Сирĕн кашни сăмахăр ахах пĕрчи. Эсир вĕрентсе каланине нихăçан та асран кăлармăпăр. Ÿлĕм тăрăшса вĕренĕпĕр, шкул ятне çÿлте тытăпăр. Эсир парнеленĕ тельняшкăсене кашниех типтерлĕ упрасса шанса тăратăп. Эпир сирĕн парнĕрпе кăмăллă, - терĕ хăпартланса.

 

Парне илме ансат, хаваслă... анчах...

Татьяна Павловнăн та савăнăçĕ виçесĕр пулни унăн питĕнче палăрчĕ.

- Ачасем, куратăр-и, Валерий Андреевич пирĕн пата пушă алăпа килмен. Вăл сирĕншĕн кашниншĕн хĕреснеатте пекех, кĕпе тăхăнтартрĕ. Çапла, парне илме ансат, савăнăçлă, кăмăллă. Çапах та, шухăшласа пăхар-ха, çак тельняшкăна тăхăнма тивĕç-и эпир? Ара, кун пек кĕпеллисем Тăван çĕршывшăн мĕн чухлĕ ырă ĕç тунă, паттăрлăхпа палăрнă... Апла пулсан пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Вĕренÿре, спортра палăрмалла, нимĕнле йывăрлăхран хăрамасăр малалла талпăнмалла... Тăрăшсан - мĕн ĕмĕтленни пурнăçланатех, - терĕ пурин умĕнче те.

Хăй вăхăтĕнче Калинино шкулĕн сукмакне такăрлатнă Валерий Андреевич ачасемпе тĕлпулма яланах хавас. Çамрăксене ытларах кĕнекесем парнелеме тăрăшать вăл.

- Вулакан çыннăн çеç тавракурăмĕ анлă. Шкулта та лайăх вĕренекенсенчен пĕри вăл, - çирĕплетет çирĕппĕн.

Контр-адмирал ача чухне яланах библиотекăна чупнă. Илнĕ кĕнекесене çул çинче утнă çĕртех вуласа пынă. Килне çитиччен унти сăнарсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăлтан паллашнă. Вĕсемпех хурланнă та, савăннă та... Тепĕр кунне каллех çитсе тăнă библиотекăна вулас кăмăллă арçын ача.

- Ачам, кĕнекÿсене ытла хăвăрт тавăрса паратăн. Вуламастăн пулĕ эсĕ, унти сăнÿкерчĕксене çеç пăхса тухатăн ахăртнех, - асăрхаттарнă пĕррехинче библиотека ĕçченĕ Ольга Ананьевна Ананьева ун çине шанмасăртараххăн пăхса.

- Мĕн эсир?.. Малти страницăран пуçласа вĕçне çитичченех пĕр саспалли, пĕр йĕрке сиктерми вуласа тухатăп! - çирĕплетнĕ хайхискер.

- Темле çав, темле... Иккĕленÿллĕ. Апла пулсан содержани каласа парсам, - çаплах çине тăнă Ольга Ананьевна.

Валера хăй мĕн вуланине шакăртаттарса калама тытăнсан, чăнах та, ĕненнĕ ăна библиотека ĕçченĕ.

Ун чухнехи пурнăç çăмăл пулман. Выçăллă-тутăллă пурăннăран класра пĕрре мар тăнне çухатнă арçын ача. Çапах вĕренÿ çине алă сулман, чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулнă. Кирек хăш экзаменра та нумай асапланса ларман, ыйту çине хăвăрттăн та хăюллăн хуравланă. Тем пек йывăр задачăсене те çăмăллăн парăнтарса «5» паллă илсе тухнă.

Кино та пăхма юратнă хастар вĕренекен, клуба каймалăх укçа пултăр тесе лавккана пилĕк пуспа пĕр çăмарта кайса сутнă.

Амăшĕ çав тери ăслă хĕрарăм пулнă унăн. Ачисене яланах аслисемпе кĕçĕннисене хисеплеме, ватăсене пулăшма вĕрентсе тăнă.

- Валера, эсĕ ĕнер ăçта пултăн? - ыйтнă пĕррехинче амăшĕ ывăлĕнчен.

- Урамрах, юлташсемпе çÿрерĕм, - хуравланă хайхискер.

- Урамрах пулнă пулĕ-ха та... Кăшт-кашт алхасман-и? - кăсăкланнă çаплипех вăл.

- Анне, эсĕ кун пирки ăçтан пĕлетĕн? - тĕлĕннĕ Валера.

- Çынсем икĕ куçлине пурте пĕлетпĕр, анчах хăшĕ-пĕрин вăл вуннă та пулать, ачам. Çавăнпа та, тархасшăн, йĕркеллĕ çÿрĕр, ята ан ярăр - ăс панă амăшĕ.

...Спортра та хастар пулнă Услапа йĕкĕчĕ. Хăйсенчен ултă çухрăмра вырнаçнă шкула çитсе килессине те йывăра хуман.

Пĕррехинче хĕлле, аслă класра вĕреннĕ чухне, физкультура урокĕнче юлташĕпе Коля Сорокинпа палăртнă вырăна йĕлтĕрпе çитмесĕр Çавал шывĕн çыран хĕрринче пытанса юлнă. «Эпир ахаль те кунне 12 çухрăм утатпăр, ак кунта, вырăнта пурăнакан ачасем чупчăр темиçе çухрăма», - тенĕ иккĕшĕ те пĕр шухăшлă пулса. Тус-юлташĕсем инçете кайса килнĕ, хайхискерсем вĕсен тĕлне çитсен икĕ тус вăшт çеç сиксе тухнă та ачасем хыççăн шкулалла вĕçтернĕ.

- Сорокин! Федоров! Эсир мĕншĕн тарламан? Мĕншĕн сирĕн пите хĕрлĕ сăн çапман?! - сассине хăпартнă педагог.

Иккен вĕрентекен ачасем мĕнле чупнине бинокльпе сăнаса ларнă...

Çакăншăн каччăсен аттестачĕ çине паллă лартмасăр хăварнă... Тинĕс Çар флочĕн академине кĕме экзаменсене ăнăçлă тытнă Валерий Андреевич.

- Кунта пирĕн лайăх вĕреннипе кăна май килмест. Спорта юратман çын пире валли мар. Çапах та, турник çинче хăвăн ăсталăхна кăтартсам. Вун-ултă хутчен кĕлеткÿне йăтаймасан вара... - тенĕ офицерсем.

Услапа йĕкĕчĕ çавăн чухлĕ çеç мар, турник çинче вăтăр хут ытла туртăннă.

- Ĕнтĕ, çитĕ, çитĕ! Эсĕ чăнах та спорта юратнине ăнлантăмăр, анчах аттестатра мĕншĕн нимĕн- ле паллă çукки - пирĕншĕн тупмалли юмах, - тенĕ кĕскен.

Çар çынни пулма хатĕрленекен ывăлне амăшĕ:

- Вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара ĕçлеме килейĕн-ши вара? - кăсăкланнă пĕррехинче.

- Анне... Йывăра ан ил, анчах пултараймастăп... - пулнă кĕске хурав.

...Чи йывăр вырăна Инди океанне ярассине пĕлсен Услапа йĕкĕчĕ шухăша путнă.

- Мĕншĕн шăпах мана? Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăратăп вара эпĕ? - ыйту памасăр чăтайман хайхискер.

- Унта ăслă çынсем кирлĕ. Санран пултарулли çук... - ăнлантарнă самантрах.

Йывăрлăхĕ пулман мар, ун пек чухне Валерий Андреевич чăвашла «Ан авăн шĕшкĕ, кăштах çил вĕрнипех» юрра шăрантарса чунне лăплантарнă. Вырăссем: «Эсĕ мĕн ялан мăкăртататăн хăв тĕллĕн?» - тесе пĕрре мар ыйтнă унран. Вăл вара юррăн сăмахĕсем мĕне пĕлтернине ăнлантарса, куçарса панă.

Яланах çынна ырă тăвакан Валерий Андреевич хăйне телейлĕ тесе шухăшлать.

- Хамăн пурнăçра миçе çамрăка задани парса инçе çула ăсатмарăм-ши? Вĕсем пурте каялла тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă таврăннишшĕн паянхи кунччен савăнатăп, - тет вăл.

Хăй чăваш пулнишĕн те мăнаçланать Валерий Андреевич. Çапах пĕррехинче чунне ыраттаракан ÿкерчĕк курнă та тарăн шухăша путнă.

Ун чухне, Мускавра метроран тухсан, пĕр чăваш çемйи тĕлли-паллисĕр ачисене вăрçса пынине курнă вăл. Малтанлăха сăмах та чĕнмен-ха. Кĕçех чарăнаççĕ пулĕ тесе шухăшланă. Çук, лешсем лăпланма мар, пушшех тулхăрса кайнă. Валерий Андреевич чăтайман енне:

- Ырă çыннăмăрсем, эсир çеç хăвăра çак тĕнчере чăвашла пĕлетпĕр тесе шухăшлатăр-им? - тенĕ асăрхаттарса.

Хайхискерсем çар тумлĕ çынна пĕр тĕлĕнсе, пĕр шикленсе пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таранччен тинкернĕ.

- Эсир... Эсир те пĕлетĕр-им... чăвашла? - тенĕ аванмарланса.

- Пĕлетĕп. Сирĕнтен те аванрах пĕлетĕп. Çапах çын умĕнче ача-пăчана кăшкăрашса ăс пани килĕшÿсĕр, - çирĕппĕн асăрхаттарнă контр-адмирал хайхисене.

 

Паттăр Сергей Ашихмина асра тытса...

Çиччĕмĕш спецназ отрячĕ Сергей Ашихмин ячĕпе хисепленсе тăрать.

- Çак класра ăс пухакансем, эпир пурте, Раççей Геройĕ пек хастар пулма тăрăшатпăр, - теççĕ çамрăксем.

Ушкăна Сергей Ашихмин ятне парасси те ăн-сăртран пулса тухнă...

2012 çулта Хусанта вăрă-хурах пытанса ларнă вырăна штрумланă чухне Сергей Ашихмин пĕр террорист аллинче снаряд асăрханă. Майор хăрушлăха сиссе, пĕр тăхтамасăр ун еннелле ыткăннă... Иккĕшĕ те сирпĕннĕ... Темиçе офицер аманнă. Çапла Сергей Анатольевич хăй пурнăçне шеллемесĕр ыттисене çăлса хăварнă...

Шăп та лăп Украинăра çуралнă Сергей Ашихмин хăй вăхăтĕнче Татьяна Павловнăн ывăлĕпе, Ваньăпа, Мускаври çар институтĕнче пĕр ушкăнра вĕреннĕ. Инкек хыççăн Ваня амăшĕ патне шăнкăравланă.

- Анне, Сергей паттăр... - тенĕ.

- Ваня, тен, шкулти спецназ отрядне унăн ятне памалла? - палăртнă хăй шухăшне Татьяна Павловна.

- Анне, чăнах, аван пулĕччĕ... Ăна мĕн тери хисеплени пулать ĕнтĕ ку. Питĕ маттур ачаччĕ вăл. Хаваслă та ăслăччĕ. Йывăрлăхра пуçа усмастчĕ, - тенĕ ывăлĕ.

Андрей Григорьев - спецназ ушкăн ертÿçи. Ку ĕçе ăна хăйĕн тăрăшулăхне кура пиллĕкмĕш класранпа шанса панă. Вĕренÿ отличникĕ кăçал та районти çичĕ олимпиадăна хутшăнса шкул чысне тивĕçлипех хÿтĕленĕ. Математикăна юратаканскер Вăрнар тăрăхĕнчи çамрăксен хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă.

- Çитĕнÿ пĕччен тăрăшнипе пулаймасть. Юнашар пултаруллă педагогсем хавхалантарса та ăс парса тăни кирлĕ. Пĕлтĕр, Афганистан çĕрĕ çинчен салтаксене илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа Вăрнарта хăйне евĕр республика ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта эпир, спецназсем, иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр! Çакă пысăк савăнăç мар-и-ха! Килес çул та тĕрлĕ ăмăрту-конкурса тата та ытларах хутшăнас кăмăлăм вышкайсăр пысăк, - ăнлантарать Андрей савăнăçлăн.

Вĕренÿ отличникĕ спортпа та туслă. Турник çинче чи нумай туртăнаканĕ те вăлах. Алă вăйĕ-пе хăйне çĕклес тĕлĕшпе те унран иртекен çук. Футбол, волейбол вылясси те чун иленĕçĕ.

- Спорта юратакан çын çеç сывлăхлă пулать. Эпĕ хулçурăма пиçĕхтерес тесе кашни кунах тăрăшатăп. Çар çынни пулас ĕмĕтпе çунатланса пурăнатăп. Тĕллевĕме пурнăçа кĕртес тесе пĕтĕм вăя хурса тăрăшăп, - тет мал ĕмĕтлĕ Андрей.

Даша Карбачевăн ашшĕ - чăваш, амăшĕ - вырăс. Апла пулин те хĕрĕпе амăшĕ халĕ чăвашла шăкăртаттарса калаçаççĕ. Пĕр-пĕрне сутса яраççĕ теççĕ ун пек чухне.

- Атте хăйĕн пулас мăшăрĕпе, аннепе, Брянск хулине вĕренме кайсан паллашнă. Кайран кунта, асаннепе асатте тăрăхне куçса килнĕ. Паян вара эпĕ спецназ класĕнче вĕреннишĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Туслă эпир, походсене час-час тухса çÿретпĕр. Çавалта пулă та пĕрре мар тытнă. Уçланкăра пĕрле вĕренекенсемпе шÿрпе çиме те мĕн тери аван! Тĕрлĕ мероприятисене те хаваспах хутшăнса çитĕнÿ еннелле ăнтăлатпăр, - хăпартлансах калаçать хастар хĕрача.

Математика предметне чунтан юратать вăл.

- Ахальтен мар! Юратнă асаннем нумай çул лавккара сутуçăра ĕçленĕ. Çавăнпа вăл мана киле парса янă задача-уравненисемсĕр пуçне хăй ятарлă ĕçсем паратчĕ. Халĕ те çавах. Ĕнтĕ хам та математика енне туртăнатăп. Биологи предмечĕ те маншăн ют мар. Ÿкересси те кăмăла каять, тĕрлесси те чун иленĕçĕ. Çапах та шкултан вĕренсе тухсан шăл тухтăрĕ пулас килет, - тет Карбачевсен мал ĕмĕтлĕ хĕрĕ хăпартланса.

Апат пĕçерме те ăста вăл. Тĕрлĕ тутлă çимĕç янтăласа килтисене çав тери савăнтарать.

- Çапах та чи тутли - чăваш çĕрулминчен пĕçернĕ апат! Хамăр çитĕнтернĕ пахча-çимĕçрен усăлли тата пахи çак çĕр çинче çуках тăр! - çирĕп-летет пике.

Анна Николаевăн та ÿсĕмсем пысăк. Вĕренÿ-ре çеç мар, спортра та малта. «Тимлĕн тăрăшса ĕçлесен, пур çĕрте те ăнăçу пулатех», - палăртать Анна ялан.

Коньки-йĕлтĕрпе ярăнма тесен-и тата! Хăпăл-хапăл тусĕсем патне вĕçтерет. Ушкăнра автомат салатса пуçтарассине питĕ хăвăрт пурнăçлать.

- Хам эпĕ Кÿлхĕрринчен. Ялăн хитре вырăнĕ-сене шурă хут çине куçарма юрататăп тепĕр чухне. Ах, мĕн тери ÿкерме юрататăп эпĕ! Манашкаллисем ушкăнра татах та пур. Эпир спецназ сем, улттăн, ÿнер кружокне кăмăлтан çÿретпĕр. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлама хăнăхнăскерсем ăмăртмалла пейзаж ÿкеретпĕр. Пĕр-пĕринчен сĕнÿ-канаш ыйтмалли те тупăнсах тăрать пирĕн. Йывăрлăха кĕрсе ÿкекене вăхăтра алă пама тăрăшатпăр. Ырă ĕçсем тума яланах аслисенчен вĕренетпĕр. Педагогсем те кун пирки каласа-асăрхаттарсах тăраççĕ. «Çынна ырă туни - ырăпах таврăнать», - текен каларăша та нихăçан та манăçа кăлармастпăр, - тет уçă кăмăллă хĕрача.

Пушă вăхăтра алла кĕнеке, хаçат-журнал тытать Анна.

- Вуласан çеç ачан тавра-курăмĕ вăйланса аталанать, вĕренÿре ăнăçусеем тăвать, - тет пире шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова хавхалантарса. Тĕп-тĕрĕс сăмахсем. Çавăнпа та эпир «Тантăш» хаçатпа «Самант» тата «Тетте» журналсемпе çав тери туслă. Вĕсемпе çыхăну тытни хавхалантарать, вĕренÿре, пурнăçра ÿсĕмсем тума пулăшать, - хăпартланать Анна.

Эп кипкеллĕ-мĕн çуралнă аслă улăх варринче

Лев Николаевичпа Татьяна Павловна Ефимовсем тăрăшнăран 2007 çулта шкулта «Патриот» ушкăн йĕркелесе янă. Улттăмĕшсенчен чăн-чăн кадетсем тăвас тесе вăй-халне шеллемен, чунне парса ĕçленĕ педагогсем.

Хăйсен вăйĕсене тĕрĕслес тĕллевпе Мус-каври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци ертÿçисем ирттернĕ республика шайĕнчи ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннă «Патриот». Вăрнарсем йăрă та тавçăруллă пулни тĕлĕнтернĕ офицерсене. Хастар кадетсен пĕчĕк пÿрнисемпе аллисем выляса çеç тăнă - вăй-хăвачĕ сахалтарах пулсан та автомат сÿтсе пуçтарассине аслисенчен малтан вĕçленĕ. Салтак пек тÿрĕ утса юрлассипе, истори ыйтăвĕсене тĕрĕс хурав парассипе, бал ташши ташлассипе те вĕсенчен иртекен пулман. «Чи лайăх командир» ята та Дина Павлова тивĕçнĕ. Çĕнтерÿпе таврăннă шкула хастар çамрăксем.

Тата савăнмалли, хăпартланмалли те мăнаçланмалли те пур. Çак хастарсем 2012 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕн-че çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Ĕнтĕ ĕнерхи «Патриот» шкултан вĕренсе тухнă. Вĕсенчен кашни хăй суйласа илнĕ профессие алла илессишĕн чунне парса тăрăшать. Пурнăçĕсене çарпа çыхăнтарнисем вара хăйсене чи телейлисем тесе шухăшлаççĕ. «Эп кипкеллĕ-мĕн çуралнă, аслă улăх варринче! Тавах Сире, вĕрентекенсем... Пире ăс парса пысăк çул çине кăларнăшăн», - теççĕ вĕсем.

Паянхи «Çăлтăр» кадет ушкăнĕ те «Патриотран» тĕслĕх илет. Вĕсем пекех пьедасталăн çÿлти картлашки çине улăхасшăн. Малтанхи çитĕнĕвĕсем пур-ха, утăмĕсем сулмаклă. Пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче Шупашкарта Ача-пăча пултарулăх керменĕнчи хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

- Эпир - пĕрремĕш! Çав тери телейлĕ! Пирĕн савăнăç виçесĕр. Тунмастпăр, ăшра çĕнтерÿ пирки ĕмĕтленнĕ. Унчченхи кадетсен умĕнче пите хĕретме тивмерĕ. Çапах пирĕн те Раççей шайĕнчи ăмăртура вăя тĕрĕслесе пăхас тĕллев пур, - мăнаçланчĕ ун чухне кадет ушкăнĕн командирĕ Катя Судова.

Саккăрмĕш кадет класĕ Анатолий Иванович Григорьев ячĕпе хисепленет. Полковник час-час ачасем патне килсе çÿрет, паттăрлăх урокĕсем ирттерет. Парнесемпе хавхалантарать.

Анатолий Ивановичăн амăшĕ - украинка, ашшĕ - чăваш. Выçлăх вăхăтĕнче Полина Власьевнăна Чăваш Ене янă. Шăп кунта вăл чăваш йĕкĕчĕпе тĕл пулса çемье çавăрнă. 99 çула çитиччен пурăннă офицер амăшĕ.

- Полина Власьевна... Унăн ячĕ мĕн тери хитрен те çемçен илтĕнет. Чунĕ те çапла ырă пулнă унăн. Тăванĕсем Украинăран хĕвелçаврăнăш ярса парсан, вашават хĕрарăм ăна ăшаласа пĕтĕм ял халăхне хăналанă. «Хĕвелçаврăнăш çисе курман мар, анчах Полина Власьевна хатĕр- ленĕ пеккине нихăçан та тутанман ку таранччен», - тенĕ пĕри те пĕри. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ, чăнах. Анатолий Иванович та амăшĕ пекех ырă кăмăллă пулни пире хăпартлантарать, ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшать, - тет Татьяна Павловна ентешĕпе мăнаçланса.

Нумай пулмасть шкула каллех полковник çитрĕ. Мăн Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, пурнăçне çарпа çыхăнтарнă Эрик Васильевич Васильев та кадетсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Паянхи кун Эрик Васильевич Мускаври Пĕрремĕш кадет корпусĕнче вăй хурать.

- Иртнĕ вăхăта таврăнас пулсан... Кадетсенчен паллă çынсем нумай тухнă: çар паттăрĕсем, художниксемпе композиторсем, писательсемпе поэтсем. Алексей Алексеевич Брусилов генерал, Петр Александрович Румянцев фельдмаршал, Федор Федорович Ушаковпа Павел Степанович Нахимов адмиралсем те хăй вăхăтĕнче кадетсем пулнă. Тен, сирĕнтен те çавнашкал паттăрсем тухĕç. Ахальтен мар сирĕн ушкăн та «Çăлтăр» ятлă. Апла пулсан çÿл тÿпери çăлтăр пек çутă та таса пултăрччĕ кун-çулăр. Паянхи тĕллевĕм вара, сире хам ĕçлекен кадет корпусне илсе кайса çамрăксемпе тĕл пултарасси, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, - палăртрĕ хăй шухăшне полковник.

Çак хыпар ачасене хавхалантарчĕ. Малашне вĕренÿре, спортра, тĕрлĕ ăмăртура çитĕнÿ тума сăмах пачĕ «Çăлтăр».

Паянхи тăваттăмĕшсем те - пулас кадетсем. Вĕсем те хитре тум тăхăнса тĕрлĕ ăмăртăва хатĕрленме тытăнĕç. Тĕрĕссипе, халех ăнтăлаççĕ кадет пулма арçын ачасемпе хĕрачасем. Класс ертÿçи Марина Валентиновна Матвеева вĕсене пĕрремĕш класранпа Тăван çĕршыва юратма, юрă-ташăпа, спортпа туслашма, аслисемпе кĕçĕннисене тата пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентнĕ. Çитĕнÿ тени те вăй хумасăр, тар тăкмасăр пулманнине пĕлеççĕ ĕнтĕ тăваттăмĕш-сем. «Туслăхра - вăй», - текен каларăша та асра тытаççĕ хастарсем.

«Патриотпа» «Çăлтăра» кĕçĕн классенче Марина Валентиновна вĕрентнĕ. Хăй ăс панă ачасем çÿллĕ шая çĕкленни ăна та савăнтарать, ĕçре вăй-хăват хушать.

- Педагог профессине суйласа илнишĕн паянхи кунччен савăнатăп. Кукамайăн аппăшĕ, Мария Ивановна Григорьева, Шупашкарти шкулта вырăс чĕлхи вĕрентетчĕ. Ăна кура хăпартланаттăм мар-и-ха! Вăл вара Чĕмпĕр шку- лĕнче мĕнле вĕренни пирки каласа пама тытăнсан çăвар карса итлеттĕмĕр... Мал ĕмĕтлĕскер пĕчченех Чĕмпĕре çул тытнă. Шыраса тупнă вăл шкула, хăюсăррăн алăка уçса шалалла иртме тытăннă. Анчах ăна Иван Яковлевич Яковлев:

- Халĕ занятисем пуçланнă. Кăшт тăхтасам. Кайран санăн пĕлĕвне тĕрĕслĕпĕр, - тенĕ çемçен.

Урамра кĕтсе ларнă вăл. Кăштахран шкул алăкĕ уçăлнă та пĕр çамрăк тухнă.

- Иртĕр шалалла, сире чĕнеççĕ, - тенĕ кĕскен.

Çак йĕкĕт Константин Васильевич Иванов пулнă иккен. Кăна вăл кайран çеç пĕлнĕ. Кукамайăн аппăшĕ вара çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ Чĕмпĕр шкулне. Иван Яковлевич пирки ялан ыррине çеç калатчĕ. «Пирĕншĕн пуриншĕн те атте вырăнĕнче пулчĕ», - тесе ăшшăн аса илетчĕ, - терĕ хастар педагог.

Пĕлÿ çуртĕнчи Руслан Николаевич Желудкин ячĕллĕ пограничниксен отрячĕ те, Андриян Григорьевич Николаевпа Николай Михайлович Бударин ячĕпе хисепленекен космонавт ушкăнĕсен те тÿпи пысăк... Вĕсем те юлташĕсем пекех лартнă тĕллеве пурнăçлама малаллах ăнтăлаççĕ...

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Вăрнар районĕ,

Калинино шкулĕ.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.