Тăванлăх хуçалантăр...
Вăрçă - хăрушă, питĕ кăткăс пулăм. Вăрçă тесен çурăм тăрăх сивĕ чупать. Унтан хаярри, усалли тата мĕн пулĕ?
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕ- ренпе 70 çул пулать. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç шкулĕнче паллă куна халалласа уяв ирттерчĕç.
Июнĕн 21-мĕшĕ, 1941 çул... Шăпах çак кун шкулпа сывпуллашакансен балĕ пулнă. Вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерсен хăш-пĕр арçын ачасем çавăнтанах хăйсен тантăшĕсенчен уйрăлса ирсĕр тăшманпа кĕрешме тухса кайнă. Çак хăрушă самантсене вуннăмĕш класра вĕренекенсем сцена çинче кăтартса пачĕç. Тăрăшса, пĕтĕм чун хавалĕпе выляса куракансене иртнĕ кунсене аса илтерчĕç. Хăшĕсен куçĕсем те шывланчĕç. Çамрăк артистсен кăмăлне чунпа туйрĕç залра ларакансем. Уяв программине ачасем çар юррисем юрласа пуянлатрĕç.
Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче Иван Васильевич Криков, музей директорĕ, хăй учитель пулса ĕçленĕ чухне йĕркеленĕ музейпа паллаштарчĕ. Унăн кĕске историйĕ çинчен, унти вăрçă темипе çыхăннă тĕрлĕ-тĕрлĕ истори, экспонатсем пирки те каласа пачĕ.
- Эпир хамăр класпа çакăн пек мероприятисене питĕ юрататпăр. Яланах хастаррăн хутшăнатпăр. Тĕрлĕ сценарисенче хамăр чуна уçса кăтартма тăрăшатпăр, - тет вуннăмĕш класра вĕренекен Дима Васильев. Вăл кăçал Вăрмар район администрацийĕн ертÿçин стипендине илме тивĕçнĕ. Маттурлăхĕ такама та савăнтарать.
Вуннăмĕш классем питĕ туслă. Кашни мероприятие тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Хальхинче те вĕсем хăйсен тăрăшулăхне тепĕр хут çирĕплетрĕç.
- Яланах тăнăçлăх хуçалантăр çĕр çинче тата атте-анне, тус-юлташ юнашар пулччăр. Унтан хакли тата мĕн пур? - терĕ Дима тантăшĕсем çине ăшшăн пăхса.
Кристина БАЙБАТОРОВА.
Вăрмар районĕ,
Энĕшпуç шкулĕ.